Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 1-мӗшӗччен суйла: тӳлевсӗр эмел е укçа?

Шала кайнă чирсемпе инвалидность пур граждансене тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗçтермелли патшалăх программи (ОНЛС) хута кайнăранпа кăçал 20 çул. 2006 çултан çак çăмăллăха укçан илме те ирӗк пур. Çавăнпа ку категорири граждансен лайăх шухăшласа йышăну тумалла. Енчен эмел мар, укçа илесех тесен октябрӗн 1-мӗшӗччен Пенси фондне кайса заявлени çырмалла. Анчах манмалла мар, эмелсӗр тăрайман çыншăн чирӗсем амаланас пулсан уйăхсерен парăнакан çак 1331 тенкӗ те 30 пус сипленме çителӗклӗ-и?

 Ыйтăва ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Фарида Яркаева, Хусанти М. Н. Садыков ячӗллӗ 7-мӗш номерлӗ клиника больницин, Республикăн В. Б. Бехтерев ячӗллӗ психиатри больницин, М. З. Сигал ячӗллӗ онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗсен çумӗсем Зульфия Ким, Татьяна Гурьянова, Елена Мингалимова тата ХФУ клиникин эндокринологи центрӗн ертӳçи Анна Абакумова паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире уçăмлатрӗç.
ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Фарида Яркаева пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра шала кайнă чирсемпе инвалидность пур граждансене çак программăпа 900 тӗрлӗ эмелпе, çав шутра пурнăçшăн çав тери кирлӗ, хаклă препаратсемпе те, тӳлевсӗр тивӗçтереççӗ. Паянхи кун тӗлне çăмăллăхпа усă курма Тутарстанра 344 944 пин (1-3 ушкăн инваличӗсем, тӗрлӗ çапăçăва хутшăннă ветерансем, Ленинград блокадинче пулнисем тата ытти те) çыннăн ирӗк пур. Шел те, вӗсенчен 59 проценчӗ (10 çул каялла 73 процент пулнă) тухтăр патне кайса çӳреме ӳркеннипе е тăванӗсене итлесе тӳлевсӗр эмел мар, укçа суйлать.
Фарида Фатыховна çаплах çак программа хута кайнăранпа фармтерапи пулăшнипе ку категорири çынсен пурнăçӗ 5 çула тăсăлнине те асăнчӗ. Инвалидсен нумай чухне пӗр чир кăна та мар вӗт тата, чирӗсем амалансан сиплев вун-вун пин, усал шыçăпа аптракансен 1-2 миллион тенкех ларать. Кăна вара патшалăх пулăшăвӗсӗр çемье бюджечӗ кăна çӗнеймест. Акă мӗншӗн пациентăн программăран тухма заявлени çыриччен лайăх шухăшламалла.
Тӳлевсӗр эмел вырăнне укçа илсен, ку пациентсем федераллă çăмăллăхсен переченӗнчен тухса ОМСпа пăхăннă çăмăллăхсемпе (станционарти сиплев) кăна юлнине те аса илтерчӗç спикерсем. Чирлисен шучӗ вара Раççейре те, Тутарстанра та чакмасть. Сахăр диабечӗпе чирлекенсене кăна илер, çӗршывра вӗсем пурӗ 5 миллион пулсан, республикăра 150 пин. Чӗре, астма, полиартрит тата ытти йывăр чирсемпе чирлекенсем тата? Вӗсен пӗр кунӗ те эмелсӗр иртмест вӗт, препаратсем вара йӳнӗ мар.

Республикăри М. З. Сигал ячӗллӗ онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗн çумӗ Елена Мингалимова тата хăрушăрах статистикăпа паллаштарчӗ. Усал шыçăпа учетра тăраканнисем республикăра паян 127 пин çын таранах. Урăхла каласан, республикăн кашни 32-мӗш (10 çул каялла кашни 62-мӗш) çынни ракпа чирлет. Вӗсенчен 58 проценчӗ федераллă çăмăллăхпа усă кураççӗ. Çак çынсенчен те 37 проценчӗ, те хăйсене кăшт çăмăлрах туйнипе-ши, тӳлевсӗр эмел вырăнне укçа илме заявлени çырать. «Пӗлместӗп, мӗне шанаççӗ», — терӗ çеç кун пирки спикер.

Тӳлевсӗр эмел илме ирӗк пур граждансем программăран тухмасан региона çак тӗллевпе уйăракан укçан калăпăшӗ хальхинчен виçӗ хут пысăкрах пулӗччӗ, ку вара урăхларах майсем тата лайăхрах пулăшу. Тата çакна та манмалла мар: лайăх шухăшламасăр е васкаса тӳлевсӗр эмел вырăнне укçа илме заявлени çырсан, пулăшу тем пек кирлӗ пулсан та, пациент хăй йышăнăвне çулталăксăр улăштараймасть, мӗншӗн тесен законпа пăхăнман. Çавăнпа, туссем, ку ыйтура тӗрӗс утăм туни вырăнлă, лайăх шухăшлама вара октябрӗн 1-мӗшӗччен вăхăт пур-ха.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ЗдоровьеТатарстан