Сокуры патӗнчен халӗ çаврăнса каймалла
Хусан – Оренбург автоçулăн лаптăкӗ çине улшăнусем кӗртнӗ.
Халӗ машинăсене яланхи пек Сокуры ялӗ витӗр мар, тавран çаврăнса кайма лекет. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствине «Волго-Вятскуправтодор» управленин пресс-службинчен пӗлтернӗ.
«Сокуры ялӗ урлă халӗ тӳррӗн иртмелли çула хупнă. Çавра çул халӗ икӗ йăрăмлă – кашни еннелле пӗрер», – тесе пӗлтернӗ ведомствăра.
Сокурыне кӗме-тухма халӗ Хусан – Оренбург трассăн 27+957 километрӗ тӗлӗнче вырнаçнă Сокуры – Кирби – Травкино автоçулпа кăна май пур.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев