News by date 1 October 2023
-
Çырăнтару декади пуçланать: октябрӗн 2 – 12-мӗшӗсенче «Сувара» йӳнӗрех хакпа çырăнтараççӗ
Хаклă туссем, юратнă вулакансем! 2024 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас кампани малалла пырать. Сиртен хăшӗ-пӗри, паянхи ӗçе ырана хăварма юратманнисем, «Сувара» çырăнса та ӗлкӗрчӗç пулӗ ӗнтӗ – тавах сире, хисеплӗ тусăмăрсем!
-
Водителе те ăслă çулпа усă курни нумай çăмăллăх кӳрет. Вăл мобильлӗхе, меллӗхе, хăрушсăрлăха ӳстерет
Автомобильпе çул çӳреме юратакансенчен М12 автотрасса тăршшӗпех уçăласса кӗтменни сахал пулӗ. Ун чух Мускава çул самай кӗскелет-çке, 6-7 сехетрех çитме пулать. Халӗ сахалтан та 10–12 сехет кирлӗ. Федераци шайӗнчи М12 автомагистралӗн хăш-пӗр участокӗ уçăлни те çула палăрмаллах кӗскетет. Анчах ку çулпа çӳренӗшӗн тӳлеме тивет, Хусантан Мускава каяс пулсан тӳлев самаях пуçтарăнма пултарать.
-
Паян – Ватăсен кунӗ: Йӳккелӗнче пурăнакан 84-ри Анна аппа халӗ те библиотека ирттерекен конкурссене хастар хутшăнать
Анна аппа тахçанах тивӗçлӗ канура пулсан та халӗ те библиотека ирттерекен конкурссене хастар хутшăнать: сăвăсем вулать, юрăсем юрлать, ялти авалхи йăла-йӗрке пирки çамрăк ăрăва каласа парать. Эпир ун патне хуть хăçан та пулăшу ыйтса пыма пултаратпăр, Анна Алексеевна нихăçан та хирӗçлемест. Вăл пире ӗлӗкхи пурнăç çинчен питӗ интереслӗ каласа парать. Çавăнпа ачасем те ун патне час-час çӳреççӗ. Хăйӗн виçӗ ачи, ултă мăнукӗпе тăватă кӗçӗн мăнукӗ те хисеплӗ ватта пăрахмаççӗ.
-
ОХОТНИКОВСЕНЕ Пӗтӗм тӗнчери ватăсен кунӗ ячӗпе
Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан Лидия Ивановнăпа Владимир Леонтьевич ОХОТНИКОВСЕНЕ Пӗтӗм тӗнчери ватăсен кунӗ ячӗпе саламлатпăр!
-
Тăван ялӗнче Трубина Мархви çуралнăранпа 135 çул çитнине уявларӗç
Трубина Мархвин хайлавӗсене чăваш ачи мӗн пӗчӗкрен вуласа ӳсет тесен те йăнăш мар. «Шӗшкӗ» юмахри йывăçăн хурлăхлă шăпи çамрăк вулакана шухăша ярать, çутçанталăка упрама вӗрентет. Кăшт ӳсерехпе «Хăнаран» калавпа паллашать яш-кӗрӗм. Ӗçкӗ-çикӗ мӗнлерех пысăк инкек патне илсе çитерме пултарни çинчен чуна пырса тивмелле çырнă Марфа Дмитриевна. Унăн «Ача чухнехи» автобиографиллӗ повеçне епле манăн-ха тата?! Çыравçăн кашни хайлавӗ сăнарлă, асра юлать, шухăшлаттарать.
-
Ольга Николаевна ОХОТНИКОВА 45 çул тултарчĕ
Юпа уйăхӗн 1-мӗшӗнче Ольга Николаевна ОХОТНИКОВĂНА 45 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!