Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан шкулӗсенче ӗçлекен 34 вӗрентекен 200 пин тенкӗ преми илме тивӗçнӗ

Педагогика ӗçӗнче çитӗнӳсем тунăшăн парăнакан премие 2025 çулта Раççейӗн 89 регионӗнчи 1250 специалист тивӗçнӗ.

Çӗнтерӳçӗсен йышне Тутарстан шкулӗсенче тăрăшакан 34 педагог кӗнӗ. Вӗсем Хусанпа Çырчалли хулисенче, Элмет, Апас, Пăва, Çӗпрел, Ешӗлвар, Кукмор, Лайăш, Мамадыш, Анат Кама, Саба, Сарман, Теччӗ, Çарăмсан районӗсенче ӗçлеççӗ. Кашни лауреата 200 пин тенкӗ преми панă.

Конкурс РФ Президенчӗн 2018 çулхи ноябрӗн 28-мӗшӗнче алă пуснă Указӗпе килӗшӳллӗн çулсерен иртет. Тӳлеве федераллă бюджетран параççӗ, ун çине налог хурăнмасть.

Конкурса шкулта виçӗ çултан кая мар ӗçлекен, эрнине 18 сехетрен кая мар занятисем илсе пыракан вӗрентекенсем хутшăнма пултараççӗ. Педагогсен ӗçне хакланă чух жюри вӗрентекенӗн харпăр методикăлла разработкисем пуррине, вăл вӗрентекен ачасен çитӗнӗвӗсем пуррине, тӗрлӗ категориллӗ (тӗслӗхрен, инвалид-ачасемпе) вӗренекенсемпе ӗçленине пăхаççӗ.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование