Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарсемпе туркменсен шухăшӗсем пӗр пек

Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Туркменистан Республикин искусствисен тава тивӗçлӗ деятелӗн, Туркменистанăн Художникӗсен союзӗн пайташӗн Камиль Валиахмедовăн «Плэнер пайăркисем» куравӗ уçăлнă.

Курав уçăлнă тӗле залра Саида Музаметзяновăпа Марсель Вагизовăн «Мирас» ансамбльпе пӗрле йӗркеленӗ концерчӗ пынă. Церемоние ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин уçнă, вăл çак курав Тутарстан тата Туркменистан хушшинчи культура çыхăнăвӗсене тата та çирӗплетнине палăртнă.

Камиль Валиахметдов Пӗтӗмтӗнчери тутарсен конгресӗн VIII cъездне халалланă курава йӗркелеме пулăшакансене пурне те тав тунă. Вăл тутарсемпе туркменсен пӗрпеклӗхне тата шухăшӗсен пӗрпеклӗхне палăртнă. Çакна вăл хăйӗн ӗçӗсем урлă кăтартма тăрăшнă та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев