г. Казань
Аслă ӳсӗмри çынсене финанс пӗлӳлӗхӗн регионсен хушшинчи «Серебряная лига» турнира хутшăнма йыхравлаççӗ. Кăçал та вӗсен финанс пӗлӗвне тӗрӗслеме, пултарулăх ăсталăхне кăтартма май пур.
Октябрӗн 1-мӗшӗнче ваттисен декади пуçланать. Çак кунсенче аслă ăрурисем тӳлевсӗр концертсене, музейсене, мунчана кайма пултараççӗ. Тата вӗсем валли ятарласа ял хуçалăх ярмарккисем пулаççӗ. Чи ваттисем вара ТР Раисӗ ятӗнчен парнесем илӗç.
Аксу районӗнчи «Нежность» комплекслă социаллă тивӗçтерӳ центрӗн инклюзи кухнинче чăн-чăн кулинари экспедицийӗнче пултăмăр! Районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçипе Роза Николаевна Чентаевăпа пӗрле чăваш кухнин тӗнчинче пулса йăвачă пӗçерме вӗрентӗмӗр.
Ватă çынсен пурнăçне пур енлӗ меллӗ тума тăрăшни, вӗсен шăпипе интересленни, тимлӗхпе, кирлӗ пулăшупа тивӗçтерни ăнăçлă, лайăх аталаннă çӗршывăн тӗп кăтартăвӗсенчен пӗри.
0