Надежда Кадырова: «Анне чăваша качча парасшăнччӗ»
Эпир унпа Тури Услонри тӗп библиотекăра тӗл пулса калаçрăмăр
Çӗнӗ çул умӗн Тури Услонри тӗп библиотекăна «Ангел малта, эпир ун хыççăн» (авторӗ И.Кузьмина) кӗнекен мини-хăтлавне ирттерме кайсан «Сувара» пичетленсе тухма тытăннăранпах илсе тăнă йăхташăмăрпа тӗл пултăмăр. Надежда Ивановна Кадырова куллен кӗрсе çӳрет иккен унта, библиотекăра чăвашла çырнă кӗнекесене, журналсемпе хаçатсене пӗр юлми вулать. Эпир килессе пӗлсе библиотекарьсем ăна тӗлпулăва чӗннӗ. Калаçса татăлнинчен самай маларах пынипе тӗл пулмасăрах Хусана таврăнма тивӗ тесе пăшăрхантăмăр. Çакна сиснӗнех Надежда Ивановна библиотекăна васканă. Тӗл пулсан эпир хӗпӗртерӗмӗр.
– «Сувара» нумай çул çырăнаттăмччӗ. Тӗнпе çыхăннă ыйтусене хуравланисем питӗ интереслӗччӗ. Унта пичетленекен кӗлӗсене те вулаттăмччӗ. Темиçе çул хаçата çырăнасси пулмарӗ, библиотекăра кăна вулайрăм. Çитес çула çырăнтăм, килтех вулатăп ӗнтӗ. Библиотекăна чăвашла пичетленнӗ çӗнӗ кӗнеке килсенех мана систереççӗ, пӗлеççӗ эпӗ чăвашла вулама юратнине.
– Вулани сире мӗн парать?
– Пӗлместӗп, савăнăç кӳрет, телей парать, сывлăх та хушать пек. Манăн ывăл чирлӗ. Çакă питӗ кулянтарать. Арăмӗ уйрăлчӗ унран.
– Надежда Ивановна, эсир ку тăрăхрах çуралса ӳснӗ-и?
– Эпӗ Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче çуралнă. Вӗренме Сиктӗрмене çӳренӗ, Хусанкай ялӗнчи шкула. Ун чухнех питӗ вулама юрататтăм. Василий пичче, вăл 1929 çулта çуралнă, питӗ нумай вулатчӗ. Те ун çине пăхса вуласшăн пултăм малтанах? Питӗ нумай вулаттăмăр. Тӗттӗмленсен те электричество çути çук чухне лампа çутса вуланă. Аслă аппа, Татюк аппа пурччӗ. Пушă вăхăт тупăнсан пирӗнпе вулама ларатчӗ. Вăл учителе вӗренсе тухса Анат Качаел шкулӗнче вӗрентрӗ.
– Тури Услонра хăçантанпа пурăнатăр?
– Кунта 1967 çултанпа пурăнатăп. Малтан РАЙПО лавккинче товароведра ӗçленӗ, склад заведующийӗ те пулнă, план уйрăмӗнче ӗçленӗ. Пенсие тухиччен нумай çул кӗнеке лавккинче ӗçлерӗм.
Пулас мăшăрăмпа Нуруллапа çакăнтах паллашрăм. Ялта ăна пурте питӗ лайăх йышăнчӗç. Вăл уçă кăмăллăччӗ, çынсемпе хăвăрт пӗр чӗлхе тупма пӗлетчӗ, сăнран пăхма çутă. Анне çеç хирӗçлерӗ. Вăл чăваша качча парасшăнччӗ пулӗ ӗнтӗ. Кайран аннен те кăмăлӗ çавăрăнса кайрӗ. Курать – кӗрӳшӗ ырă çын, алли ӗç патне пырать, çыпăçуллă, çынсемпе сăмахлама пӗлет, ăна хисеплеççӗ. Аннепе упăшкан хутшăнăвӗсем питӗ лайăхчӗ. Куçне операци тумалла пулсан Нурулла ăна хăйӗн машинипе илсе çӳрерӗ. Операци тăвасси пирки те Хусанти Бутлеров урамӗнчи больницăра хăйех калаçса татăлнă. Шофер кăначчӗ, пуринпе те пӗр чӗлхе тупатчӗ.
– Çемйӗр пысăк-и? Миçе ача çуратса ӳстертӗр?
– Хӗрпе ывăл çуралчӗ пирӗн. Малтанах çие юлмарӗ. 1972 çулта Лиля хӗр çуралчӗ, тепӗр икӗ çултан – Эдик ывăл.
