Аслă ӳсӗмри çынсене финанс пӗлӳлӗхӗн регионсен хушшинчи «Серебряная лига» турнира хутшăнма йыхравлаççӗ. Кăçал та вӗсен финанс пӗлӗвне тӗрӗслеме, пултарулăх ăсталăхне кăтартма май пур.
Турнир икӗ тапхăрпа иртет. Октябрӗн 1-4-мӗшӗсенче «Финансовые знатоки» онлайн-викторина пулать. Унта укçа историйӗнчен пуçласа киберхăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтусем пулаççӗ. Викторинăна ăнăçлă иртнӗ конкурсантсем пурте сертификат илме тивӗçеççӗ.
Иккӗмӗш тапхăрта пултарулăх конкурсӗ (октябрӗн 5–19-мӗшӗсенче) ирттерме палăртнă. Кунта номинацисенчен пӗрне суйласа илмелле. Сăвă çырассипе («Финансовые рифмы»), видеоролик ӳкерессипе («Сам себе режиссер») е кроссвордпа сканворд хатӗрлессипе («Финансовый кроссворд») уйрăммăн е командăпа ку тапхăра хутшăнма пулать.
Иккӗмӗш тапхăрта виртуаллă пулăшуçăпа – Петр Филиппович пенсионерпа пӗрле интерактивлă детективлă квест заданийӗсене пурнăçласа хушма балл илме пулать.
Турнира хутшăнни аслă ăрăва укçа-тенкӗ тӗнчинче хăйсене шанчăклăрах туйма пулăшать. Регионсен хушшинчи турнир условийӗсемпе тӗплӗнрех тата хутшăнас тесен çак ссылкăпа усă курмалла.
Нет комментариев