Пирӗн вăй пӗрлӗхре
Ноябрӗн 3-мӗшӗнче «Казань Экспо» курав центрӗнче «Наш дом – Татарстан. Россия» фестиваль иртрӗ. Фестивале Наци культурисен тата йăлисен çулталăкне пӗтӗмлетсе Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне йӗркелени мероприятин пӗлтерӗшне тата та пысăклатрӗ.
Уяв ирхине 9 сехетрех фойере пуçланчӗ. Кунта саккăрмӗш хут çӗршывӗпех иртекен этнографи диктантне çырнă çӗре хутшăнма та, çуллахи наци уявӗсенче пулса курма та ансатчӗ – кашни халăхăн картишӗсем юнашар ларса тухса наци урамӗ йӗркеленӗ. «Урам» пуçламăшӗнчех тутарсем, çӗвӗ ăстисем кăмăл тăвакана тутар наци тумӗсене çӗленӗ чух усă куракан мелсемпе паллаштараççӗ. Юнашарах Элкел районӗнчен килнӗ чăваш-ентешсем купăс каласа юрă юрлаççӗ, капăр тумланнă «Пилеш» ансамбль киленсе пăхакансене ташша чӗнет, сăн ӳкет.
Маларах утсан кӗрешӗнсем патне пырса тухатăн, мордвасем те вашават курма пынисемпе. Удмуртсем, марисем, вырăссем – Хусан кӗпӗрнинче авалтан пурăнакан тӗп халăхсем çак уявра та ырă кӳршӗсем пулса пӗрле савăнаççӗ. Уяв, Çăварни, Каравон, Семык, Валда Шинясь, Гырон Быдтон, Иван Купала пӗр çӗрте пулчӗç.
Атăлçи халăхӗсен ретӗнчен тепӗр енче Тутарстан Халăхсен ассамблейи, Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗ çумӗнчи коллективсем вырнаçса тухнă. Ку обществăсен культурипе çывăхрах паллашма пултартăмăр çак кун. Чылайăшӗнне музыка инструменчӗсене халиччен телевизорпа çеç курнă, кунта сассисене итлеме пулчӗ, вӗсен историйӗсене те кăмăлпа каласа пачӗç музыкантсем.
Ал ăстисен ӗçӗсем кашни наци уявне илем кӳнӗ, унта пынă çын асăнмалăх пукане-и, савăт-сапа-и е тата мӗнле те пулин илемлӗ япала туянмасăр таврăнман килне. Çак кун курав центрӗнче чăннипех пултаруллă ăстасене асăнмалăх парнесем парса савăнтарнă. Фойере керамика ăстисем, пир тӗртекен, сăранран илемлӗ ӳкерчӗксем хатӗрлекенсен умӗнчен иртме питӗ кăсăк пулчӗ. Ара, вӗсем хăйсен япалисемпех килнӗ-çке, аллисенче вӗсем пултарулли çинчен калакан сертификат, умӗнче илемлӗ япаласем. Пусма-кавир тӗртессипе ăсталăхне туптакан Наталья Евгеньевна Уразгильдина «Ремесленник года 2023» конкурсра çӗнтерни çинчен сертификат илнӗ. Çак конкурсра «Куракансен кăмăлне кайнăшăн приз» сертификата Вадим Парсаевич Иманбаев тивӗçнӗ. Вăл Пушкăртстанра çуралса ӳснӗ мари ăсти. Шкул хыççăн республикăри Бирск хулинчи училищӗне вӗренме кӗнӗ. Çакăнтан вӗренсе тухсан салтака кайсан та юратнă ӗçпе аппаланма майсем те, вăхăт та тупнă. Çартан таврăнсан ăсталăхне ӳстересшӗнех Мускав çывăхӗнчи пӗр хулара вӗреннӗ. Халӗ Вадим Парсаевич Анат Камăри механика заводӗнче ӳнерçӗ пулса ӗçлет. Пушă вăхăтра чун кантармăш ӗçпе аппаланать. Ăстана пуринчен ытла çăка йывăççипе ӗçлеме килӗшет. «Пуçа килнӗ кӗлеткене ăсталама ансат унран», – тет вăл.
Ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсен ӗçӗсене те курава тăратнă. Тӗпрен илсен пуканесем, тутар халăх юмахӗсенчи сăнарсем пулчӗç вӗсен хушшинче.
ТР Патшалăх наци музейӗ йӗркеленӗ пӗчӗк курав вырăнти халăхăн историйӗпе çыхăннă. Наука ӗçченӗ Миляуша Мансуровна Хайруллина ятарлă экспедицисене тухса ялтан яла çитсе историе кӗрсе юлнă савăт-сапа, тум-юм пухнисене каласа пачӗ. Акă, тӗслӗхрен, пушăт хуçса тунă кушел, самай пысăкскер. Ăна Марий Элтан тупса килнӗ тесе каласа парать гид, юнашарах пушăт хуçса тунă илемлӗ пушмак (хальхи сабо манерлӗскер), кӗли те пур. Пуçа тăхăнмаллисем те пур, тутарсен XVIII ӗмӗр варринчи калфакӗсене пурçăн пусмаран питӗ тăрăшса черчен те илемлӗ чечексем тӗрленӗ. Вăл вăхăтри калфаксем пысăк, те тӗрӗс, калфаксене салунсенче вăхăта ирттерекен тутар интеллигенцийӗ шутласа кăларнă имӗш. Шантарса калаймăп, анчах каярах çӗленисен калăпăшӗ самай пӗчӗкленни курăнать. Юнашарах марисен тӗрӗсемпе эрешлесе пӗтернӗ сороки выртать. Тӗрӗ çырăвне вулама пӗлекен ун çине пăхса ăста çинчен нумай интереслине пӗлет ӗнтӗ. Паллах, чăвашсен капăр тухйи те кунтах. Хамăр тăрăхра пурăннă ăста ювелирсен ӗçӗсем те пур. Хусан кӗпӗрнинче хальхи Рыбно-Слободски районӗнчен сахал мар ювелир тухнă иккен. Мӗнпе çыхăннă çакă, кӗпӗрнен ытти кӗтесӗсенче илеме туйма пӗлмен-и, аллисем кăнттамрах пулнă-и? Е çакăнта килсе пурăннă ювелир хăйне çывăх пултаруллă çамрăксене вӗрентнипе пулнă ку? Пӗлетпӗр, ювелирсем хăйсен вăрттăнлăхне уçма васкаман. Рыбно-Слободски районӗ коклюшкипе чӗнтӗр çыхассипе те пултаруллисене сахал мар çуратса ӳстернӗ.
Кунтах XX ӗмӗр пуçламăшӗнче тунă пысăк сăнӳкерчӗк. Хусан кӗпӗрнинче çав вăхăтра пурăннă наци çыннисене курма пулать.
Паллах, культура учрежденисене аталантарас ӗçре палăрнисене мухтаса сертификатсем парса хавхалантарчӗç. Спас районӗнчи Трехозерская вырăс ялӗнчи библиотека ӗçченӗ Зоя Владимировна Шеронова хăйӗн мал ӗмӗтлӗ сӗнӗвӗпе 150 пин тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Шутланине пурнăçлама май пурришӗн савăннă Зоя Владимировна.
Фестивалӗн тепӗр пысăк пайӗ Тутарстанăн тӗрленӗ картти пулчӗ, тӗрӗсрех каласан икӗ картта: пӗри пысăкрах, тепри пӗчӗкрех. Ăна фотозона пек туса çакни уява килнисене ун умӗнче асăнмалăх сăн ӳкме май пачӗ, картта умӗнче икӗ енчен республикăра пурăнакан халăхсен тӗррисемпе илемлетнӗ 45 алшăлли çакса тухнă. Паллах, картта тӗрленӗ ăстасем те «Казань Экспора» пулчӗç.
И.Шакиров ячӗллӗ концерт залӗнче фестивалӗн тепӗр вăйлă тапхăрӗ пуçланчӗ. ТР ПатшалăхКанашçи М.Ш.Шаймиев, тӗрлӗ çӗртен килнӗ пысăк хăнасем, ТР министерствисен ертӳçисем пулчӗç унта. ТР Раисӗ Р.Н.Минниханов сцена çинчен залра ларакансене Халăхсен пӗрлӗхӗн уявӗпе саламларӗ. Мирлӗ пурăнакан Раççее вăйсăрлатма хăтланакансене те асăнчӗ вăл. Власть органӗсемпе наци обществисем килӗштерсе ӗçленинче республикăра Тутарстан Халăхсен ассамблейин, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗ, Вырăс наци культура пӗрлешӗвӗ, республикăри Мăсăльмансен тӗн управленийӗ, православи чиркӗвӗн митрополийӗ тăрăшни куçкӗрет.
Салам сăмахӗсем хыççăн культура тата искусство аталанăвне тӳпе кӗртнисене Рустам Нургалиевич наградăсем пачӗ. Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Владимировна Терентьева «Ӗçри хастарлăхшăн» медале тивӗçрӗ. Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине çак пысăк наградăпа кăмăлтан саламлатпăр. Малашне те ӗçре хӗрӳ, хальхи пекех маттур пулма сывлăх, хавхалану сунатпăр.
Спас районӗнчи Яшпашелӗнчи Татьяна Аптрейкина ертсе пыракан ачасен «Мерчен» ансамблӗ те Раис аллинчен награда илме тивӗç пулчӗ. Ентешӗмӗрсене саламласа малашне те пысăк ӳсӗмсем тума сунатпăр.
Çакăнтах «Тутарстанăн культурăллă тӗп хули» конкурса пӗтӗмлетсе пултаруллă районсен ертӳçисене сцена çине чӗнчӗç. Виçӗ вырăн тата Гран-при йышăннă вӗсем, кашни вырăна виçшер район йышăннă. III вырăнта Саба, Çӗпрел тата Пӗкӗлме районӗсем пулчӗç; II – Аксу, Кукмор тата Тюлячи районӗсем; I – Актаныш, Атня, Елабуга районӗсем; Гран-прие Арск районӗ тивӗçнӗ. Çакăн пек конкурс килес çул та пулӗ, кăçал çӗнтерейменнисем 2024 çулта приза хăйсен аллине илӗçех.
Уяв концерчӗ икӗ сехете яхăн тăсăлчӗ, ăна лартаканӗ ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Максим Скалозубов хореограф пулчӗ. Концерта питӗ кăсăк, пуян, тӗлӗнсе каймалла хитре лартнă. Юрă коллективӗсемпе ташă ансамблӗсем сцена çинчен питӗ килӗшӳллӗ, пӗр-пӗрне чăрмантармасăр (калăн, ӗмӗр пӗрле ташланă-юрланă) кашни хăйӗн пултарулăхне кăтартрӗ, кашни наци культурине курса киленме пулчӗ. Чăн та, залра ларакансем кавказ халăхӗсен ташшисем ытларах пулчӗç тесе асăрханă. Анчах ку уяв кăмăлне пăсман çынсенне. Концерт хыççăн питӗ кăмăллăн саланчӗ куракан залран.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев