Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мускав-Хусан автомагистраль 810 километра тăсăлӗ

Раççей Правительстви М-12 трассăна тума хушма 50 миллиард тенкӗ уйăрать. Çакна Мускав-Чулхула-Хусан çулăн уйрăм участокӗсене срок çитмесӗр хута ярас тесе тăваççӗ.

Хушма транша трассăн Мускав тата Владимир облаçӗсенчи участокӗсене тума яни çинчен Правительствон телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. РФ Вице-Премьерӗ Михаил Мишустин палăртнă тăрăх, М-12 трасса Раççейри темиçе регион хушшинче пысăк хăвăртлăхлă автоçыхăну йӗркелеме май парса Хӗвеланăç Китай енне перспективлă маршрут уçать. Çакă пире Ази çӗршывӗсемпе суту-илӳ каналӗсене анлăлатма май парать.

«Хальхи йышши лайăх магистральсем тиевсене хăвăртрах çитерме май параççӗ, бизнесăн чылай пуçарăвне пурнăçа кӗртме пулăшаççӗ тата пирӗн миллионшан гражданăн пурнăç шайне лайăхлатаççӗ», - тесе палăртнă Мишустин.

М-12 Мускав-Хусан пысăк хăвăртлăхлă автомагистрале пӗлтӗрхи июнь уйăхӗнченпе тăваççӗ. Вăл 810 километр тăршшӗ тăсăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев