15000 çынна чупăва кӗтеççӗ
Сентябрӗн 20-мӗшӗнче иртекен «Наци кросне» хутшăнас текенсене Хусанта икӗ площадкӑра кӗтеççӗ: «Урам» экстрим-паркра тата Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионра. Официаллӑ старта 12:00 сехетре тухаççӗ
Кун пирки сентябрӗн 16-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире Хусанти физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗн çумӗ Ришат Ибатуллин пӗлтерчӗ. Юдинӑри «Локомотив» стадионра икӗ, тӑватӑ, ултӑ, сакӑр тата вун икӗ километрлӑ дистанцисене старта тухӗç. Кунта хутшӑнакансем, тӗпрен илсен, Хусанти спорт шкулӗсенче вӗренекенсем.
«Урам» экстрим-паркра ветерансем, çемьесем икӗ километр чупса тухӗç. Чи малтан «Добрая Казань» йӗркеленӗ Ыркӑмӑллӑх чупӑвӗ (сусăррисем валли) пулать.
«Наци кросӗ» автомобилистсене чăрмантармасăр иртӗ. «Урам» экстрим-паркран Казанка çыранӗпе Кремль еннелле чупӗç старта тухнисем.
Çакна асăрхаттармалла, сентябрӗн 20-мӗшӗнче кроса тухас тесен халех регистраци иртмелле, Хусанти ташаяк урамӗнчи 4-мӗш çуртăн (тӗп стадион) 2-мӗш хутӗнче тума пулать çакна. Харпăр документсемпе пӗрле медицина справки, страховка пулмалла. Регистрацие сентябрӗн 15 – 19-мӗшсенче 10 – 19 сехетсенче иртме пулать, анчах чи малтан «Наци кросне» хутшăнма кăмăл пуррине Госуслуги порталта палăртмалла. Кăкăр çине çакмалли номере çакăнтах параççӗ, йӗркелӳçӗсем 1500 номер хатӗрленӗ те. «Наци кросне» хутшăннăшăн укçа тӳлемелле мар. Çакна та асра тытмалла: регистраци иртнӗ чух мӗнле дистанцие чупма килӗшнӗ, шăматкун та çав дистанциех чупмалла. Калăпăр, 8 километра чупма килӗшнӗ-тӗк, 6 километра улăштарма çук. «Урам» парка пымалла мар, Юдинăри «Локомотивах» кайма тивет. Спикерсем «Наци кросне» хутшăнакансене палăртнă вырăна вăхăтра çитме ыйтрӗç.
Паллă спортсменсенчен «УНИКС», «Ак Барс», «Рубин» командăсенче вылякансенчен – автограф илме пулать «Наци кросӗнче»
Автор сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев