Тутарстанри RAIS тумтир бренчӗ сентябрӗн 30-мӗшӗнче Парижри Мода эрнине (PARIS CITY FASHION WEEK) хутшăннине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта вăл автоспортпа хавхаланнӑ тум коллекципе подиум çине тухнă.
Тутарстанри RAIS тумтир бренчӗ сентябрӗн 30-мӗшӗнче Парижри Мода эрнине (PARIS CITY FASHION WEEK) хутшăннине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта вăл автоспортпа хавхаланнӑ тум коллекципе подиум çине тухнă.
Бренд унччен те тӗнчери чи паллă фэшн-сцена çине тухнă. Юлашки çулта RAIS хӑйӗн коллекцийӗсене Миланпа Дубайра кӑтартнӑ, халӗ акă черет Парижа çитнӗ. 2025 çулхи сентябрьте Италире иртнӗ Мода эрнинче Хусан дизайнерӗ Тутарстанăн хăйне евӗр сăн-сăпачӗпе тата юр барсӗн çӗнӗлле сӑнарӗпе хавхаланса хатӗрленӗ casual-коллекци кăтартнă. 2026-мӗш çулхи февральте Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсене мăсăльман тӗнне тӗпе хунă Muslim Collection тум коллекцийӗпе кайнă.

Парижра RAIS автоспорт эстетикине хула пурнăçӗпе çыхăнтарса хатӗрленӗ каллекципе тухнă. Бренд никӗслевçи Динара Саляховашӑн коллекци унăн çемйин харпӑр историйӗпе те тачă çыхăннă. Ывăлӗсем автоспортпа кăскланаççӗ иккен.
Çемье историйӗпе автоспорт хавхалантарнă
«Манӑн ывӑлсем республикӑра анлӑ сарӑлнӑ автоспортпа аппаланаççӗ, çавӑнпа тренировкӑсем, ӑмӑртусем, старт умӗнхи туйӑмсем тата çӗнтерӳ хыççӑнхи савӑнӑç мӗн иккенне лайӑх пӗлетӗп. Мана хама та çак эстетика питӗ килӗшет: хӑвӑртлӑх, янкăр тӗссем, ӑмӑрту форми. Çавӑнпа эпир çаксене пурне те тумтире куçарма шутларӑмӑр. Çапла спорт та, мода та, пирӗн çемьене çывӑххи те пур коллекци пулса тухрӗ», – тенӗ RAIS бренд никӗслевçи Динара Саляхова.

Коллекцие VITESSE, хăвăртлăх тесе куçать, ятпа палăртнă. Парижри кӑтарту Сен-Жермен бульварӗнчи Maison de l ' Amérique latine çурт умӗнче иртнӗ. Историлле кермене кино курма юратакансем «Эмили в Париже» сериалтан пӗлме пултараççӗ.
Тутарстан спорт аталанăвӗ пысӑк шайра пулнипе тата Хусанта тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусем иртнипе те паллӑ. Регионӑн активă спорт пурнӑçӗ хавхалантарнă та ӗнтӗ RAIS бренда йӗркелесе яма.
Нет комментариев