Социаллă хӳтлӗх ыйтăвӗсемпе тӳрӗ лини пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Социаллă хӳтлӗх ыйтăвӗсемпе тӳрӗ лини пулать

Тутарстанра пурăнакансем çăмăллăхсем, тӳлевсем тата социаллă пулăшу пирки республика министерствин специалисчӗсенен ыйту пама пултараççӗ. Октябрӗн 2-мӗшӗнче, Раççей Президенчӗн Тутарстанри приёмнăйĕнче тӳрӗ лини иртет. Кун пирки республикăн Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ.

Граждансен ыйтăвӗсем çине ведомство ӗçченӗсем 10.00 сехетрен пуçласа 12.00 сехетчен 8843-221-80-35 телефонпа хуравлӗç. Тӳрӗ лини  республикăра пурăнакансене   ведомствăна каймасăрах ыйтусене оперативлă  татса пама  май парать. Граждансене ытларах чухне ача-пăча тӳлевӗсемпе пособисем, нумай ачаллă çемьесене парăнакан çăмăллăхсем,  пенсионерсемпе ветерансене пулăшасси, килте социаллă пулăшу илесси, СВО хутшăнакансен çемйисене паранакан тӳлевсем, ӗçе вырнаçнипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантараççӗ.

Интереслентерекен ыйтăва специалистсем малтанах хатӗрлесе хума,  паспорта, ача çурални çинчен калакан свидетельствăна, тупăш çинчен калакан справка тата ытти кирлӗ документсене  алă айӗнче тытма сӗнеççӗ. Ку оператора ыйтăва хăвăртрах ăнланма, тӗрӗс хурав пама пулăшӗ.

Каласа хăвармалла,  Президентăн Тутарстанри приёмнăйĕнче çакăн пек тӳрӗ линисем тӗрлӗ темăсемпе – ÇКХ, сывлăх сыхлавӗ, вӗренӳ, ӗç хутшăнăвӗсем – иртсех тăраççӗ. Анонссене республика правительствин министерствăсен официаллă сайчӗсенче тупма пулать.


прямая линия минтруд рт приемная Президента России в РТ

Нет комментариев