News by date 16 September 2025
-
15000 çынна чупăва кӗтеççӗ
Сентябрӗн 20-мӗшӗнче иртекен «Наци кросне» хутшăнас текенсене Хусанта икӗ площадкӑра кӗтеççӗ: «Урам» экстрим-паркра тата Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионра. Официаллӑ старта 12:00 сехетре тухаççӗ
-
Ыран Хусанта Kazan Digital Week – 2025 Халăхсен хушшинчи форум уçăлать
Кăçалхи форумăн теми – искусствăлла интеллект. Kazan Digital Week – 2025 «Хусан Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче 17-19-мӗшӗсенче ӗçлет. Йӗркелӳçӗсем шантарнă тăрăх, çулталăкри чи пысăк та пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри пулӗ вăл. 20 пин ытла çын, 280 ытла компани хутшăнать. Хальлӗхе 74 çӗршыв представителӗсем килесси паллă.
-
Октябрӗн 1-мӗшӗччен суйла: тӳлевсӗр эмел е укçа?
Шала кайнă чирсемпе инвалидность пур граждансене тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗçтермелли патшалăх программи (ОНЛС) хута кайнăранпа кăçал 20 çул. 2006 çултан çак çăмăллăха укçан илме те ирӗк пур. Çавăнпа ку категорири граждансен лайăх шухăшласа йышăну тумалла. Енчен эмел мар, укçа илесех тесен октябрӗн 1-мӗшӗччен Пенси фондне кайса заявлени çырмалла. Анчах манмалла мар, эмелсӗр тăрайман çыншăн чирӗсем амаланас пулсан уйăхсерен парăнакан çак 1331 тенкӗ те 30 пус сипленме çителӗклӗ-и?
-
«Э-моция» инклюзи творчество студийӗ бала хутшăнакансене пуçтарма тытăннă
Республикăра тăваттăмӗш хутчен инклюзи балӗ иртет. Вăл кăçал декабрь уйăхӗнче ТР Раисӗн тӗревӗпе иртет. «Э-моция» студи ăна «Движение первых» организацин регионти уйрăмӗпе пӗрле ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствипе «Добрая Казань» АНО, «Доверие» ыркăмăллăх фончӗ тӗрев анипе ирттерет. Бала 14 çултан аслăраххисем хутшăнма пултараççӗ. Анкетăна студин ВКонтактери страницине лартнă.
-
Республикӑра мамӑк тирлӗ чӗрчунсемпе пӑшисене тытма сунар сезонӗ уçӑлать
Тутарстанăн Биоресурссен патшалăх комитечӗ паянтан сунар сезонӗ пуçланнине пӗлтерет. Анчах сунарçăсен çирӗп правилăсем çинчен астусах тăмалла: чӗрчунсене кирлинчен нумайрах тытмалла мар, хăрушсăрлăх правилисене пăхмасăр пӗлмелле.
-
Тутарстан шкулӗсенче ӗçлекен 34 вӗрентекен 200 пин тенкӗ преми илме тивӗçнӗ
Педагогика ӗçӗнче çитӗнӳсем тунăшăн парăнакан премие 2025 çулта Раççейӗн 89 регионӗнчи 1250 специалист тивӗçнӗ.
-
Сокуры патӗнчен халӗ çаврăнса каймалла
Хусан – Оренбург автоçулăн лаптăкӗ çине улшăнусем кӗртнӗ.