Нина Царыгинан кашни калавӗ ахах-мерчен
Кӗнеке пичетленсе тухни авторшăн кăна мар, вулаканшăн та пысăк савăнăç. Çамрăк çыравçăн кăларăмӗ кун çути курни вара — пушшех те. Эппин, чăваш литератури аталанать-ха, сумлă писательсен ӗçне малалла тăсакансем пур. Çак кунсенче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубӗн тӗлпулăвӗнче шăпах çамрăк çыравçăн Нина Царыгинан кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. «Çил-тăманлă ӗмӗт» ятлăскер Чăваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр пичетленсе тухнăччӗ.
Хайлав пуххине ултă калав кӗнӗ. Вӗсенче, тӗпрен илсен, прозаик паянхи яш ăру пурнăçне, шухăш-кăмăлне çутатса парать. Чылай чухне хӗрсемпе каччăсем ытлă-çитлӗ пурăнма ӗмӗтленеççӗ, вăхăта хаваслă ирттерме тӗмсӗлеççӗ. Анчах хăйӗн тӗллевӗ патне кашниех расна сукмакпа утать. Калавсенче юрату теми те пысăк вырăн йышăнать.
Нина Царыгина презентацие пухăннисене хăйӗн пултарулăх çул-йӗрӗпе паллаштарчӗ. «Юрату чӗрене çавăрса илсен нумай çын алла ручка тытать, хăйӗн туйăмӗсем çинчен çырса кăтартать. Манăн та çаплах пулнă. Аслă класра вӗреннӗ чухне юрату сăвă çырма хавхалантарчӗ. Анчах вăл çынна мар, мотоциклсене килӗштерни çинченччӗ. Сăввăм „Школьники постарше“ хаçатра тухни чăнласах савăнтарнăччӗ. Маншăн ку пысăк кӗтменлӗх пулчӗ. Çакăнтан пуçланнă-тăр литература енне туртăнасси, хайлавсем шăрçаласси.
Кӗнекене кӗнӗ калавсем çăмăллăн çырăнчӗç темелле. Вӗсенчен хăшӗ-пӗри хаçат-журналта пичетленнӗччӗ. Тӗп сăнарсем хам пек ан пулччăр тесе тăрăшрăм», — терӗ вăл.
Вăтам шкулпа сывпуллашсан Нина И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн «Алатырские вести» Улатăр районӗн хаçатӗнче вăй хунă. 2013 — 2015 çулсенче «Хыпар» Издательство çурчӗн «Тантăш» хаçатӗнче корректорта, корреспондентра тăрăшнă, каярахпа «Самант» журналта ӗçленӗ. 2016 — 2023 çулсенче «Çамрăксен хаçачӗн» корреспонденчӗ пулнă, халӗ — «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатăн редакторӗ.
«Çил-тăманлă ӗмӗт» кӗнекен редакторӗ Ольга Иванова алçырупа хăпартланса ӗçленине палăртрӗ. «Нинăн хӗр сăнарӗсем çирӗп кăмăллă, хастар, хăюллă, тӗллев лартса ăна пурнăçа кӗртме ăнтăлаканскерсем. Каччисем те тӗрлӗ кăмăл-туртăмлă. „Пике блогер“ хайлав ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, чун киленӗçӗнче хавхаланупа телей тупакан Златăпа паллаштарать. Ку хайлава çырма пуçăниччен прозаик ятарлă тӗпчев туса ирттернӗ тесен те йăнăш мар — паллă блогерпа тӗл пулса вӗсен ӗçӗ çинчен ыйтса пӗлнӗ, ку темăпа нумай материал вуланă. Çапларах çуралнă та тӗп сăнар», — терӗ Ольга Михайловна хăш-пӗр вăрттăнлăха уçнă май.
