Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикӑра мамӑк тирлӗ чӗрчунсемпе пӑшисене тытма сунар сезонӗ уçӑлать

Тутарстанăн Биоресурссен патшалăх комитечӗ паянтан сунар сезонӗ пуçланнине пӗлтерет. Анчах сунарçăсен çирӗп правилăсем çинчен астусах тăмалла: чӗрчунсене кирлинчен нумайрах тытмалла мар, хăрушсăрлăх правилисене пăхмасăр пӗлмелле.

ТР биоресурссен патшалӑх комитечӗ паянтан, сентябрӗн 16-мӗшӗнчен, республикӑра ӳссе çитӗннисен шутне кӗнӗ мамӑк тирлӗ чӗрчунсене – мулкач-русака, тилле, корсака (кăнтăрта пурăнакан пӗчӗк тилӗ) тата пӑшисене тытма юранине пӗлтерет.

Разрешенире кăтартнă вăхăтпа килӗшӳллӗн, мулкачсемпе тилӗсене тата корсака 2026 çулхи февралӗн 28-мӗшӗччен тытма юрӗ. Пăшисене сунар сезонӗ çитес çулăн январӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.

Аса илтеретпӗр, сунарçӑсен сунар тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пăхăнмалла тата сунар ресурсӗсене кирлинчен ытла тытмала маррине астумалла. Пӑшалпа усӑ курнӑ чухне те хӑрушсӑрлӑх техникин палӑртнӑ нормисене пӑхӑнмалла.

 

ТР Биоресурссен патшалӑх комитечӗн пресс-служби.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ГоскомитетБиоресурсовРТ