Эх, тутлă та йăвачи!
Аксу районӗнчи «Нежность» комплекслă социаллă тивӗçтерӳ центрӗн инклюзи кухнинче чăн-чăн кулинари экспедицийӗнче пултăмăр! Районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçипе Роза Николаевна Чентаевăпа пӗрле чăваш кухнин тӗнчинче пулса йăвачă пӗçерме вӗрентӗмӗр.
Ачасем унпа пӗрле савăнсах чуста çăрса йăвачă турӗç. Тутанса пăхас вăхăт çитессе мӗнле кӗтнине пӗлесчӗ сирӗн?! Йăвачă пиçнӗ вăхăтра Р.Н.Чентаева чăваш культурипе, йăли-йӗркипе, историйӗпе паллаштарчӗ. Питӗ интереслӗ пулчӗ калаçу. Роза Николаевна чăваш халăхӗ ӗлӗк-авалтан ку е вăл уява мӗнле апат пӗçернине питӗ ăста каласа пачӗ кăна мар, тутлă йăвачăн вăрттăнлăхне те уçрӗ. Интереслӗ пулса тухрӗ урок, ăна ирттерме хутшăннисене пурне те тав тăватпăр!
Ольга МАКАРОВА.
«Нежность» центрăн специалисчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев