Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян – Ватăсен кунӗ: Йӳккелӗнче пурăнакан 84-ри Анна аппа халӗ те библиотека ирттерекен конкурссене хастар хутшăнать

Анна аппа тахçанах тивӗçлӗ канура пулсан та халӗ те библиотека ирттерекен конкурссене хастар хутшăнать: сăвăсем вулать, юрăсем юрлать, ялти авалхи йăла-йӗрке пирки çамрăк ăрăва каласа парать. Эпир ун патне хуть хăçан та пулăшу ыйтса пыма пултаратпăр, Анна Алексеевна нихăçан та хирӗçлемест. Вăл пире ӗлӗкхи пурнăç çинчен питӗ интереслӗ каласа парать. Çавăнпа ачасем те ун патне час-час çӳреççӗ. Хăйӗн виçӗ ачи, ултă мăнукӗпе тăватă кӗçӗн мăнукӗ те хисеплӗ ватта пăрахмаççӗ.

Хăш-пӗр çынсенчен яланах ăшă тапса тăрать, вӗсем хăйсен таврашӗнчи çынсене те ырă туйăм парнелеççӗ, кăмăл-туйăмне лайăхлатаççӗ. Анна Алексеевна Григорьева та çавăн пек çынсенчен пӗри. 

Анна Алексеевна 1939 çулхи мартăн 3-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Йӳккел ялӗнче çуралнă. Ачалăхӗпе çамрăклăхӗ те çак ялтах иртнӗ. 1944 çулта Анна 1-мӗш класа кайнă. 1948 çулта Йӳккелӗнчи тăватă класлă шкула пӗтерсен 5-мӗш класа Пухтелӗнчи çичӗ çуллăх шкула вӗренме куçнă. 6-мӗш класа вара тăван ял шкулне анлăлатнăран каялла таврăннă.

1953 çулта, çичӗ класс пӗтернӗскер, Анна докуменчӗсене Пăвари медицина училищине кайса панă. Анчах та амăшӗ укçа çуккипе хӗрне унта вӗренме ирӗк паман. 

Тепӗр çул хӗрача Кăнна Кушкинчи шкула 8-мӗш класа вӗренме кайнă. Çăмăл мар пулсан та питӗ лайăх вӗреннӗ Анна. Общежитинче пурăннă. Шкулта иртекен пӗтӗм мероприятие хутшăннă хастарскер. 

10 класс пӗтерсен фермăра малтан учетчица, унтан доярка пулса ӗçленӗ. Çулталăкран Оренбург облаçӗнчи Каргалы станцине тухса кайнă. Пӗр çул станцире тавар пушатнă çӗрте ӗçлесен каллех тăван ялне таврăннă. Хӗлӗпе фермăра ӗçленӗ. Çуркунне çитсен вара Калининград облаçне укçа ӗçлесе илес тесе тухса кайнă. 

1960 çулта тăван яла таврăнсан çамрăк хӗр Василий Федорович Григорьева качча тухнă. Çемьере тăватă ача çуралнă. Шел те, пӗр ывăлӗ пӗчӗклех вилнӗ. 

Анна Алексеевна почтăра 10 çул хушши почтальонка пулса тăрăшнă. 1981 çулта вара ялти библиотекăна ӗçлеме куçнă. Унта 1995 çулта пенсие тухичченех ӗçленӗ. 

Анна аппа тахçанах тивӗçлӗ канура пулсан та халӗ те библиотека ирттерекен конкурссене хастар хутшăнать: сăвăсем вулать, юрăсем юрлать, ялти авалхи йăла-йӗрке пирки çамрăк ăрăва каласа парать. Эпир ун патне хуть хăçан та пулăшу ыйтса пыма пултаратпăр, Анна Алексеевна нихăçан та хирӗçлемест. Вăл пире ӗлӗкхи пурнăç çинчен питӗ интереслӗ каласа парать. Çавăнпа ачасем те ун патне час-час çӳреççӗ. Хăйӗн виçӗ ачи, ултă мăнукӗпе тăватă кӗçӗн мăнукӗ те хисеплӗ ватта пăрахмаççӗ. 

Анна Алексеевнăна эпир Халăхсен хушшинчи ватăсен кунӗпе саламласа малашне те сывлăхпа пурăнма сунатпăр. 

Лилия АРИСОВА,

Йӳккел ялӗн библиотекарӗ.

Теччӗ районӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день пожилых