Кадетсем Раççей Геройӗсемпе тӗл пулнă
Санкт-Петербургри Физкультура çар институчӗн вӗренекенӗсем кадет корпусӗнче Раççей Геройӗсемпе Николай Федорович Гаврилов генерал-лейтенантпа тата Алексей Николаевич Махотин полковникпа, ятарлă çар операцине хутшăннă Иван Есипов лейтенантпа, Александр Маловпа Константин Авсянко сержантсемпе тата çак институтăн студенчӗпе Илья Ледневпа тӗл пулу иртрӗ.