Совет авиацийӗн аталанăвне унăн биографийӗнчен пӗлетпӗр
Декабрӗн 9-мӗшӗнче Раççей Геройӗсен кунне халалланă мероприятисем Тутарстанра та, Хусанта та нумай пулчӗç. Вӗсенчен пӗри – ХФУ Н.И.Лобачевский ячӗллӗ лицей çурчӗ çине Совет Союзӗн Геройӗн, СССР тава тивӗçлӗ летчик-испытателӗн Георгий Константинович Мосоловăн Асăну хăмине уçни пулчӗ.
Унăн авторӗсем Мускав скульпторӗсем Луиза Бобокуловăпа Николай Комраков. Н.И.Лобачевский ячӗллӗ лицей çуртӗнче 1941 – 1955 çулсенче Сывлăш çар Вăйӗсен Хусанти 9 № ятарлă шкулӗ ӗçленӗ. Георгий Мосолов 1944 çулта ку шкултан питӗ лайăх паллăсемпе вӗренсе тухнă. Вăл хăйӗн пурнăçне ӗмӗрлӗхех авиаципе çыхăнтарнă. Легендарлă летчик-испытатель 50 тӗрлӗ самолетпа тӗрӗслев вӗçевӗсем ирттернӗ. Тӗнче шайӗнче ултă авиаци рекорчӗ лартнă, вӗсенчен виççӗшӗ абсолютлă рекорд, тата виççӗшӗ – СССРти абсолютлă рекорд. Пӗр двигательлӗ самолетпа вӗçессипе лартнă рекорда халь те никам та çӗнеймен.
Асăну хăмине уçас умӗн митинг иртрӗ. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, РФ Геройӗ, РФ тава тивӗçлӗ летчик-испытателӗ «Герои Подмосковья» обществăлла организаци правленийӗн председателӗ Марат Алыков, Геройăн ывăлӗ Георгий Мосолов, Г.К.Мосолов ячӗллӗ Ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Вячеслав Самойлов тата ыттисем хутшăнчӗç.
Митинга уçнă чух Лейла Фазлеева Георгий Константиновичăн биографийӗ паттăр çын çинчен çеç мар, совет авиацийӗн аталанăвӗ çинчен те каласа панине палăртрӗ. Асăну хăми кашни иртен-çӳрене летчикăн хастарлăхӗ çинчен аса илтерессе шаннине пӗлтерчӗ.
Микрофон умне тухса калаçакансем Георгий Константинович тӗрлӗ çулсенчи çынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, Тăван çӗршыва чунтан юратакан, унăн интересӗсене çирӗппӗн хӳтӗлекен çын пулнине аса илчӗç. Ывăлӗ Георгий Георгиевич Асăну хăмине хатӗрлекенсене тав турӗ. Халиччен Мускавра тата СССР Геройӗ нумай çул ӗçлесе пурăннă Жуковский хулинче уçни çинчен каласа пачӗ.
Вячеслав Николаевич Г.К.Мосоловпа тӗл пулнисене ăшшăн аса илчӗ. Шăп çак кун 2017 çулта Георгий Константиновича больницăна ăсатнине, çавăн чух юлашки хут курнине каласа пачӗ. Асăну хăмине витнӗ шурă пусмана Геройăн ывăлӗпе Георгий Мосоловпа ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева уçрӗç, чечек çыххисем хучӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев