Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран Хусанта Kazan Digital Week – 2025 Халăхсен хушшинчи форум уçăлать

Кăçалхи форумăн теми – искусствăлла интеллект. Kazan Digital Week – 2025 «Хусан Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче 17-19-мӗшӗсенче ӗçлет. Йӗркелӳçӗсем шантарнă тăрăх, çулталăкри чи пысăк та пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри пулӗ вăл. 20 пин ытла çын, 280 ытла компани хутшăнать. Хальлӗхе 74 çӗршыв представителӗсем килесси паллă.

Ӗç программи анлă. Пӗтӗмпе 160 секци, вӗсенче 1200 спикер (60-шӗ ют çӗршыв эксперчӗсем) ӗçлӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пысăках ку. Форумăн тӗп теми – тӗрлӗ отрасль валли искусствăлла интеллект.

Ӗçлӗ программăсенче интеллектуаллă транспорт системи, экосистема финтех, инноваци, хальхи киберхăрушсăрлăх тата патшалăх управленийӗнче, сывлăх сыхлавӗнче, вӗрентӳре, культурăра, ял хуçалăхӗнче цифра технологийӗсемпе усă курассине сӳтсе явӗç. 

Курав экспозицийӗ икӗ павильонра вырнаçӗ. Вӗсенчи 245 стенд 302 компанипе паллаштарӗ. Экспонентсем Раççейӗн 23 регионӗнчен килсе çитмелле. Вӗсем  коммерци продукчӗсемпе пӗрлех наукăпа тӗпчев разработкисене те илсе килеççӗ. Кунтах цифра технологийӗсемпе промышленнăçра, медицинăра, вӗрентӳпе культурăра мӗнле усă курнипе паллаштарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Экономика