Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван ялӗнче Трубина Мархви çуралнăранпа 135 çул çитнине уявларӗç

Трубина Мархвин хайлавӗсене чăваш ачи мӗн пӗчӗкрен вуласа ӳсет тесен те йăнăш мар. «Шӗшкӗ» юмахри йывăçăн хурлăхлă шăпи çамрăк вулакана шухăша ярать, çутçанталăка упрама вӗрентет. Кăшт ӳсерехпе «Хăнаран» калавпа паллашать яш-кӗрӗм. Ӗçкӗ-çикӗ мӗнлерех пысăк инкек патне илсе çитерме пултарни çинчен чуна пырса тивмелле çырнă Марфа Дмитриевна. Унăн «Ача чухнехи» автобиографиллӗ повеçне епле манăн-ха тата?! Çыравçăн кашни хайлавӗ сăнарлă, асра юлать, шухăшлаттарать.

Трубина Мархви 1888 çулхи авăн уйăхӗн 2-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) Куснарта çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пӗлӳ илнӗ хыççăн 1903–1909 çулсенче Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗмӗрӗ тăршшӗпех хăй çуралса ӳснӗ тăрăхри ялсенче учительте ӗçленӗ, «Чăваш АССР шкулӗн тава тивӗçлӗ учителӗ», «РСФСР шкулӗн тава тивӗçлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсене, Ленин орденне тивӗçнӗ.

Литература ӗçне Марфа Дмитриевна Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннӗ чухне пуçăннă, чăваш халăх юррисене якатса çырнă, фольклор материалӗ чылай пухнă, шкул ачисемпе пӗрле ал çыру журналӗ кăларса тăнă.

Трубина Мархви – пӗрремӗш чăваш хӗрарăм-çыравçăсенчен пӗри. Кăçал вăл çуралнăранпа 135 çул çитрӗ. Çавна май авăн уйăхӗн 19-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекипе Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗ йӗркеленипе прозаиксемпе поэтсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем писатель-педагогăн тăван ялне çитсе Аслă Куснарти вăтам шкул вӗренекенӗсемпе тӗл пулчӗç. Уява шкул директорӗ Владислав Шмелев уçрӗ. Кунта нумай çул вăй хунă Трубина Мархвине вӗренекенсем манмаççӗ, ун ӗçне асра тытаççӗ. Шкулти музейра та ăна халалланă кӗтес пур. Пысăк портретран пирӗн çине тарăн шухăшлă, çирӗп кăмăллă çыравçă-педагог витӗр курасла тинкерет. Экспонатсем унăн пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе паллаштараççӗ. Кунтах Марфа Дмитриевнăн килӗнче ларнă сӗтел-пукан, кӗнеке шкапӗ упранаççӗ. Сăмах май каласан, шкул хăй те Трубина Мархвин урамӗнче вырнаçнă. Çывăхрах – çыравçă пурăннă йывăç пӳрт. Шел те, тӗрлӗ сăлтава пула вăл хупă тăрать, унта музей йӗркелеме май çук.

Чăваш наци библиотекин «Чăваш кӗнеки» центрӗн ертӳçи Галина Соловьева Трубина Мархвин 1950 çулччен тухнă кăларăмӗсене электронлă вулавăша вырнаçтарнине, вӗсене ирӗклӗнех тупса вулама май пуррине пӗлтерчӗ. Çавăн пекех Аслă Куснар вăтам шкулне кӗнекесем парнелерӗ. «Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗ» обществăлла организацин председателӗ Улькка Эльмен нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче Трубина Мархвине халалланă çавра сӗтел иртни çинчен каласа пачӗ. «Эсир тӗлӗнмелле хитре вырăнта пурăнатăр! Кунтан мӗн чухлӗ пултаруллă çын тухнă. Трубина Мархвин хайлавӗсенче Куславкка тăрăхӗнчи вырăнсем, çынсем сăнарланса юлнă. Мӗн тери паха ку. Тен, хăçан та пулин сирӗн хушăран та паллă çыравçă тухӗ», – терӗ Ольга Геннадьевна вӗренекенсене.

Светлана Асамат чăваш халăх поэчӗ асамат кӗперӗ çичӗ тӗслӗ пулнине асра тытса шкул библиотекине хăйӗн çичӗ кӗнекине парнелерӗ. Кашниех автографпа. Арсений Тарасов прозаик, «Тăван Атăл» журнал редакторӗ: «Çамрăк ăру мӗнле пуласси вӗрентекенрен нумай килет. Александр Артемьев калашле, лайăх писательсем чиркӳллӗ те пасарлă ялсенчен тухаççӗ. Эп çак шухăшпа килӗшетӗп. Трубина Мархви те чиркӳллӗ ялта çуралса ӳснӗ. Харсăр хӗрарăм пулнă пуль вăл тетӗп. Кăткăс тапхăрта çут тӗнчене килме, вӗренме, çӗкленме тивнӗ унăн», – палăртрӗ Арсений Алексеевич.

Чăваш кӗнеке издательствин ача-пăча тата илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова уява пуçтарăннисене Иван Яковлевăн «Сармантей. Сармандей», Зинаида Иванован «Пчелка. Пыл хурчӗ», Галина Анисован «Бабочка и пчела. Лӗпӗшпе вӗлле хурчӗ», «Манăн туссем. Мои друзья», Ольга Австрийскаян «Я – маленькая точка во Вселенной... Пӗчӗкçӗ шевле» хайлав пуххисемпе паллаштарчӗ. «Трубина Мархвин «Шӗшкӗ» юмахне шкул программинчен кăларнă терӗç пулин те арçын ачасемпе хӗрачасем ăна библиотекăран илсе вулама пултараççӗ. Чăваш кӗнеке издательстви ăна 2018 çулта чăвашла тата вырăсла «Шӗшкӗ. Орешина» ятпа пичетлесе кăларчӗ. Çак кăларăмра произведени пӗрремӗш хут вырăсла тухрӗ. Ăна Зоя Романова ятарласа куçарнă. Халӗ унпа вырăс ачисем те паллашаяççӗ», – терӗ Ольга Михайловна.

Николай Максимов прозаикшăн Куславкка тăрăхӗ ют мар, иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсенче район хаçатӗнче вăй хунă вăл. Вун икӗ роман, çирӗм ытла калав-повесть авторӗ пухăннисене хăйӗн пултарулăхӗ çинчен кӗскен каласа пачӗ. «Марфа Дмитриевнăн чылай хайлавӗ хăйӗн профессийӗпе, ял-йыш кăмăл-туйăмӗпе çыхăннă. Çивӗч ыйтусем хускатнăран вӗсем паянхи кун та чуна пырса тивеççӗ», – пӗтӗмлетрӗ Николай Николаевич.

Людмила Сачкова прозаик Трубина Мархви çуралнăранпа 110 çул çитнӗ тӗле радиокăларăм хатӗрлеме Аслă Куснара пӗчченех килнине аса илчӗ, паянхи тӗлпулуччен те çыравçăн калавӗсене тепӗр хут вуласа тухнă. «Марфа Дмитриевна кӗçӗннисем валли те, аслăрах классенче вӗренекенсем валли те хайланă. Ман шутпа, вăл ачасене кăмăл-сипет енчен воспитани парас ыйтусемпе тӗллевлӗ çырнă. Ачасен куçне уçакан произведенисем темелле. Авторăн чӗлхи яка, ăнланмалла. Писатель ăста пулни, çутçанталăка сăнама юратни, пурнăç тупсăмне шырани курăнать. Ача чухнех тем те пӗлме ăнтăлнă вăл. Паллах, ун пек çын çыравçă пулмах çуралнă», – терӗ Людмила Николаевна.

Владимир Мишшан поэт хăйӗн сăввисене вуласа пачӗ. Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ Геронтий Никифоров Чăваш наци конгресӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ библиотека – çемье вулавӗн центрӗ тата «Хыпар» Издательство çурчӗ ирттернӗ «Асăнмалăх, савăнмалăх» викторина çинчен каласа кăтартрӗ, ăна шăпах Трубина Мархвин пурнăçӗпе пултарулăхне халалланă-мӗн. Ăмăртăва тăват çӗр аллă ӗç килнӗ, сакăр вун çиччӗшӗ мала тухнă. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче – Аслă Куснарти вăтам шкулта тимлекен Эльвира Ревизова та.

Уява Куснар шкулӗн вӗренекенӗсен юрри-ташши илемлетрӗ. Ксения Павлова Трубина Мархвин «Пукане» сăввине вуларӗ, Ярослав Федотов – «Пусăра» ятлине. Мария Казакова куракансене «Улми лайăх-и?» юрăпа савăнтарчӗ. Сцена çине ачасен хорӗпе ялти фольклор ушкăнӗ те тухрӗç.

Шупашкартан килнӗ делегаци çавăн пекех Трубина Мархвин вилтăпри çине çитсе килчӗ, çыравçа пуç тайса чечек хучӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: писатели