Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

САНĂН КӲРШӲ ГЕРОЙ МАР-И?

Сентябрӗн 28-мӗшӗнчен заявкăсем йышăнаççӗ. Лауреатсен ячӗсем 2022 çулхи декабрӗн 8-мӗшӗ тӗлне паллă пулаççӗ

 

 

Çитӗнекен ăрăва патриотизмла воспитани пама пăрахни çинчен ӳпкелешнисене куллен илтме тӳр килет. Чăнах та çаплах-ши? Е ку ӳстеререх калани (этем иртнине ялан хитрелетсе каласшăн, «курăк та симӗсрех» пулнă та...).

 Мораль, этика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс аталаннă çамрăксем те сахал мар пирӗн обществăра. Çакна республикăмăрта 2013 çултанпа иртекен «Пирӗн вăхăтри герой» проект тăрăх та пӗлетпӗр. Ăна ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви, «Единая Россия» парти, «Молодая гвардия Единой России» обществăлла организаци ирттереççӗ. 2019 çултанпа паттăрлăх кăтартнă çула çитмен ачасем валли «Çамрăк геройсем» номинаци пур. 2020 çул пирӗн ковид чирӗпе кӗрешсех иртсе кайрӗ. Çав çулăн паттăрӗсем медицина ӗçченӗсемпе волонтерсем пулса тăни ăнланмалла ӗнтӗ. Пандеми вăхăтӗнче шăпах вӗсем хăйсен сывлăхӗшӗн хăрамасăр чирлисене пулăшнă-çке.  2021 çулхи конкурса пӗтӗмлетсе 41 çынна наградăланă – 26 çитӗннӗ çын тата 16 çула çитменни. Паттăрлăх кăтартса вӗсем тӗнче тӗлӗнмелле пысăк ӗç туман та ахăр. Нушана лекнисенчен пăрăнса иртменни, пулăшни пысăк пӗлтерӗшлӗ. 

 Элметри 13 çулти Алан Утяшев пӗлтӗр августăн 30-мӗшӗнче юлташӗсемпе паркра уçăлса çӳренӗ. Хӳме çумӗнчен иртнӗ чух тăруках хӳме çамрăксем çине йăванма тытăннă. Çакна асăрхама ӗлкӗрнӗ Алан юлташне айккинелле тӗртсе яма ӗлкӗрнӗ, хӳме хăйӗн çине ӳкнӗ. Паттăрлăх-и ку? Тен, кам-тăр иккӗленсе тавлашӗ, анчах çамрăк геройра çынлăх, этемлӗх тӗрӗс аталанни пирки пурте килӗшӗç. Самарăри Ансар Нурушев та 2021 çулхи преми лауреачӗ. Çырмара пăр çинче ярăнакан 10 çулти ача шыва анса кайнă иккен. Вăл пулăшу ыйтса кăшкăрнине Ансар илтнӗ. Арçын ача çухалса кайман, çăлма васканă. Нурушев путакана шывран тухма пулăшса килне илсе кайнă. Унта амăшӗ шăнса кайнă ачана пулăшу панă, ашшӗ-амăшне пӗлтернӗ.  

Этем аталанăвӗнче интеллект мӗнлерех шайра пулни ăсчахсене яланах интереслентернӗ, маларах вӗсем ăс-тăн интеллекчӗ çине пусăм тунă-тăк, юлашки çулсенче «эмпати интеллекчӗ» текен ăнлав – çын мӗн чăтнине ăнланса, туйса ăна пулăшма ăнтăлни – пурнăçа кӗртрӗç.  Унăн шайӗ пысăк пулни ăс-тăн пуянлăхӗнчен пӗлтерӗшлӗрех тесе çирӗплетеççӗ вӗсем.  «Пирӗн вăхăтри герой» проекта йӗркелекенсем ăсчахсемпе килӗшни куçкӗрет. 

2022 çулăн паттăрӗсене çулталăк вӗçӗнче – декабрь уйăхӗнче пӗлӗпӗр. Сентябрӗн 28-мӗшӗнчен йӗркелӳçӗсем заявкăсем йышăнма пуçланă та ӗнтӗ. Камсем пулӗç кăçалхи лауреатсем? Паянхи лăпкă мар лару-тăрăва пăхсан, волонтерсемпе ыркăмăллăх акцийӗсене хастар хутшăнакансем, ирттерекенсем  çине пусăм пуласси куçкӗрет. Тӗслӗхрен, ДНР тата ЛНР халăхне мирлӗ пурнăç патне таврăнма пулăшма çӳренӗ волонтерсем, Донбаса ăсатма гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракансем пулаççех ӗнтӗ. 2020 çулта медицина ӗçченӗсене чыслама ятарлă номинаци пӗлтернӗ пекех çак пысăк чӗреллӗ çамрăксем валли те ятарлă номинаци пулӗ. 

ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов Пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене питӗ пысăк балсемпе тытакансене те «Пирӗн вăхăтри герой» премине илме тăратмалла тесе шутлать. Мӗншӗн тесен çакăн пек çитӗнӳсем тăвакан мал ӗмӗтлӗ çамрăксенчен ыран патшалăхăн пуласлăхӗ килет. Вӗсем çине пăхса кӗçӗнреххисем тӗслӗх илччӗр, тăрăшулăха хисеплеччӗр.    

«Пирӗн вăхăтри герой», «Çамрăк герой» номинацисенче çӗнтерекенсене кăкăр çине çакмалли паллă, удостоверени парса хавхалантараççӗ. Октябрӗн 31-мӗшӗччен заявкăсем йышăнаççӗ. Заявкăсене «Молодая гвардия ЕР» «ВКонтакте» социаллă сетӗнче хăвармалла. Лауреатсен ячӗсем 2022 çулхи декабрӗн 8-мӗшӗ тӗлне паллă пулаççӗ.

Татьяна ТАРАСОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои России знак