Ывăлне мотицикл илсе панăшăн айăпланă
Çӗнӗ хыпарсем

Ывăлне мотицикл илсе панăшăн айăпланă

Нурлатра пурăнакан 41 çулти хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор йышӑннӑ. Вăл хăйӗн çул çитмен ачине мотоцикл туянса панă, ача пурнӑçӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнă.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 çулта хӗрарӑм ывӑлне мотоцикл илсе панă. Вăл каччăн руль умне ларма ирӗк çуккине шута илмен. 2025 çулхи июль уйӑхӗнче çамрӑк мотоциклист аварие лекнӗ, унта вăл аманнă. Хӗрарӑма Раççей Уголовнăй Кодексӗн 151.2 статйин 1-мӗш пайӗпе  –  çул çитмен ачана, унăн пурнӑçӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан транспорт илсе панăшăн, закона хирӗçле ӗçсем тума явӑçтарнӑшӑн – айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Çакăншăн унăн штраф тӳлемелле.

Раççейре çул çитмен ачасем мотоциклпа, мопедпа е  скутерпа пынă чухне лекнӗ аварисен шучӗ ӳссе пырать. Сӑлтавӗ ытларах чухне пӗрре: ашшӗ-амӑшӗ ачисене техника туянса параççӗ, лешсен прависем те, опычӗ те çукки пирки шухӑшламаççӗ. Транспорт хатӗрне водитель удостоверенийӗ çук çынна пани йӗркене пӑсни шутланать. Ача пирки сӑмах пырать пулсан вара административлӑ яваплӑх çумне тата уголовлӑ яваплӑх хушӑнать.

Çул çитменнисемпе ӗçлекен педагогсемпе инспекторсем пӗр шухӑшлӑ: мотоцикл е скутер — тетте мар. Шлем тата хӳтӗлев экипировки пулсан та хатӗрленмен çамрӑк çул-йӗр лару-тӑрӑвне çителӗклӗ хаклама пултараймасть. Ачана техникӑпа паллаштарас текен ашшӗ-амӑшне специалистсем мотокружоксемпе секцисенчен пуçлама сӗнеççӗ, унта занятисем инструкторсем пӑхса тӑнипе тата хупӑ площадкӑсенче иртеççӗ.


подростки #БезопасностьНаДорогах

Нет комментариев