Раççей Геройӗсем Чăваш Енре шкул ачисем валли Паттăрлăх урокӗ ирттернӗ
Тӗп хыпар

Раççей Геройӗсем Чăваш Енре шкул ачисем валли Паттăрлăх урокӗ ирттернӗ

Раççей Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Федорович Гаврилов хăй пекех Герой тусӗсемпе пӗрле Чăваш Енри Янкăлч ялӗнчи шкулне килнӗ. Çитӗнекен ăрăва хуть хăш вăхăтра та аслисен тӗслӗхӗ хавхалантарнă. Ачасем аслă юлташӗсем çине пăхса вӗсем пек пулма ӗмӗтленеççӗ. Тӗслӗхрен, А. Николаев уçлăха вӗçсен мӗн чухлӗ чăваш ачи космонавт пулма ӗмӗтленнӗ пулӗ. Тӗллеве пурнăçлас тесен вара лайăх вӗренмелле, спортпа туслă пулмалла, хăвна пур енлӗ аталантарма ӳркенмелле мар. Тата хăйсемшӗн тӗслӗх пулса тăракан çынпа тӗл пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Паянхи паттăрсенчен  пӗри – Раççей Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Федорович Гаврилов. Раççейри чăвашсен Федераллă наципе культура автономине çакăн пек çын ертсе пыни  мăнаçлăх туйăмӗ çуратать. Çитӗнекен ăрăва патриотла воспитани парассине Николай Федорович пысăк тимлӗх уйăрать.

Встреча с Героями России – Русланом Нальгиевым, Алексеем Романовым, Николаем Гавриловым, Владимиром Алимовым.

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Николай Гаврилов тусӗсемпе пӗрле Чăваш Енри Янкăлч ялӗнчи шкулта вӗренекенсемпе тӗл пулчӗ. Çак кунах вӗсем Шупашкарти шкулта та пулнă. Кун пирки вăл хăйпе телефонпа çыхăнсан пӗлтерчӗ. Калас пулать, пӗлтӗр тăван ялӗнчи шкула унăн ятне панă. Шупашкарта та Раççей Геройӗ Н.Ф.Гаврилов ячӗпе хисепленекен шкул пур. Май пулсанах вăл унта çитсе килме тăрăшать.

Хальхинче Раççейӗн тăватă Геройӗ килсе çитнӗ шкул ачисемпе тӗлпулăва. Кунта вӗсем Раççейри халăхсен туслăхӗн çулталăкне халалласа Паттăрлăх урокӗ ирттернӗ.

Историе кӗнекерен вуласа пӗлни вăл пӗр япала, хăй куçӗпе курнă çынран пӗлесси пач урăх япала

Раççей Геройӗсен шутӗнче патшалăх ӗçченӗ, полковник, Афган вăрçин ветеранӗ Алексей Викторович Романов (Кавказри чылай хӗрӳ çапăçусене хутшӑннӑ. 2001-2011 çулсенче ФСБ Ятарлӑ тӗллевлӗ центрӗн (ЦСН) «Вымпел» ятарлӑ подразделени  командирӗн пӗрремӗш çумӗ пулнă. Орденсемпе медальсемпе наградăланнă. Халӗ Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Общество проекчӗсен управленийӗн референчӗ) пулнă.

Герой России Алексей Романов

  Раççей ШӖМӖн милици капитанӗ Руслан Муратович Нальгиевпа (Раççей ШӖМ милици капитанӗ званипе Руслан Нальгиев Ингушетире аслӑ оперуполномоченнӑй вырӑнӗнче çамрӑксен хушшинче экстремизма сарăлма хирӗç тăрассипе тата экстремистла организацисемпе кӗрешессипе ӗçленӗ),

Герой России Руслан Нальгиев

Совет тата Раççей летчикӗ, полковник, Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ çар летчикӗ, летчик-снайпер, тӑватӑ çар орденӗн кавалерӗ Владимир Ришадович Алимов (Чернобыльти АЭСри аварие  ликвидацилессине, Югославипе Анголӑри çапӑçусене хутшӑннӑ. Вяземскри вертолет полкӗн йышӗнче Чечняра тата Çурçӗр Кавказри ытти регионсенчи çапӑçусене хутшӑннӑ) килнӗ.

Герой России Владимир Алимов

Тата паллах, генерал-лейтенант Николай Федорович Гаврилов – Совет тата Раççей авиаторӗ, Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ çар летчикӗ, летчик-снайпер, пӗрремӗш класлӑ летчик-испытатель, РФ Хӑрушсӑрлӑх службин авиаци управленийӗн пуçлӑхӗн должноçӗнчен запаса тухнă. Вăл 3000 ытла çапăçу вӗçевӗ тунӑ. Çав шутра РФ Президенчӗпе Владимир Владимирович Путинпа пӗрле вертолетпа хӗрӳ точкӑсене 14 хутчен вӗçнӗ. Унӑн çар орденӗсемпе медалӗсем тата ытти патшалӑх наградисем пур. Хисеплӗ полярник та вăл. Кăнтăр полюс варрине унсăр пуçне вертолет никам та лартман. Афганистанри, Çурçӗр Кавказри тата ытти хӗрӳ точкӑсенчи çапӑçусене хутшӑннӑ.

Герой России Николай Гаврилов

Ачасем парăмра юлман: концерт лартнă, экскурси ирттернӗ 

Хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа ăшшăн кӗтсе илнӗ чăваш шкулӗнче. Экскурси йркелесе шкул пурнăçӗпе, музейпе  туллин паллаштарнă. Николай Гавриловăн Афганистанри легендарлă çапăçу вӗçевне халалласа (çакăн хыççăн ăна РФ Геройӗ ятне панă) ту хысакӗсемлӗ макет ăсталанă, ун çийӗн вара летчик-испытателӗн МИ-8 вертолетне вырнаçтарнă. Николай Федорович тӳрех палласа илнӗ пӗчӗклетнӗ макетра çав вырăна. Унта мӗн-мӗн пулса иртнине каласа панă. Экскурси вӗçленсен кадет класӗнче вӗренекенсем пысăк мар концерт лартнă. Курма килнисем Геройсенчен автографсем илме те манман.

Встреча с Героями России – Русланом Нальгиевым, Алексеем Романовым, Николаем Гавриловым, Владимиром Алимовым.

«Çав тери кăмăллă иртрӗç тӗлпулусем. Хам та, туссем те питӗ кăмăллă юлтăмăр. Шкулсенче тирпейлӗ, таса. Ачасемпе калçусем интереслӗ пулчӗç. «Герой мӗнле пулмалла?», «Хăрушă марччӗ-и сире?» – ыйтаççӗ вӗсем», – каласа пачӗ Николай Федорович телефонпа çыхăнсан.  

Герой России Николай Гаврилов рассазывает о боевом вылете.

Хӑнасем ачасене хӑйсен паттӑрла ӗçӗсем çинчен каласа панисӗр пуçне пысӑк звани хуть хăçан та пысăк яваплăх пулнине те ăнлантарма тăрăшнă. Теветкеллӗ самантра тӗрӗс суйлав тунин хакӗ çинчен сăмахран. Сан йышăнăвунтан харпăр пурнăç çеç мар юлташусен те килет-çке. Çакăн пек самантсенче чи кирли – ăс-тăнпа лăпкă та сивӗ пулни, тивӗçлӗх çинчен астуни. Николай Гаврилов пӗрлӗх вăйӗ çинчен чӗнсе каласа çапла палăртнă:

«Манпа пӗрле пирӗн республикӑна манӑн туссем, Раççей Федерацийӗн Геройӗсем килчӗç. Вӗсем пурте тӗрлӗ наци çыннисем: ингуш, пушкӑрт, тутар, вырӑс, тата эпӗ – чӑваш. Çапла майпа эпир сире пирӗн хушăра, Геройсем хушшинче, наци енӗпе хирӗçтăрусем çуккине, туслӑхшăн тата хамӑрӑн тивӗçсене пурнӑçлама нимӗнле чӑрмав та çуккине кӑтартасшӑн», – тенӗ Николай Федорович.

Встреча с Героями России – Русланом Нальгиевым, Алексеем Романовым, Николаем Гавриловым, Владимиром Алимовым.

Паттӑрлӑх çинчен каласа вара ку вăл çапӑçу хирӗнче паттӑрла ӗçсем туни кӑна пулманнине палăртнă.  Ку вӑл кулленхи ӗç, тӳрӗ кӑмӑллӑх, вӑйсӑр çынна пулӑшма хатӗр пулни тата панă сăмаха тытма пӗлнипе хăв ӗçӳсемшӗн яваплӑ пулни.

 

Надежда Шестакова, Станислав Трофимов, Янкăлчри РФ Геройӗ Н.Ф. Гаврилов ячӗллӗ вăтам шкул архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.


Герои России

Нет комментариев