Педагогсем професси уявне палăртнă кун ачасем урок ирттерчӗç
Октябрь пуçламăшӗнче çӗршыври кашни шкултах Вӗрентекен кунне анлăн палăртаççӗ. Çак кун ачасем юратнă учителӗсене саламлаççӗ, тав тăваççӗ, савăнтарма тăрăшаççӗ. Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗнче аслă классенче вӗренекенсем вара октябрӗн 5-мӗшӗнче учительсен ӗçне те хăйсем пурнăçларӗç.
Хăйтытăмлăх кунӗ
Октябрӗн 5-мӗшӗнче шкулта Хăйтытăмлăх кунӗ иртрӗ. Ачасенчен нумайăшӗн вӗрентекен рольне выляса пăхас килчӗ çак кун. Аслă классенче вӗренекенсем хăйсене учитель пекех туйрӗç. Кӗçӗн классенчи ачасем хăйсене питӗ лайăх енчен кăтартрӗç. 9-мӗш класри Кристина Волкова директор пулчӗ. «Учитель» пулса курнă ачасем вӗрентекен ӗçӗ çăмăл маррине пӗлчӗç, туйрӗç. Юлашкинчен пурте пӗрле зала пухăнса вӗренекенсем учительсене халалласа хатӗрленӗ чаплă концерта курса савăнчӗç, асăнмалăх сăн та ӳкерӗнчӗç.
Яна КРАСНОВА.
Учитель пулас шухăш çуралчӗ
Ку уйăхăн пуçламăшӗнче, тӗрӗсрех каласан октябрӗн 5-мӗшӗнче, Учитель кунне уявларăмăр. Çак кун эпир шкулта Хăйтытăмлăх кунне ирттертӗмӗр. Аслă классенче вӗренекенсем пӗр-пӗрин хушшинче маларах хăш предметпа вӗрентесси пирки калаçса татăлчӗç.Çак уяв вăхăтӗнче шкулта ирӗклӗ тата хăтлă атмосфера хуçаланни мана питӗ килӗшрӗ. Пурте яланхи пек мар, пирӗн умра çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Эпир ытларах хутшăнатпăр, савăнатпăр, ытти вӗренекенсемпе паллашатпăр. Уроксем тӗлӗнмелле режимра иртеççӗ, хăш-пӗр аслă классенче вӗренекенсем конкурссем е пӗлӳ паракан викторинăсем те йӗркелеççӗ. Çакă, паллах, питӗ кăмăллă.Унсăр пуçне кашни çулах пирӗн шкулта вырăнти хăйтытăмлăх уявӗнче шкул директорӗн тивӗçӗсене пурнăçлама аслă классенче ăс пухакансем хушшинче суйлав йӗркелеççӗ. Хăйтытăмлăха хутшăнни ачасене харпăрлăха, яваплăха, пуçарулăха туйма вӗрентет. Вӗренӳ хăйтытăмлăхӗ хăнăхăва йӗркелемелли хăватлă фактор тесе шутлатăп эпӗ. Педагог ӗçне пурнăçласа курнă чылай ачан пуçӗнче учитель пулас шухăш çуралчӗ пуль тесе шухăшлатăп.
Вадим ТОРГАШОВ.
Матвея вӗрентме кăмăллă пулчӗ
Октябрӗн 5-мӗшӗнче, Учитель кунӗ пулнă май, вӗренекенсем учитель вырăнӗнче пулса ачасене вӗрентме пултараççӗ тесе йышăнчӗç. Эпӗ те 1-мӗш класра вӗрентме шут тытрăм.Маларах, октябрӗн 4-мӗшӗнче, эпӗ 1-мӗш класс ертӳçи патне кайрăм, расписанине, урок темисене ыйтрăм. Марина Захаровна йăлтах ăнлантарчӗ, килте те çак темăсене темиçе хут пăхса тухрăм. Тепӗр кунне эпӗ 1-мӗш класс ачи патне кайрăм. Ку класра 1 арçын ача ăс пухать. Эпӗ виçӗ урок вӗрентрӗм. Пирвайхи урок вăхăтӗнче директорпа унăн вӗренӳ енӗпе ӗçлекен çумӗ кӗчӗç, асăрхаттарусем пулмарӗç вӗсенчен. Ача мана итлесшӗн пулчӗ, анчах та çав вăхăтрах шавлама та пултарчӗ. Вăл хăйне вӗренме килӗшни тата тепӗр хут манпа ăс пухасшăн пулни çинчен каларӗ. Мана та Матвея вӗрентме кăмăллă пулчӗ. Паллах ӗнтӗ, эпир çак кун тата хамăр шкулти пур учителе те уяв ячӗпе саламларăмăр.
Анастасия ВОЛКОВА.
(Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекенсем. Вӗрентекенӗ – Алена Николаевна Торгашова).
А.Торгашова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев