Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОНЛАЙН-УРОКСЕМ

Раççей Банкӗн Председателӗн çумӗн Владимир Чистюхинăн финанс пӗлӗвне ӳстерессипе шкулсемпе колледжсем валли онлайн-урокӗсен черетлӗ сессийӗ сентябрӗн 14-мӗшӗнче ирхине 9:30 сехетре пуçланать. Трансляцие аслă класс ачисем, колледжсемпе техникумсен студенчӗсем пăхма пултараççӗ.

Вебинарсем декабрӗн 16-мӗшӗчченех пыраççӗ. Вӗсенче Раççей Банкӗн музейӗпе пӗрле хатӗрленӗ укçа историйӗн урокӗсем иртӗç. Шкул ачисемпе студентсене укçапа перекетлӗ мӗнле усă курмаллине, мӗнле пухмаллине, шулӗксенчен мӗнле сыхланмаллине вӗрентӗç. Финанс организацийӗ çынсен прависене пăссан мӗн тумаллине те ăнлантарӗç.

Инçет Хӗвелтухăçпа Çӗпӗрти шкулсенче пӗрремӗш сменăра вӗренекен шкул ачисем хутшăнма пултаракан эфирсен шутне ӳстереççӗ. Çапла майпа шкулсем онлайн-уроксене расписание кӗртесси çăмăлланӗ. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче финанс пӗлӗвӗ обязательнăй предметсен йышне кӗнӗрен, ку уроксем çав тери кирлӗ. 

Уроксен расписанийӗпе, эфира мӗнле кӗмелли инструкципе проектăн сайтӗнче паллашмалла. 

Раççей Банкӗ финанс пӗлӗвне онлайн-урокӗсене 2015 çултанпа йӗркелет. Çӗршыври 8–11-мӗш классенче вӗренекенсемпе студентсем валли тӳрӗ эфир формачӗпе иртеççӗ. Вӗсене класпа та, ушкăнпа та, уйрăмшар та кӗме пулать.

Кăçал çуркунне иртнӗ онлайн-уроксен сессине Тутарстанри шкулсемпе профессилле вăтам пӗлӳ паракан учрежденисем 100 проценчӗпех хутшăннă. Ун чух пӗтӗмпе 8115 онлайн-урокра 104 пин шкул ачипе 18 пин студент ларнă. 

Хамăр инф.

К.Романова сăнӳкерчӗкӗнче: Анат Камăри 34-мӗш гимнази.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев