Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шывпа шӳтлеме кирлӗ мар

Шыв туррине этемсем мӗнпе çырлахтарман-тăр, кăçал кашни эрнере Тутарстанра сахалтан та икӗ çын шывра путса вилет. Çулталăк пуçланнăранпа ӗнтӗ 48 пурнăçӗ шывра татăлнă. Вӗсенчен 39-шӗ шыва кӗмелли сезон уçăлнăранпа путса вилнӗ.

Ытларах чухне инкек çынсем юраман çӗрте шыва кӗнипе пулса иртет е сывлăхӗ япăхланса кайнипе шыва ӳкнипе.

Çапла ӗнер 32 çулти арçын виллине Камские Полянынчи кӳлӗ шывӗнчен кăларнă. Унăн виллине полицейскисене панă, вӗсем сăлтавне тӗпчесе пӗлеççӗ. Хальлӗхе арçын юраман çӗре шыва кӗме кайни паллă.

Инкеклӗ пулăмсенчен сыхланас тесе кану вăхăтӗнче юракан вырăнсенче кăна шыва кӗмелли çинчен МЧС ӗçченӗсем асăрхаттарсах тăраççӗ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 47 пляж ӗçлет тата 153 кану вырăнне спасательсем тимлесе тăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев