Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пенсие кайсан пурнăç пуçланать кăна-ха!

Ватă çынсен пурнăçне пур енлӗ меллӗ тума тăрăшни, вӗсен шăпипе интересленни, тимлӗхпе, кирлӗ пулăшупа тивӗçтерни ăнăçлă, лайăх аталаннă çӗршывăн тӗп кăтартăвӗсенчен пӗри.

Ватă çынсен пурнăçне пур енлӗ меллӗ тума тăрăшни, вӗсен шăпипе интересленни, тимлӗхпе, кирлӗ пулăшупа тивӗçтерни ăнăçлă, лайăх аталаннă çӗршывăн тӗп кăтартăвӗсенчен пӗри. 

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ. Çак кун кашни хăйӗн аслашшӗ-асламăшне, кукашшӗ-кукамăшне, ватăлнă ашшӗ-амăшне уявпа саламлать, çӗршывра вара ялсенчен пуçласа пысăк хуласем таран тӗрлӗ мероприятисемпе акцисем ирттереççӗ. Паллах, ку тимлӗх кулленхи пурнăçра та йӗрсӗр çухалмалла мар. Мӗнлерех программăсем, пуçарусем пур-ха Бальзак çулӗнчисем валли, сăмахран, хамăр республикăра? 

Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра каласа пачӗç. Спикерсен шутӗнче ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова, РФ Пенси фончӗпе социаллă страхованин Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин, Хусан хулин Ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Гузель Сагитова, Хусанти вăрçă ветеранӗсен госпиталӗн тӗп тухтăрӗ, гериатрипе штатра тăман тӗп специалисчӗ Ильдар Фахрутдинов, ветерансен регионти обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков пулчӗç. 

Республикăн демографи лару-тăрăвӗ çӗршыври пекех ватăлас енне сулăнса пырать. Ваттисен шучӗ 935,1 пин çын, ку пӗтӗмӗшле çын шучӗн 23,3 проценчӗ. Ялта вӗсем ытларах — 26,5 процент, хулара — 22,4 процент. 100 çултан иртнисем пурри лайăх кăтарту, вӗсем пурӗ 233-ӗн — 24 арçын та 209 хӗрарăм. 2018 çулпа танлаштарсан нумай пурăнакансен шучӗ 34 процента ӳснӗ. Çакăн пек цифрăсемпе паллаштарчӗ ӗç министрӗ Эльмира Зарипова. 
Тӗрлӗ социаллă пулăшу илес енӗпе пӗрремӗш вырăнта ӗç ветеранӗсем тăраççӗ. Вӗсем 135,5 пин çын. Çул çӳреме, коммуналлă услугăсемшӗн тӳлеме льготăсем парăнаççӗ. Унсăр пуçне шăлпа илтмелли протезсем тӳлевсӗр тутарма пултараççӗ. 

Министр палăртнă тăрăх, ӗç ветеранӗ ята илес тесен специальноçа кура тивӗçлӗ наградăсем, стаж е хăш-пӗр профессири хăйевӗрлӗхе, условисене кура шутланакан стаж (выслуга лет) пуррисене параççӗ. Арçынсен — 25, хӗрарăмсен 20 çулран сахалрах пулмалла мар стаж. Вӗсем хыççăн пенсионерсемпе пенси çулне çитсе пыракансем (140 пин çынна яхăн), пурăнмалли вырăнсен 70 тата аслăрах çулти харпăрçисем (52,1 пин çын) пыраççӗ.

Эльмира Зарипова сăмахӗпе, аслă çултисене социаллă пулăшупа тивӗçтерессипе ятарлă реестра 103 учреждени кӗнӗ, çав шутра 20-шӗ патшалăхăн маррисем. 31,6 пин çынна тӗрлӗ социаллă услугăпа тивӗçтереççӗ, 16,6 пинне килте, тепӗр 15 пинне стационарта. 

2019 çултанпа инвалидсемпе аслă çултисене пулăшас тӗллевпе республикăра «Аслă ăру» регион проекчӗ хӳттинче ятарлă пулăшу системи пурнăçланса пырать. Кăçал проекта 74 медицина организацийӗпе социаллă обслуживанин 82 учрежденийӗ хутшăннă. Çак вăхăт тӗлне 5 900 ватă çынна вӗсем тăтăш пăхса тăраççӗ. 

Ялта пурăнакан 65 çултан аслăраххисене медицина организацине çитме пулăшаççӗ. Çак пулăшупа сентябрь тӗлне 42,7 пин çын усă курнă. 
Эльмира Зарипова сăмахӗпе, нумайăшӗ пенсие тухсан çамрăкла ӗмӗтленнӗ, анчах вӗренме хăю çитермен е май пулманнипе илеймен профессие вӗренеççӗ. Ку вӗсемшӗн иккӗмӗш сывлăш çаврăмӗ пекех. Нумайăшӗ тин пурăнма пуçларăм-ха тесе те калаççӗ. Кăçал ӗçлӗх центрӗсене 1 232 çын килнӗ, вӗсенчен 789-шне ӗçе вырнаçтарнă. Тепӗр 312-шӗ çӗнӗ специальноçа вӗренме кăмăл тунă. Пенси çулне çитсе пыракансем валли 78 ӗç вырăнӗ хатӗрленӗ. Вӗсен енӗпе 2021 çултанпа «Содействие занятости» программа ӗçлет. Пӗлтӗр ун хӳттинче 8276 çын (çав шутран 2357-шӗ 50 çултисем) çӗнӗ пӗлӳ илнӗ. Кăçал 1419 çынна вӗрентсе кăларнă. 312 вӗрентӳ программинчен ытларах бухгалтерипе, педагогикăпа, кадрсемпе çыхăннă специальноçсене суйлаççӗ. 
Министр палăртнă тăрăх, ваттисен декадинче кашни хулапа районта вӗсен проблемисене татса парассипе хӗрӳ телефон линийӗсем ӗçлӗç, юридици пулăшăвӗпе тӳлевсӗр тивӗçтерӗç, ӗç енӗпе тӗрлӗ ярмарккăсем пулӗç, пӗрле нумай çул пурăнакансене чыслӗç. Инçетри ялсене тухтăрсен мобильлӗ бригадисене яма палăртнă. Музейсемпе заповедниксене те ваттисене тӳлевсӗр кӗртме йышăннă. 

Эдуард Вафин пӗлтернӗ тăрăх, ку вăхăтра Раççейӗн Социаллă фончӗн регионти уйрăмӗ 1,1 миллион пенсионерпа ӗçлет. Сакăр уйăхра пенсипе социаллă пособисем тата тӗрлӗ тӳлевсем çине 246 миллиард тенкӗ тăкакланă. «2025 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш ушкăнри инвалидсемпе 80 çулран аслăраххисен пенсийӗ 1200 тенке ӳсмелле. Ун пеккисем 100 пин çын ытла. Тӳлев заявкăсăрах парăнать тата вăл çуллен индексациленсе пырӗ. Пенсионерсен хăйсен ниçта та çӳремелле мар», — терӗ Эдуард Вафин. 

Гузель Сагитова пӗлтернӗ тăрăх, декада вăхăтӗнче аслă çултисен культура, спорт мероприятийсене хутшăнма, экскурсисемпе концертсене кайса курма пултараççӗ. Хусанта кашни районта творчествăлла пултарулăх ушкăнӗсен, искусство ӗçченӗсен концерчӗсем пулаççӗ. «Московский» культура центрӗнче октябрӗн 1-мӗшӗнче хитре уяв иртрӗ. Октябрӗн 3, 4-мӗшӗсенче «Чулпан» культура центрӗпе Ленин ячӗллӗ культурăпа кану комплексӗнче мероприятисем иртрӗç. Тивӗçлӗ канурисен Свияжск утрав-хулапа Пăлхар музей-заповеднике, Елабуга, туризм енӗпе лайăх аталаннă ытти хуласене кайса курма май пур. Экскурсие АНО «Добрая Казань» йӗркеленӗ. Кайма кăмăл пулсан +7(843) 558-74-18 телефон номерӗпе шăнкăравласа экскурсие çырăнма, ыйту пама пулать. 
Медицина ӗçченӗсем те ваттисен сывлăхне тимлесех тăраççӗ. Тухтăрсем больницана çӳрейменнисем патне хăйсем кайса килме йышăннă. Сиплевпе профилактика учрежденийӗсенче вара тӗрлӗ ыйтупа уçă алăк кунӗсем иртӗç. Каяс пулсан хăвпа пӗрле пенси удостоверенийӗ е РФ Социаллă фончӗн пичет лартнă справки пулмалла. 
Ильдар Фахрутдинов гериатри пирки каласа пачӗ. Гериатри геронтологи наукин пайӗ пулса ватăлас процессене тӗпчет. Ун тӗллевӗ, ватăлса пырсан та пурнăçри активлăха ӳстересси, ӗмӗре вăрăмлатасси. 
«Пирӗн тӗллев — ватă çынсен сывлăхне упрасси. Çул ӳсӗмне кура та çыннăн хăйне лайăх туймалла. Çавăншăн ӗçлетпӗр эпир. Ун валли тӗрӗс те вăхăтлă диагностика тумалла, сиплев процедурисене иртмелле. Аслă çултисене медицинăпа социаллă пулăшу парсах тăмалла. Чире пуçланнă тапхăрта тупса палăртни пурнăç пахалăхне самай ӳстерме пулăшать», — терӗ ветерансен госпиталӗн тӗп тухтăрӗ. 
Гериатрипе консультаци иртни, скрининг туни сывлăх лару-тăрăвне туллин уçса парать, мӗнле те пулин чир пуçланма пултарасси таранах. Кăçал республикăри гериатри служби 5686 çынна госпитализацилеме палăртса хунă. Ку вăхăта 4264шне кирлӗ сиплев панă. 
Хабир Иштиряков хăй ертсе пыракан организаци ӗçӗпе паллаштарчӗ. Ветерансен организацийӗ 3 хаçат кăларса тăнине уйрăмах мăнаçланса пӗлтерчӗ. Волонтерсен организацийӗсемпе те туслă вӗсем. СВО пуçланнăранпа çар çыннисене активлă пулăшма тăрăшаççӗ. Пенсирисем Культура центрӗсенче е урăх çӗрте ӗçлекен волонтерсемпе пӗрле маскировка сеткисем, çыхаççӗ, ятарлă тумтир çӗлеççӗ, окоп çуртисем тăваççӗ. Курск облаçӗнче шар курнă çынсене пулăшас тӗллевпе ветерансем укçа пуçтарма ятарлă шут уçнă. «Малтанхи тăватă кунрах 1 миллион тенкӗ ытла пухăнчӗ. Пӗтӗмпе вара 4 миллион тенкӗ ытла. Унсăр пуçне 60 тонна гуманитари пулăшăвне леçнӗ», — терӗ Хабир Иштиряков. 
Ватăлни вăл пурнăç пӗтнине пӗлтермест. Халӗ тӗрлӗ активлăх пур. ачасем ӳстернӗ, çӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗçленӗ хушăра хăв пирки шутлама та çук пулсан, пенсие тухсан юратнă ӗç е йăпану валли те вăхăт тупма пулать. Сывлăх çеç пултăр. 
Ирина ГОРДЕЕВА.

Светлана Колесникова сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Декада пожилых