«Тăван Атăл» журнал редакторӗ Арсений Тарасов чăваш литературинче тинех урăхларах, «хулари чăвашсем валли» хайлавсем шăрçалакан çамрăк çыравçă палăрнишӗн хӗпӗртенине пытармарӗ. Çакăн евӗр литература кирли çинчен Борис Чиндыков писательпе хӗрӗх çул каяллах калаçнă иккен вăл. Ӗмӗт тинех пурнăçланнă темелле. «Нина — чăн-чăн çыравçă, чӗлхине ырлатăп. Унăн кӗнеки — паянхи çамрăксем валли паянхи çамрăксем çинчен. Ăçта кăна çитмеççӗ, мӗн кăна тумаççӗ пуль ун сăнарӗсем. Чăннипех хăюллă, çакăншăн Нинăна ырлатăп», — саламларӗ çамрăк автора Арсений Алексеевич.
Хăтлавра чылайăшӗ «Симӗс çӳçлӗ хӗр, е Уйрăлу кӗвви» калав ытларах килӗшнине пӗлтерчӗ. Людмила Сачкова прозаик ăна повесть теме те пулать терӗ. «Автор сăнарсене туса çитернӗ. Персонажсем çителӗклӗ. Алекс — паянхи пулăма кăтартакан сăнар. Вăл хулара пултаруллă çемьере çуралса ӳснӗ, тулăх пурăнать, анчах çак ытлă-çитлӗ пурнăç ăна ачашлантарса ярать. Унра чăрмавсене çӗнтерсе малалла аталанас туртăм чакать, юлхав чирӗ пуçланать. Вӗренсе те тухаймасть Алекс, ӗçлес те килмест ун, пăлахая каять. Юлашкинчен Обломовах çаврăнать, хӗр ӗнси çине хăпарса ларать темелле», — яланхи пек тӗплӗн тишкерчӗ Людмила Николаевна.
Ольга Васильева çыравçă тата куçаруçă кӗнекене юратса вуласа тухнă-мӗн. Ăна «Çил-тăманлă ӗмӗт» калав уйрăмах килӗшнӗ, хайлавсенчи амăшӗсен сăнарӗсем — вӗсем мӗн тери расна кăмăллă, хăйне евӗрлӗ пулни — тӗлӗнтернӗ. Ачисемшӗн хыпса çунаканнисем те, пуç каçăртаканнисем те, чунран пăшăрханаканнисем те пур кунта. «Пӗр пӗчӗк самантах вӗсене туллин уçса парать. Çакă вăл — чăн-чăн ăсталăх. Маттур, Нина!» — терӗ Ольга Леонидовна.
«Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев çыравçă кӗнеке ăнăçлă пулса тухнине палăртрӗ. «Ячӗ те, хуплашки те тӳрех илӗртеççӗ. Самана, саманари çамрăксем, йăлана кӗрсе пыракан технологисем... — йăлт вырнаçуллă. Авторăн чӗлхи таса, тикӗс. Хушăран асса кайса çырни сисӗнет», — палăртрӗ вăл.
Лариса Петрова çамрăк сăвăç кăларăмра хăйӗншӗн кăсăклă çӗнӗ сăмахсем асăрханă, Любовь Кудрявцева Бетховен çинчен çырнине вуласа хавхаланнă. Ирина Кошкина прозаик-журналист хайлавсемпе корректурăрах паллашма пултарнă, çавăнпа хăйне телейлӗ тесе шутлать. «Кашни калавӗ — ахах-мерчен. Кунта рок кӗмсӗртетӗвӗ те, Бетховенăн çепӗç кӗвви те, „Яки-Маки“ тути те пур. Манăн юлташ çавăн пек чаплă çырнишӗн тӗлӗнетӗп те савăнатăп», — хăпартланса каларӗ Ирина Станиславовна.
Нина Царыгинăна çавăн пекех ӗçтешӗсем, тусӗсем саламларӗç. Хăтлавра ăшă сăмах чылай янăрарӗ, автора студентсемпе тата аслă классенче вӗренекенсемпе тӗл пулма сӗнчӗç. Çӗнӗ кӗнеке уявӗ кашнин кăмăлне çӗклерӗ, çепӗç туйăм парнелерӗ.
Ольга ИВАНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев