Николай Мордяковăн хайку пуххийӗ пичетленчӗ
Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Николай Мордяковăн «Юр çийӗн кăвар» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Ăна аслă классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Наталия Орлова.
Кӗнеке Чăваш Енри кайăксен тӗнчипе паллаштарать. Çакна валли автор яппунсен поэзи хурăмне – хайку – суйласа илнӗ. Ку ирӗклӗ сăвăсем вун çичӗ сыпăкран тăраççӗ, пӗрремӗш йӗркере – пилӗк сыпăк, иккӗмӗшӗнче – çиччӗ, виççӗмӗшӗнче – каллех пиллӗк. Тӗпре ахаль рифма мар, интонаципе сасă кӗвӗлӗхӗ тата шалти рифма. Тӗслӗхрен:
Ӳхӗ вырнаçрӗ
Хунар юпи тăррине –
Хуралçă куçӗ.
Поэт вăл е ку çулталăк вăхăтӗнчи пӗр-пӗр саманта, кайăк-кӗшӗк тыткаларăшне кӗскен те витӗмлӗ сăнласа парать. Çавăнпах чылай хайлав ӳкерчӗклӗ, метафорăллă. Вӗсем илемӗпе, чӗлхе хӳхӗмлӗхӗпе, тарăн шухăшлăхӗпе тыткăнлаççӗ. Сăвăсем кӗске пулни вулаканăн шухăшласа кăларас ăсталăхне аталантарма, ассоциацисем йӗркелеме пулăшать.
Юр çийӗн кăвар…
Тăман кайăкӗ уйăп –
Çунатлă пилеш!..
Умсăмахра филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш филологийӗпе культура кафедрин доценчӗ Ирина Софронова кăларăма çапларах хак парать: «Сăвăç ачасене илемлӗ сăмах урлă тӗрлӗ пӗлӳпе паллаштарать, кайăк-кӗшӗкӗн чăвашла ячӗсемпе, вӗсен пурнăç йӗркипе (хăçан вӗçсе килеççӗ, сăн-сăпачӗ епле, мӗнле вырăнта ытларах пурăнаççӗ). Вӗсен юррин хăй евӗрлӗхне автор хăй мӗнле илтнине çеç мар, халăхра ун пирки мӗнлерех каланине илсе пани те пур. Кăларăма кӗнӗ сăвăсенче чӗлхе пуянлăхӗ, тавралăха сăнани, фольклор паллисем пур. Кайăк юррисене сăнланă май автор музыка терминӗсемпе те усă курать, сар кайăк юррине флейта сассипе танлаштарать. Сăвăç кайăксем çинчен çырнă май чăвашăн хаклăхӗсем çинчен те калать, çӗр ӗçне мухтани, ӗçченлӗхе мала хуни…»
Вулакансене авторпа та çывăхрах паллаштарас килет. Николай Гурьевич Мордяков (Мăрчак Кули) 1958 çулхи çурла уйăхӗн 27-мӗшӗнче Чăваш Енри Комсомольски районӗнчи Хирти Турхан ялӗнче çуралнă. 1978 çулта Шупашкарти медицина, 1984 çулта Хусанти ӳнерпе строительство училищисенчен вӗренсе тухнă. Пӗрремӗш сăвви Патăрьел районӗн «Авангард» хаçатӗнче кун çути курнă. «Тăван Атăл», «Ялав», «Пике», «Сунтал», «Лик», «Кил», «Çилçунат», «Самант» журналсенче пичетленнӗ, «Ахрăм» альманахпа Турцире тухнă Чăваш литературин антологине кӗнӗ. 2005 – 2010 çулсенче яппун поэчӗсен сăввисене чăвашла куçарассипе палăрнă. Р.Сарпи, М.Карягина, В.Кузнецова, И.Телейпи, А.Юрату авторсен сăвă кӗнекисене илемлетнӗ. Н.Мордяков – Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ.
«Юр çийӗн кăвар» кӗнеке поэзие тата çутçанталăка юратакансен кăмăлне каясса шанатпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев