Паян Ваттисен кунне паллӑ тӑватпăр
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Ваттисен кунне паллӑ тӑватпăр

Пӗтӗм тӗнчери Ваттисен кунне ООН Генеральнӑй Ассамблейи 1990 çулта паллă тума йышăннă, унтанпа ăна çулсерен октябрӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑваççӗ.

Ватӑсене пулӑшасси — республикӑри социаллӑ политикӑн тӗп çул-йӗрӗсенчен пӗри. Регионта вӗсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшаççӗ: социаллӑ тӳлевсемпе пенси çумне хушса тӳлеççӗ,  килте тата стационарлӑ учрежденисенче социаллӑ пулӑшу параççӗ. Республикӑра халӑха социаллӑ пулӑшу паракан вун-вун центр ӗçлет, унта ватӑсем медицина, психологи, юридици пулӑшӑвӗ илме, çавӑн пекех интерессемпе пултарулӑх коллективӗсен клубӗсене хутшӑнма пултараççӗ.

Пӗччен пурӑнакан ватӑсемпе ветерансене уйрӑм тимлӗх уйӑраççӗ. Социаллӑ ӗçченсем вӗсем патне тӑтӑшах килсе çӳреççӗ, йӑлари ыйтусемпе пулӑшаççӗ, кану йӗркелеççӗ.

Ваттисен кунӗнче республикăн кашни районӗнче  уяв концерчӗсем, тематика тӗлпулӑвӗсем, куравсемпе чей ӗçнисем иртеççӗ. Хусанта тата Тутарстан районӗсенче волонтерсем хутшӑннипе акцисем йӗркелеççӗ: çамрӑксем ватӑсене саламлаççӗ, хуçалӑхра пулӑшаççӗ, парнесем параççӗ.

Культура çурчӗсемпе библиотекӑсенче асаилӳ каçӗсем, ватӑсен пултарулӑхӗн куравӗсем, тӗрлӗ ӑрури артистсем хутшӑннипе концертсем иртеççӗ. Яланхи пекех çак кун вӑрӑм ӗмӗрлӗ çынсене, ӗçпе вӑрçӑ ветеранӗсене, ветерансен организацийӗсен хастарӗсене чыслаççӗ.

Республика, хуласемпе районсен ертӳçисем яланхи пекех аслӑ ӑрӑва тав сӑмахӗсем калаççӗ.

«Халӑхсен хушшинчи Ваттисен кунӗнче хамӑрӑн аслӑ ӑрӑрисене чыслатпӑр. Вӗсен ӑс-халӗ, ырӑ кӑмӑлӗ, пурнӑç вӑйӗ пире кашни кун хавхалантарать. Тӑвансем патне шӑнкӑравлама, халсемпе, сывлӑхпа кӑсӑкланма ан манӑр», — çырнă паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн социаллă сетьри страницисенче.

Хисеплӗ аслă ăрурисем, сире Ваттисен кунӗ ячӗпе саламлатпӑр. Ачасемпе мӑнукăрсен хисепне туйса, сар хӗвел ӑшшипе киленсе пурӑнма çирӗп сывлӑх, ӑнӑçу, телей, канлӗ ватлӑх сунатпӑр. Ан чирлӗр, пурнӑçӑн кашни кунӗпе савӑнса пурӑнмалла пултӑр, Турӑ панӑ кун-çулăр вӑрӑм пултӑр.


день пожилых Старшее поколение

Нет комментариев