100 çултан каçнисем республикăра паянхи кун 335-ӗн.

Чи аслисем: Мухтарама Хаертдиновна Хаертдинова (Ютаза), Клавдия Михайловна Пустобаева (Елабуга) тата Александр Павлович Липатов (Пӗтреç), виççӗшӗ те 107 çулта (1919 çулхисем). Сентябрӗн 20-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнакан Валентина Алексеевна Ярзуткина та (сăнӳкерчӗкре) ӗмӗр урлă каçрӗ. Чăваш хӗрарăмӗ хăй 100 çул тултарнă кун суйлав участокне килсе РФ Патшалăх Думине депутатсемшӗн сасăласа тӗлӗнтерчӗ.
Пенси çулне ӳстернӗренпе аслă çулти граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, социаллă пулăшу парасси çине тимлӗх нумай уйăраççӗ çӗршывра. Çак тӗлӗшпе пирӗн республикăра та темиçе проект ӗçлет. Кун çинчен ытларикун ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра каласа пачӗç. ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова сăмахӗсемпе, Тутарстанра та ытти регионсенчи пекех аслă çулти граждансен шучӗ ӳсет. Ӗçлеме пултаракан 59-тан иртнӗ хӗрарăмсемпе 64-ран иртнӗ арçынсем 23 процент. Вăрăм ӗмӗрлисем те сахаллăнах теме çук, 100 çултан каçнисем паянхи кун Тутарстанра 41 арçынпа 294 хӗрарăм.

«Ӗç ветеранӗ» ята илес тесен
1. Ӗç стажӗ хӗрарăмсен – 20; арçынсен – 25 çул пулмалла е пӗр вырăнта нумай çул тăрăшса ӗçлемелле;
2. Ӗçре палăрса çӗршыв шайӗнчи ведомство наградисене тивӗçмелле: (вӗрентӳре – «РФ Аслă пӗлӳпе наука министерствин ветеранӗ» е «Çутӗç отличникӗ» ятне; сывлăх сыхлавӗнче – РФ Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хутне; социаллă хӳтлӗхре – РФ Ӗç министерствин Хисеп хутне; финанс сферинче – «Финанс ӗçӗн отличникӗ» ята; ял хуçалăхӗнче – РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тата ытти те).
Эльмира Зарипова кăçалтан РФ Президенчӗн педагогсен ӗç сумне ӳстерес тӗллевпе пăхăннă хушма пулăшусем çинчен Указӗпе 25 çултан кая мар стажӗ пур педагогика ӗçченӗсене патшалăх наградисемсӗрех «Ӗç ветеранӗ» ята пама ирӗк пуррине каларӗ.

Ӗç ветеранӗсене пăхăннă пулăшу
Ветеранăн тупăшӗ 23 пин тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан
• Уйăхсерен пӗр хутчен парăнакан укçа (халăхра ытларах вăл çул укçи пек паллă) – 656 тенкӗ;
• ÇКХ, стационарлă телефонпа антеннăшăн тӳлевшӗн, шыв-шур, хулаçум чугун çул транспорчӗсемпе çӳреме 50 процент субсиди;
• тӳлевсӗр шăл тата илтмелли протез.
Тупăшӗ 20 пин тенкӗрен пӗчӗк, льготник мар пенсионерсене парăнакан пулăшу
• Уйăхсерен пӗр хутчен парăнакан укçа – 656 тенкӗ;
• Тупăша кура санатори путевкишӗн тӳлев 5 – 25 процент.
Тӗпрен юсав валли парăнакан компенсаци
• Пӗччен е ӗçлеймен пенсионерсемпе инвалидсем кăна пурăнакан 70 çул тултарнă пенсионерсене çурт-йӗре тӗпрен юсама – 50, 80 çултисене 100 проценчӗпех компенсаци парăнать.

Социаллă тивӗçтерӳ
Ваттисен ыйтăвӗсемпе республикăра 108 учреждени ӗçлет. 16 пин çын социаллă пулăшăва килтех илет. Тепӗр 16 пинӗшӗ вара ваттисен е инвалидсен çурчӗсенче, реабилитаци центрӗсенче. Ватлăха тата сывлăха пула хăйсем тӗллӗн пурăнайман 6093 çынна социаллă ӗçчен пăхать. Кун пек 5745 ватă патне вăл килне килсе çӳрет, тепӗр 348-шӗ патне – интерната. Çак категорири граждансем патне уйăхра пӗрре тухтăр килсе сывлăхне тӗрӗслесе сиплев парать, фельдшер эрнере пӗрре, социаллă ӗçчен вара куллен килсе çӳрет. Ватăсене медицина пулăшăвӗ килте панипе поликлиникăсен нагрузки 30 процента чакнине палăртрӗ Эльмира Зарипова.
Тем тесен те ватлăхра çынна интернатра мар, çемьере лайăхрах. Çакна тӗпе хурса тепӗр «Ват çын валли усрав çемье» проект пурнăçланать. Тутарстанра 22 çынна çемьене илнӗ. Тӗпрен илсен, вӗсем ялта пурăнакансем, ытларах кӳршисем хăйсен хӳттине илеççӗ.
I ушкăн инвалидне пăхнăшăн кун пек çемьесене уйăхне – 10, II ушкăнрине – 8, III ушкăнри инвалида пăхнăшăн пурӗ те 6 пиншер тенкӗ кăна тӳлеççӗ. «Ватă çынна пăхма нумай чухне çывăх çынна та йывăр, кунта вара ют çынсем хăйсен ăшшине параççӗ. Кун пек çын пулас тесен çав тери ырă кăмăллă пулмалла», – проекта хутшăнакан республика çыннисене тав турӗ министр.
Ватлăха е йывăр чире пула вырăнпа выртакансене пăхасси нумай чухне тăвансемшӗн тӗрӗслев. Кунта вӗт чăтăмлăх кăна мар, пăхма пӗлни те кирлӗ. Кун пек çынсем валли республикăра «Пăхакансен шкулӗ» проект ӗçлет. 2019 çултанпа унта 17 пин ытла çын кирлӗ хăнăхусем илнӗ. Çакăн пек пулăшу кирлӗ-тӗк, вырăнти социаллă хӳтлӗх уйрăмне каймалла.

Ял çыннисен диспансеризацийӗ
65 çултан иртнӗ ял çыннисене медицина тӗрӗслевӗ иртме район центрне илсе каяссине йӗркеленӗ. Çак тӗлӗшпе яллă вырăнсене ятарласа мобильлӗ поликлиникăсем тухса çӳреççӗ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 35 пин ват çыннăн сывлăхне тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 24 пинне диспансеризаци кăларнă. ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Елена Демьянова каланă тăрăх, кăçал çулталăк пуçланнăранпа 600 çынра усал шыçă чирне тупнă.
Куратпăр ӗнтӗ, республикăра аслă çултисене тимлӗх сахал мар уйăраççӗ. Пӗр çын та пулăшусăр юлмалла мар. Çавăнпа юнашар пăхаканӗсемсӗр юлнă е тăванӗсемпе çывăх çыннисем кирлӗ пек пăхман ватăсем пуррине курсан вырăнти социаллă тивӗçтерӳ центрӗсене пӗлтерме ыйтрӗ Эльмира Зарипова.
Активлă ӳсӗм
Пирӗн ватăсене спорт е культура пурнăçне хутшăнччăр тесе хистемелле мар халӗ, вӗсене ӗлкӗрсе пыма тăрăшмалла. «Пенсионерсен союзӗ» Пӗтӗм Раççей обществăлла организацийӗ ӗçлеме тытăннăранпа 20 çул кăçал. Паянхи пенсионер телевизор умӗнче ларакан ватă мар, активлă. Спорт, культура пурнăçне хастар хутшăнать. Интернетпа та лайăх усă курма пӗлет.
Кӗмӗл ӳсӗмрисем валли «Университет третьего возраста», «Активное долголетие», «Алтын Еллар. Золотые годы» тата ытти проектсем ӗçлеççӗ. Район-хуласенче 2230 тӗрлӗ заняти, кружок йӗркеленӗ. «Балкыш» фестивале кăна илер. 2012 çултанпа 160 пин çын хутшăнма ӗлкӗрнӗ унта. 2025 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, республикăн аслă çултисен гражданӗсенчен 45 проценчӗ спортпа туслă. Вӗсем валли 12 пин спорт объектӗнче çăмăллăхсем пур.
РФ Пенси фончӗн тата социаллă страхованин Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Эдуард Вафин пенси тӳлевӗсемпе çыхăннă ыйтусем Пенси фончӗ автоматика мелӗпе пулса пынине, граждансене кун пек ыйтусемпе вăл хăй те, пенси фончӗн ӗçченӗсем те граждансене шăнкăравламаннине тепӗр хут аса илтерсе телефонпа шăнкăравлакан кашни çынна шанмалла маррине каларӗ. Пенси тӳлевӗпе çыхăннă ыйтусем пулсан Пенси фончӗн вырăнти уйрăмсене килсе уçăмлатма сӗнчӗ.
Ваттисен декадипе çыхăннă мероприятисем кăçал та нумай. Тӗпрен илсен вӗсем тӳлевсӗр консультацисемпе çыхăннă.
Р.Замалтдинова, «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев