Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Водителе те ăслă çулпа усă курни нумай çăмăллăх кӳрет. Вăл мобильлӗхе, меллӗхе, хăрушсăрлăха ӳстерет

Автомобильпе çул çӳреме юратакансенчен М12 автотрасса тăршшӗпех уçăласса кӗтменни сахал пулӗ. Ун чух Мускава çул самай кӗскелет-çке, 6-7 сехетрех çитме пулать. Халӗ сахалтан та 10–12 сехет кирлӗ. Федераци шайӗнчи М12 автомагистралӗн хăш-пӗр участокӗ уçăлни те çула палăрмаллах кӗскетет. Анчах ку çулпа çӳренӗшӗн тӳлеме тивет, Хусантан Мускава каяс пулсан тӳлев самаях пуçтарăнма пултарать.

Тӳлевлӗ çулсем патшалăхшăн, çынсемшӗн мӗн енӗпе аван-ха? Мӗнлерех майсем уçать вăл? Ку ыйтусем IТ-отраслӗн специалисчӗсене те шухăшлаттараççӗ. Тӗрӗссипе, IТ-технологисемсӗр тӳлевлӗ çула хута яма май та çук. Kazan Digital Week форумра шăпах çак ыйтусене сӳтсе яврӗç. «Тӳлевлӗ çулсем: патшалăхшăн, регионшăн, хулашăн, çыншăн пулакан майсем» çавра сӗтел ӗçӗ йӗркеленчӗ. Явапли «Телематика» концерн пулчӗ. 

Экспертсен шучӗпе, тӳлевлӗ çулсене хута яни регионсен экономикине те пырса тивет. Унсăр пуçне вăл транспорт юхăмне йӗркелеме, çул-йӗр хăрушсăрлăхне ӳстерме пулăшать. Çакна пурнăçлама тӳлевлӗ çулсене интеллектуаллă транспорт системипе тивӗçтерни май парать. 

Сăмах май, тӳлевлӗ çулсемпе çыхăннă çавра сӗтел ӗçӗ çулсерен çак форумра иртет. Вăл тахçанах ӗнтӗ отраслӗн яланхи дискусси площадки пулса тăчӗ. Унта Раççейӗн çул-йӗрпе транспорт комплексӗн чи витӗмлӗ представителӗсем хутшăнаççӗ. 

«Телематика» концернăн генеральнăй директорӗ Марсель Нигметзянов çавра сӗтел ӗçне йӗркелесе пычӗ. Вăл палăртнă тăрăх, интеллектуаллă транспорт решенийӗсен отраслӗ Раççейре кăна мар, тӗнчипе те чи çамрăккисенчен пӗри. Енчен те ытти çӗршывсем ку енӗпе 50 çул ытла ӗçлеççӗ пулсан, Раççей каярах пуçăннă пулин те 10 çул хушшинчех питӗ пысăк ӳсӗм тунă. Кӗске вăхăтра тӗнче шайӗнче программа тивӗçтерӗвӗпе технологисем шутласа кăларнă. Хăш-пӗр енӗпе вӗсем ют çӗршывсен аналогӗсенчен те ирттереççӗ. 

«Росавтодор» федераллă çул-йӗр агентствин информаци технологийӗсемпе интеллектуаллă транспорт системин департаменчӗн директорӗ Игорь Антропов çулсерен автомагистральсен шучӗ ӳснине палăртрӗ. 2024 çулта «Автодор» ГК хăй кăна пӗрремӗш категориллӗ тӳлевлӗ çулсене 923 километр чухлӗ хута яма тӗллев лартнă. Ку регионсен çыхăнăвне самай хăвăртлатӗ малашне. 

«Пуск» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗ Кирилл Зуев шучӗпе çул-йӗр строительствипе çыхăннă проектсене бизнес çаврăмне те явăçтармалла. Ку харпăр инвестицисене илӗртме, патшалăхăн майӗсене бизнес опычӗпе пӗрлештерме май парать. 

Унпа ИнфраВЭБ генеральнăй директорӗн пӗрремӗш çумӗ Дмитрий Твардовский те килӗшрӗ. Кун йышши килӗшӳ çул-йӗр ӗçӗсене хăвăртлатнисӗр пуçне бюджет тăкакӗсен дефицитне хуплама та пултарать. 

«АВТОСТРАДА» АО генеральнăй директорӗ Александр Комлев çавра сӗтеле хутшăннисене «Алексеевски – Элмет» тӳлевлӗ çулăн участокне хута янин опычӗпе паллаштарчӗ. «Ку патшалăх пӗлтерӗшӗллӗ проект. Ăна Раççейӗн пӗрлехи транспорт системине йӗркелемешкӗн тунă. Экономика эффективлăхне шута илсе эпир Free-Flow системăна суйласа илтӗмӗр. Вăл шлагбаумсенчен хăтăлма пулăшса çулсене тӳлев пункчӗсен тӗлӗнче тăкăсланса ларасран хăтарать. Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерес тӗллевпе интеллектуаллă транспорт системине хута ярассине те маларахах пăхса хунă. Паянхи куна тивӗçтерекен вӗр-çӗнӗ технологисене хута яни трафика оптимизацилеме пулăшасса шанатпăр», – терӗ Александр Комлев. 

Çавра сӗтел ӗçне «Казань-Телематика» компанин генеральнăй директорӗ Вахтанг Трушин вӗçлерӗ. Ун сăмахӗпе, интеллектуаллă транспорт системи тӳлевлӗ çулсен чӗри пулса тăрать. Вăл çул-йӗрӗн  управлени системине тата  автотранспортăн йывăрăшӗпе калăпăшне виçекен системăна автоматизацилеме, «Свободный поток» системăна йӗркелеме май парать. «Водителе те ăслă çулпа усă курни нумай çăмăллăх кӳрет. Вăл мобильлӗхе, меллӗхе, хăрушсăрлăха ӳстерет», – терӗ Вахтанг Трушин.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев