News by date 4 August 2022
-
Тутарсемпе туркменсен шухăшӗсем пӗр пек
Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Туркменистан Республикин искусствисен тава тивӗçлӗ деятелӗн, Туркменистанăн Художникӗсен союзӗн пайташӗн Камиль Валиахмедовăн «Плэнер пайăркисем» куравӗ уçăлнă.
-
Мускав-Хусан автомагистраль 810 километра тăсăлӗ
Раççей Правительстви М-12 трассăна тума хушма 50 миллиард тенкӗ уйăрать. Çакна Мускав-Чулхула-Хусан çулăн уйрăм участокӗсене срок çитмесӗр хута ярас тесе тăваççӗ.
-
Шел пулин те, инкеклӗ статистика малалла тăсăлать
2022 çулхи 6 уйăхра Тутарстанра 1460 çул-йӗр пăтăрмахӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 127 çын вилнӗ тата 1821-шӗ аманнă. Çак кăтартусене нумай пулмасть çул-йӗр хăрушсăрлăхне халалланă ТР Правительствин комиссийӗн ларăвӗнче ТР ГИБДД начальникӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Рустем Гарипов илсе кăтартнă.
-
Юлашкинчен чăваш дискотеки пулать
Августăн 11-мӗшӗнче Хусанти «Хура кӳлӗ» паркра чăваш культурипе паллаштаракан «Пурнăç йывăççи» фестиваль иртет. Ăна хула Ӗçтăвкомӗпе ТР ЧНКА пӗрле ирттереççӗ. Уяв ӗç хыççăн 18:00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетчен пырӗ
-
Шывпа шӳтлеме кирлӗ мар
Шыв туррине этемсем мӗнпе çырлахтарман-тăр, кăçал кашни эрнере Тутарстанра сахалтан та икӗ çын шывра путса вилет. Çулталăк пуçланнăранпа ӗнтӗ 48 пурнăçӗ шывра татăлнă. Вӗсенчен 39-шӗ шыва кӗмелли сезон уçăлнăранпа путса вилнӗ.