Паян С. Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Патшалăх Канашӗн 23-мӗш анлă ларăвӗ пулчӗ. Кун повесткинче пӗртен-пӗр ыйту – ТР Раисӗ Патшалăх Канашӗ умне çулленхи Чӗнӳпе тухни.
Паян С. Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Патшалăх Канашӗн 23-мӗш анлă ларăвӗ пулчӗ. Кун повесткинче пӗртен-пӗр ыйту – ТР Раисӗ Патшалăх Канашӗ умне çулленхи Чӗнӳпе тухни. Асăннă мероприяти республикăн чи пӗлтерӗшлӗ политика пулăмӗсен шутӗнче. Палăртнă вăхăтран кăшт маларах чӗннӗ хăнасем, политика элити темелле пуль, Пысăк концерт залӗ умне пуçтарăнма тытăнчӗç. Хăш-пӗри, мӗнле калас, хăйне кăтартма тата ыттисене курма килет.
.jpg)
Концерт залӗн фойине кӗриччен «Ман атте – Герой» ача-пăчасен ӳкерчӗкӗсен куравӗпе паллашма пулчӗ. Ачасем унта хăйсен ашшӗсен портречӗсене ӳкернӗ. Унпа ятарлă çар операцине хутшăннисен ачисем хăйсем паллаштарчӗç. Рустам Минниханов куравпа кăсăклансах паллашрӗ.
.jpg)
Чӗннӗ хăнасен шутӗнче – ТР Патшалăх Канашçи, РФ Ӗç Геройӗ Минтимер Шаймиев, ТР Патшалăх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, Раççей Федерацийӗн сенаторӗсем, РФ Патшалăх Думин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствосемпе ведомствосен ертӳçисем, РФ Геройӗсем, ятарлă çар операцине хутшăннисем, муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсем, предприятисемпе организацисен, обществăлла организацисен лидерӗсем, ют çӗршывсен представительствисен ертӳçисем тата ыттисем.
Чӗнӳри тӗп шухăшсем
Чӗнӳ Тутарстан пурнăçӗн тӗп сферисемпе çыхăннă. Рустам Минниханов републикăн социаллă экономика лару-тăрăвӗпе туллин паллаштарса Тутарстан аталанăвӗн малашнехи стратегине палăртрӗ.
Ларăва ТР Патшалăх Канашӗн Председатель тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов йӗркелесе пычӗ.
.jpg)
Тутарстан лидерӗн Чӗнӗвне пӗтӗмлетсен унăн тӗп теми халăх пӗрлӗхӗпе, Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене тӗрев парассипе, республикăн социаллă экономикине çирӗппӗн аталанма майсем туса парассипе çыхăннă. Кӗскен вӗсем çинче чарăнăпăр.
Раççей Геройӗ Александр Лапин вице-премьер шутӗнче СВОна пулăшассипе Правительствăра ятарлă уйрăм ертсе пырӗ
Рустам Минниханов Чӗнӗве СВОна хутшăннисене тӗрев парассипе патриотла воспитанирен пуçларӗ. ТР Раисӗ Правительствăра СВОна хутшăннисене тӗрев парассипе хăйне уйрăм тытăм йӗркелессине пӗлтерчӗ. Ун кураторӗ пулма Раççей Геройне, генерал-полковник Александр Лапина вице-премьер статусӗ парса çирӗплетӗç.
.jpg)
Малашнехи ӗçсене палăртса Рустам Минниханов 2027 çулта Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче СВО музейӗпе мемориал зонине вӗçлеме, Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен çемйисене пур енлӗ пулăшупа тивӗçтерме, çамрăксен тата çарпа патриотизм центрӗсене аталантарма, ку ӗçе «Юнармипе» «Движение первых» тата ытти юхăмсене явăçтарма хушрӗ.
.jpg)
«Пирӗн атьсен тӗп тӗревӗ вăл – çирӗп тыл. Вӗсемшӗн хăйсен çемйисем патшалăх тимлӗхӗнче пулнине пӗлсе тата шанса тăни пӗлтерӗшлӗ. Лару-тăру темле кăткăс пулсан та пирӗн тӗп тивӗç – вӗсене пур енлӗ пулăшу парса тăрасси», – терӗ Рустам Минниханов.
Ăс-тăншăн пыракан идеологи кӗрешӗвӗн лару-тăрăвӗнче çамрăксене патриотла ӗçе явăçтарни Рустам Минниханов шучӗпе пӗрремӗш вырăнта пулмалла.
Хăйӗн тăван чӗлхине упракан наци ялан хисепе тивӗç пулӗ
Паллă ӗнтӗ, Тутарстан нацисемпе конфессисен туслă хутшăнăвӗсемпе чылай регионшăн тӗслӗх пулса тăрать. 2026 çул Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнă май республика ертӳçи ку ыйтăва пысăк тимлӗх уйăрчӗ. Хăй енчен Тутарстанра малашне те халăхсен йăлисемпе культурисене, тăван чӗлхесене упрассипе ӗçе тимлесе пымаллине каларӗ. Марат Ахметов ертсе пыракан ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе тата упраса хăварассипе комисси ӗçне ырларӗ.
«Хăйӗн тăван чӗлхине упракан наци ялан хисепе тивӗç пулӗ», – терӗ Рустам Минниханов.

Тӗп вăя вăл вӗрентӳ сферинче курать. Ку ӗçе тăван чӗлхе вӗрентекенӗсем пысăк тӳпе кӗртнине асăрхарӗ. Залра ларакан учительсене тăрса хăйсене кăтартма ыйтрӗ республика ертӳçи. Чăваш чӗлхине вӗрентекенсенчен Анат Камăри 34№ гимназин директорӗ Галина Ляхова пурри питӗ савăнтарчӗ. Учительсен хушшинче Раиса Иванова (мордва), Ирина Горшкова (вырăс), Олеся Антипова (мари), Виталий Семенов (удмурт), Айсылу Мухаметова (тутар) тата Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили пулчӗç.
Тӗн организацийӗсен витӗмӗн пӗлтерӗшӗ çинчен
Пӗлтерӗшлӗ пулăмсен шутне ТР Раисӗ Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл Никола Тульский храмне çветить тунине, Атăлçи Пăлхар 1100 çул каялла ислам йышăннине палăртассипе ӗçсем малалла пынине кӗртрӗ. «Хальхи лару-тăрура пирӗн кăмăл-сипет хаклăхӗсем деструктивлă вăйсен тимлӗхӗнче. Вӗсем пирӗн хушăра тавлашу чӗртме, ют ăнлавсене йышăнтарма тăрăшнине куратпăр эпир. Çав шутра тӗн енӗпе те. Ку ӗçре тӗн организацийӗсен витӗмӗ çав тери пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем обществăн кăмăл-сипет сывлăхӗн гаранчӗ», – терӗ республика ертӳçи. Çавăнпа вăл малашне те тӗн святынисене юсаса çӗнетессине тӗп ӗçсен шутне кӗртрӗ.
Камсем вӗсем ырă ят саракансем?
Малалла ТР Раисӗ Тутарстан цивилизацисемпе тӗнсен хушшинчи туслăх кӗперӗ пулнине палăртса Хусанта иртнӗ халăхсен хушшинчи пысăк мероприятисене асăнчӗ. Раççей – АСЕАН саммит, KazanForum, «РОСТКИ» тата ытти мероприятисем Тутарстан тӗслӗхӗ Раççейре халăхсен йăлисемпе культурине хисеплесси çинче никӗсленни аталанăвăн ăнăçлă моделӗ пулнине кăтартса парать. Уйрăммăн Рустам Минниханов республика тулашӗнче пурăнакан йăхташӗсене тав турӗ. Вӗсем республикăн ырă ятне сарассипе пысăк тӳпе кӗртеççӗ. Çавсенчен чылайăшӗ залраччӗ. Вӗсем – Лилия Самигуллина (Австрали), Тауфик Каримов (Казахстан), Регина Ахметвалиева (Туркменистан), Тахир Шайхинуров (Узбекистан), Альфред Давлетшин (Пушкăртстан), Винера Мухаметжанова (Пенза), Ильдус Давлятов (Оренбург), Ринат Рамазанов (Сочи), Фахрутдин Канюкаев (Самара) пулчӗç. Вӗсем пурте Тутар халăх конгресӗн ют çӗршывсенчи, Раççей регионӗсенчи филиалӗсен пайташӗсем.
.jpg)
Экономка çинчен
Экономикăпа промышленность ӗçӗсемпе çитӗнӗвӗсем, плансем пирки каласа республика ертӳçи çитӗнӳсем çинче чарăнчӗ. Ун сăмахӗпе, экономика аталанăвӗ ӳсӗм динамикине тытса пырать. Промышленноçăн пӗтӗмӗшле калăпăшӗнчен нефтьпе газ тата хими комплексӗ 45 процент йышăннине асăнса ку çирӗп аталанăвăн никӗсӗ пулнине палăртрӗ. Республикăри ЯЭЗсен ӗçне те ырласа асăнчӗ.
.jpg)
Малашнехи ӗçсен шутӗнче – импорта ылмаштарассипе проектсене пурнăçласси; 2030 çулччен 50 пин кил хуçалăхне газ кӗртесси, машиностроение çӗнӗ технологисем кӗртесси; электробуссен, кил техникин производствине аталантарасси; Ту-214 самолетсен серилле производствине хута ярасси; импорта ылмаштарас енӗпе «Ансат» вертолета сертификацилесси; Ми-34 производствине хута ярасси; экспортăн çӗнӗ енӗсене аталантарасси; 2030 çул тӗлне ОПК предприятийӗсенче граждансен продукцийӗн пайне 50 процента çитересси; 2030 çул тӗлне электроэнерги генерацийӗн хăватне 642 МВт çитересси.
Бизнесăн ИИпе ытларах ӗçлемелли çинчен
Республика Раисӗ бизнеса цифровизаципе, ИИ технологийӗсемпе анлăрах усă курма сӗнчӗ. Ку енӗпе Правительствăна отрасль канашлăвӗсем ирттерме, ӳсӗмӗн чăрмавӗсемпе резервӗсене палăртма, хамăр çӗршыври цифра решенийӗсене укçа-тенкӗпе тивӗçтерес енӗпе федераллă механизмсемпе ӗçлеме, кадрсене хатӗрлессипе шкултан пуçласа предприяти таран хатӗрлев системине йӗркелеме, пӗрлехи лабораторисем уçма хушрӗ.

Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, пӗчӗк тата вăтам бизнес республика экономикин пӗлтерӗшлӗ пайӗ.
«Вӗсен çитӗнӗвӗсем харпăр çитӗнӳ кăна мар, ку – республикăн ырă ячӗ те. Вӗсем Тутарстан брендне ун тулашӗнче те анлă сарса палласа илмелле тăваççӗ», – терӗ республика ертӳçи залра ларакан предпринимательсене тав туса.
Тӗслӗхрен Резеда Нурисламован халяль стандарчӗсемпе косметика продукцине ытти çӗрте те пӗлме пуçланă. Вăл халяль сертификацине илме пултарнă. Артур Мадумаров хирурги валли светильниксем тăвассипе çитӗнӳ тунă. Диляра Багаутдинова ача-пăча тумтирне çӗлессипе чапа тухнă.
ТР Раисӗ муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсене, кашни шайри власть органӗсене тата бизнес-пӗрлешӳсене малашне те пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе анлă ӗç илсе пыма хушрӗ.
Ун хыççăн Рустам Минниханов Тутарстанăн электронлă хăмине асăнса ку Çарпа Ӗç паттăрăх çулталăкӗн курăмлă пулăмӗ пулнине палăртса хăварчӗ. 2026 çулта унта тӗрлӗ сферăра, отрасльте палăрнă 15 220 çын ячӗ кӗнӗ.
Ял хуçалăх
Ял хуçалăхпа агропромышленность комплексӗнчи ӗçсене тимлӗхе илсе вӗсем лартнă задачăсене туллин пурнăçланине, халăха кирлӗ продукципе тивӗçтернине палăртрӗ. Кăçал 4 миллион тонна тырă, 1 миллион тонна çу культурисене, 800 пин тонна çӗрулми, 2 миллион тонна сахăр чӗкӗнтӗрӗ пухса кӗртессине асăнчӗ. Аграри секторне патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтерсе 16,7 миллиард тенкӗ, çав шутран 12,4 миллиард тенкине республика бюджетӗнчен куçарнине каларӗ. Уйрăммăн «Татнефтьпе» «ТАИФ» компанисене аграрисене дизель топливипе йӳнӗ хакпа тивӗçтернӗшӗн тав турӗ.
.jpg)
Тутарстан выльăх ӗрчетессипе çӗршывра лидерсен шутӗнче пулнине асăнса ку енӗпе çитменлӗхсем пуррине палăртса хăварчӗ. Мăйракаллă шултра выльăх шучӗ 17 процента чакнă юлашки 5 çулта. Лару-тăру уйрăмах Апас, Заинск, Камско-Устьински, Çӗнӗ Шуçăм, Спас районӗсенче япăх. ТР Раисӗ кашни муниципалитетра выльăх-чӗрлӗх комплексӗсене тăвассине, пӗчӗк хуçалăхсене аталантарассине пысăк тимлӗх уйăрма хушрӗ. Республикăра лаша ӗрчетесси тӗп тимлӗхре пулнине асăрхаса 2032 çул тӗлне ятарлă проект хута яни вӗсен шутне 1,5 хут ӳстерме пулăшмалла. Паяна вӗсем 31 пин пуç, 50 пин пуçа çитермелле.
Социаллă сфера
Малалла Рустам Минниханов социаллă сфера çине куçса вӗрентӳри, сывлăх сыхлаври, ÇКХри, Çул-йӗрпе транспорт аталанăвӗ, спорт тата культура çинче чарăнса вӗсен çитес çулхи стратегине палăртрӗ. Çавсен шутӗнче: Вӗрентӳре – ача-сачӗсемпе шкулсен строительствипе тӗп юсав программине малалла тăсасси, «Физико-математический прорыв» проекта анлăлатасси, учительсене тӗрев парассипе программăна çулталăк вӗçлениччен хатӗрлесси; сывлăх сыхлавра – Онкологи пулăшăвӗн амбулатори центрне тăвасси, çамрăксен репродукци сывлăхне сыхласси, медиксене хатӗрлессипе цифра кампусне хута ярасси.
2027 – Минтимер Шаймиев çулталăкӗ
Çакă чи интереслӗ самантсенчен пӗри пулчӗ. Чӗнӗвӗн вăрăм тексчӗпе паллаштарнă хыççăн Рустам Минниханов Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президентне, ТР Патшалăх Канашçине, РФ Ӗç Геройне Минтимер Шаймиева аса илчӗ. Республикăри çитӗнӳсен çулне ун ячӗпе çыхăнтарса ТР Раисӗ 2027 çул – Минтимер Шаймиев çулталăкӗ пулассине пӗлтерчӗ.
.jpg)
«Паянхи мероприятие манăн хисеплӗ Минтимер Шариповичăн сăмахӗсемпе вӗçлес килет. Без булдырабыз! Эпир пултаратпăр!» – терӗ Рустам Минниханов.
Калас пулать, çитес çул Минитимер Шаймиев хăйӗн 90-çулхи юбилейне паллă тăвать. Рспубликăра çитес çулталăк ун ячӗпе иртни пире пурне те пӗрле çак сумлă юбилее паллă тума чӗнни пулать пулӗ.
Пӗтӗмлетӳсем
Пӗтӗмлетсе каласан, ТР Раисӗн Чӗнӗвӗ технологи суверенитечӗн çулне аталантарассипе, бюджетăн социаллă енлӗ пулмаллипе, обществăна пӗрлӗхпе патриотизм хаклăхӗсем тавра чăмăртассипе çыхăнчӗ. Тӗп ориентирсем – импорта хамăр продукципе ылмаштарасси, производство шайне ӳстересси, наукăпа производствăри кадрсен интеграцийӗ, инфраструктура аталанăвӗ, СВО хутшăннисен çемйисене тӗревпе тивӗçтересси.
.jpg)
ТР Раисӗ Чӗнӳпе паллаштарнă хыççăн Марат Ахметов ăна республикăн шалти тата тулашри лару-тăрăвне туллин тишкерсе анализ тунăшăн, çитес çула лартнă задачăсем ăнланмалла пулнишӗн тав турӗ.
«Çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăрах Тутарстан ăнăçлă аталанса пырать. Власть органӗсемпе вырăнти хăйтытăмлăхсем пурнăç пахалăхне ӳстерессипе системăллă ӗçлесе пыраççӗ. Пирӗн граждансем пӗрлӗхе упраса мирлӗ ӗçре те, ятарлă çар операцийӗнче те паттăрлăх кăтартаççӗ», – пӗтӗмлетрӗ Марат Ахметов.
Çывăх вăхăтра ТР Раисӗн Чӗнӗвӗпе парламентарисем ӗç тăвакан власть органӗсемпе пӗрле ăна пурнăçлассипе кирлӗ йышăнусем тăвассине çирӗплетрӗ.
.jpg)
Фото: https://rais.tatarstan.ru сайт.
Нет комментариев