– Вӗсен халӗ хăйсен ачисем çитӗннӗ, çемьеллӗ пулӗ? Мăн кукамай, мăн асанне те пулӗ эсир?
– Хӗр Хусана качча тухрӗ. Упăшкин хушамачӗ Шер, çурма еврей, çурма вырăс. Лильăна çураçма килсен Нурулла пулас кӗрӗвӗн хушаматне ыйтать. Вăл еврей пулнине каламан-ха упăшкана. «Шер», – тесен: «Эй, пирӗн кӗрӳ еврей вӗт», – тесе тӗлӗнчӗ. «Юрӗ, çапла пултăр», – тесе килӗшрӗ.
– Сирӗн çемьене интернационаллă çемье темелле.
– Тӗрӗс. Лиля йывăр çын, кӗркунне пахча ӗçӗсене тăватпăр. Эдик ларнă та шутласа ларать: «Кам кăна çук пирӗн çемьере: чăваш, тутар, вырăс, еврей. Лиля ачи мӗнле наци çынни пулӗ?..»
1990-мӗш çулсенче Хусанта мӗн кăна пулса иртмерӗ, кӗрӗве кăшт çеç вӗлермерӗç. Вăл вăхăта ашшӗ вилнӗччӗ ӗнтӗ. Израильте тăванӗсем нумайччӗ. Лилия вара упăшкине çăлас тесе Израиле тăванӗсем патне ăсатнă. Уйрăлчӗç. Ывăлӗ Артем Хусанта еврейсен шкулӗнчен вӗренсе тухрӗ. Артема çара илмерӗç, вăл та ашшӗ патне Израиле кайрӗ. Ку темӗн ашшӗ унта çӗнӗ çемье çавăрма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, анчах ывăлӗпе яланах çыхăну тытнă. Лиля та самай вăхăт Израильте пурăнчӗ. Тăван çӗрӗ çинчен те манман, çулталăкра пӗрре-и, сайрарах-и, килсе çӳрерӗ. Вăрçă пуçлансан вара тӗппипех куçса килчӗ.
Халӗ Артема кӗтетпӗр, вăл та Тăван çӗршыва таврăнмалла.
– Артем авланнă-и?
– 33 çулта ӗнтӗ вăл, авланнă. Халӗ Лиля Хусанта. Хăна çурчӗсен бизнесӗнче ӗçлет. Вăл акăлчанла та лайăх калаçать, иврит та пӗлет. Çулла мана килсе пулăшать. Хушамачӗ унăн Шер. «Кадырова хушамата тавăрас теместӗн-и?» – тесе ыйтрăм пӗррехинче. «Çук. Эпӗ те Шер, ывăл та Шер. Хушаматсем пӗр пек пулччăр», – тет.
– Эдикӗн ачисем пур-и?
– Виçӗ ача. Асли хӗрача даун пулса çуралчӗ. Дербышкинчи интернатра тăрать. 26 çул пулчӗ ӗнтӗ ăна. Карина пӗчӗк чух, пӗр 4 тултариччен, кинпе пӗрле çӳреттӗмӗр. Мăнуксене вӗсен çавăн пек аппăшӗ пурри çинчен пӗлтермесӗрех ӳстернӗ. Уйăхра пӗрре кайса килетӗп, пӗчченех çӳретӗп. Шыва та кӗртрӗм ăна.
– Эдикăн ытти ачисем мӗн ӗç ӗçлеççӗ, вӗсем те пӗчӗк мар пулӗ-ха.
– Ренатăпа Руслан. Эпӗ вӗсене те вăрттăн шыва кӗртрӗм. Рената шкултан питӗ лайăх паллăсемпе вӗренсе тухрӗ. Халӗ университетра вӗренет. Ют чӗлхесем вӗрентекен педагог пулать. Руслан шкулта 9-мӗш класра вӗренет. Вăл та лайăх вӗренет. Ывăлпа уйрăлнăранпа кинпе хутшăнусем çук пирӗн. Эпир пӗр-пӗринпе вăрçăнман, хирӗçмен, çыхăну та тытмастпăр. Мăнуксем шăматкун-вырсарникунсенче килсех çӳреççӗ. Ашшӗпе те хутшăнусем лайăх, ăна çăвăнма пулăшаççӗ, сухал хыраççӗ.
– Ывăлăр хăйне питӗ япăх туять-и?
– Унăн диагнозӗ Хантингтон хорейи (Гентингтон хорейи – Гентингтон чирӗ, Хантингтон хорейи) – тӗп нерв системин генетика нейродегенеративлӑ чирӗ. Чир яланах çитӗнсе çитсен пуçланать. Вӑхӑт иртнӗçемӗн çын йывӑр инвалид пулса тăрать, мӗншӗн тесен вăл хусканусене, шухӑшлав, эмоцисене тӗрӗслейми пулса пырать. – Т.В.). Нерв системин чирӗ. Майӗпен вăл шала кайса пырать. Алă-ура хăйне хăй вылянать. Ашшӗнчен ывăлне куçса пынă мăшăрăн çемйинче. 50 тултарсан Нурулла аптрама пуçларӗ ку чирпе. Ун чухне кун пек диагноз лартасси асра та пулман тухтăрсен. Каярах унăн пиччӗшӗпе шăллӗн Хантингтон хорейин паллисем палăрчӗç.
Каларăм ӗнтӗ. Ун чухне ку диагноза лартайман. Чирлӗ çынна психбольницăна хунă. Хусанти Ершов урамне çӳреттӗм çав Нурулла патне. Тухаймарӗ мăшăрăм больницăран, çавăнтах вилчӗ.
Нуруллан аслă пиччӗшӗн Варисăн хӗрӗ Аида питӗ хитреччӗ, институтне те хӗрлӗ дипломпа пӗтерчӗ. Америкăна пурăнмаллипех куçса кайрӗ. Китаеца качча тухрӗ, отпуска Хусана та килсе кайнăччӗ. Унтанпа нумай та вăхăт иртмерӗ, тăрук тăвансем Аида таврăннă теççӗ. Мӗн сăлтавпа?
Амăшӗ, Сария инке, каласа пачӗ. Аидăн чир паллисем палăрнă иккен. «Америкăра ăçта кăна çитмен, Хусан тухтăрӗсем патӗнче пулнă, никам диагноз лартаймасть. Хӗрӗм силленме чарăнмасть», – йӗре-йӗре каласа парать амăшӗ. Вăйпитти çамрăк хӗрарăм кӗске вăхăтра пӗтсе кайнă. Мӗнпе чирленине палăртайнă, Мускав врачӗсем диагноз лартайнă – Хантингтон хорейи. Аида çак чиртенех вилчӗ. Вунă çул та иртрӗ ӗнтӗ унтанпа. Шăллӗн Данисăн та пур, анчах пит палăрмасть, чирлесех кайман. РКБра ку чире палăртма пуçланă та ӗнтӗ. Эдикăн Хантингтон хорейи паллисене асăрхасан çавăнта илсе кайрăм. Чунра пурпӗрех шантăм, диагноз урăххи пуласса кӗтрӗм. Çук çав. Шутлани пулмарӗ. Гентингтон хорейи тесех лартса пачӗç...
– Ку чиртен сипленнӗ тӗслӗхсем вуçех çук-и?
– Çук. Эмелсем параççӗ, нумайлăха пулăшаççӗ-и вӗсем? Нурулла чирленӗ чух эмелӗсене те тӗрӗс паман. Эдике инвалид ушкăнне палăртнă. Чирӗ аталансах пырать çав ӗнтӗ. Калаçнă чух та сăмахӗсем ăнланмалла мар тухаççӗ. Кунӗпе телевизор умӗнче, кунӗпе телефонпа вылять. Иртнӗ канмаллисенче мăнуксем килчӗç. Рената ашшӗн çӳçне тирпейлерӗ, Руслан пӳртрех çăвăнтарчӗ. Мӗн тăвăн? Мунчам кивелсе çӗрчӗ, пӳрт те çулран çул çӗрӗшсех пырать. Çурчӗ авариллӗ тесе те йышăннă комисси. Район ертӳçинчен Евгений Варакинран пулăшу ыйтнăччӗ ку енӗпе. Икӗ çул кӗтӗр тесе шантарчӗ. Икӗ çул та иртрӗ. Кӗтсе илеймерӗм. Тата кайса килмелле пулӗ ӗнтӗ...
– Надежда Ивановна, темиçе çул çырăнман хыççăн 2026 çула эсир каллех «Сувар» çырăнтăр. Калăр, тархасшăн, мӗн кӗтетӗр эсир хаçатран, мӗн вулас килет «Сувар» страницисенче?
– Кашни статьяна, пурне те юратса вулатăп. Калавсем, романсем, саламсем вулатăп. Нимӗн те вуламасăр хăвармастăп. Хам çуралнă тăван ял Чăваш Пăрнайӗ çинчен çырмаççӗ-и тесе шыратăп. Е Анат Качаел çинчен. Таня аппа çав яла качча кайрӗ.
– Тавах сире, Надежда Ивановна, калаçушăн. Тавах, «Сувар» çырăнакансен, вулакансен ретне таврăннишӗн.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев