«Пирӗн ывăлсене сума сунăшăн тав», – терӗç салтаксен ашшӗ-амăшӗсем Аксу районӗнче иртнӗ кӗнеке хăтлавӗнче
Декабрӗн 12-мӗшӗнче «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин хăтлавӗ виççӗмӗш хутчен иртрӗ. Хальхинче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче. 11 сехет çитнӗ çӗре Саврăшпуçӗнчи Культура çуртне халăх йышлăн пухăнчӗ. Салтаксен ашшӗ-амăшӗсем, тăванӗсем, ял-йыш, Аксури, Саврăшпуçӗнчи тата тавра ялсенчи волонтерсем, шкул ачисем, çар ветеранӗсем, район администрацийӗн представителӗсем, чăваш центрӗсен ертӳçисем, юнармеецсем, шкул ачисем пуçтарăнчӗç. Çавăн пекех ку хăтлава Чистай, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат тата Çарăмсан районӗсенчи салтаксен тăванӗсене те чӗнтӗмӗр.
Тӗрӗслӗхе упраса хăварма пулăшӗ
Хисеплӗ хăнасен шутӗнче Тӗп çар округӗн инспекторӗ Анатолий Петрович Молоствов генерал-майор, Аксу районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Наталия Куштукова, Аксу тата Çарăмсан районӗсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем Роза Чентаевăпа Лидия Квакова, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, Савгачевăри вăтам шкул директорӗ Александр Музилеев, Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкул – ача сачӗн ертӳçи Ирина Музилеева тата ыттисем пулчӗç.
Мероприяти Раççей тата Тутарстан гимнӗсене ура çине тăрса итленинчен пуçланчӗ. Унтан залра пухăннисем çак кӗнекене кӗнӗ салтаксемпе волонтерсен сăнӳкерчӗкӗсенчен тунă видеослайда тимлӗн пăхрӗç. 232 страницăран тăракан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке пӗрре пăхсан тем хулăнăш та мар пек, анчах та унта мӗн чухлӗ паттăрпа волонтер пирки çырса кăтартнă – вӗсен сăнӳкерчӗкӗсем темине кура суйласа илнӗ юрă янăранă майăн пӗрин хыççăн тепри экран çине тухса пыраççӗ. Ирӗксӗрех кӗнекене кӗнӗ çынсем çинчен ытларах пӗлес килет…
Мероприятие Ирина Федоровна Трифонова ертсе пычӗ. Вăл хӳтӗлевçӗсем пирки çырни, кӗнекесем кăларни паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни, çакă историлле тӗрӗслӗхе упраса хăварма пулăшни пирки каларӗ. «Сувар» хаçат редакцийӗ çакăн пек кӗнеке кăларма шутласан ăна ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене аталантарас комиссин ертӳçи М.Г.Ахметов тата ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗ А.Р.Зарипов ырласа йышăннине, ăна кăларма пулăшнине пӗлтерчӗ.
Ку – урăх вăрçă...
Залра пухăннисене саламлама сцена çине Наталия Куштуковăпа Анатолий Молоствов хăпарчӗç. «Халӗ эпир чăнах та çăмăл мар вăхăтра пурăнатпăр. Кам-тăр çар операцине хутшăнать, кам-тăр вӗсене пулăшас тесе ырми-канми тăрăшать. Ачасем те çак ӗçе питӗ хастар хутшăнаççӗ паян. Хам енчен салтаксене пулăшакансене пурне те тав тăвас килет. Паян Хусантан пирӗн пата ятарласа ырă миссипе килнӗ хăнасене уйрăмах чӗререн тав, пысăк ӗç пурнăçлаççӗ вӗсем – çӗнӗ кӗнекепе республика тăрăх паллаштарса çӳреççӗ», – терӗ Наталия Геннадьевна.
Анатолий Молоствов хăй те çар çынни, уншăн çак тема уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Генерал-майор ку вăрçă хăйнеевӗрлӗ пулнине, ăна унчченхисемпе танлаштарма çуккине палăртрӗ. «Эпӗ виçӗ академи пӗтернӗ. Пире Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи пек çапăçма вӗрентетчӗç. Ку вăрçă вара пачах та урăхла йышши. Хальхи командирсен çӗнӗлле çапăçма вӗренмелле пулчӗ. Вăхăтлăха кăна килӗшӳ тусан малашне тата та хăрушăрах вăрçă пулма пултарать. Пире халь Çӗнтерӳ кăна ăнăçу кӳме пултарать. Волонтерсем пысăк ӗç тăваççӗ халӗ салтаксене пулăшса. Пӗрле тăрăшсан çӗнтеретпӗрех», – терӗ вăл.
Роза Чентаевăпа Лидия Квакова хăйсен сăмахӗнче ятарлă çар операцийӗнчи ывăлӗсене кӗтекен амăшӗсене чăтăмлăх сунчӗç, «Сувар» хаçат ӗçченӗсене çакăн пек паха кӗнеке кăларнăшăн чӗререн тав турӗç. Роза Николаевна республика шайӗнче тухакан чăвашла хаçат пирӗн пӗрре кăна пулнине палăртрӗ, пурне те ăна çырăнма чӗнсе каларӗ.
«Кунта килсен ывăлăма курассăнах туйăнчӗ...»
«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗн Вера Александрован та çак кӗнекене темиçе очеркӗпе статйи кӗнӗ. Вăл хăйне сăмах парсан вӗсене еплерех çырни пирки каласа пачӗ. Ют çӗршывсен «вутра çунман, шывра путман» техникисене çапăçу хирне илсе килсенех вӗсене чи малтисен ретӗнче хăйӗн ротипе пӗрле çапса аркатма пултарнă Кварц позывнойлă офицер Савгачево ялӗнчен иккен. Вăл чăваш, хамăр ентеш пулни пирки редакци ӗçченӗсене вулакансем пӗлтернӗ. Шел, тӗлпулăва харсăр офицерăн ашшӗпе амăшӗ пыраймарӗç.
Тăван çӗршывшăн пуç хунă салтаксем çинчен çырасси çăмăл марри пирки те каларӗ Вера Валерьевна. «Алга» батальон паттăрӗ Петр Калеев пирки çырнă очеркӗ кӗнӗ унăн çак кӗнекене. Автор 2023 çулхи февралӗн 6-мӗшӗнче Угледар патӗнчи тан мар çапăçура паттăрла пуç хунă Хусан каччи, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ мăнукӗ çинчен нумай каласа пачӗ. Саврăшпуçӗнчи кӗнеке хăтлавне Петрăн амăшӗ Ульяна Петровна Калеева та килнӗ. Сцена çине тухсан вăл: «Паян çӗрле 1-ре тăрса лартăм. Кунта килсен ывăлăма курассăнах туйăнчӗ... Манăн тата иккӗн-ха ятарлă çар операцийӗнче – йăмăксен ывăлӗсем. Пӗри урасăр юлчӗ, тепри хальлӗхе отпускра-ха, сипленет, анчах та ăна калле илсе кайма пултараççӗ. Пысăк тав сире пурсăра та», – терӗ салтак амăшӗ куççуль витӗр.
Ашшӗ-амăшӗсем ывăлӗсене сума сунăшăн тав турӗç
Унтан сцена çине Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче çуралса ӳснӗ, 2022 çултанпа ятарлă çар операцине хутшăнакан Максим Крайнов кӗçӗн сержантăн ашшӗпе амăшӗ Игорь Георгиевичпа Галина Васильевна хăпарчӗç. «Пире çакăнта пуçтарнăшăн, пирӗн ывăлсене çапла сума сунăшăн пысăк тав сире, – терӗ салтак ашшӗ. – Пӗрремӗш хут телевизорпа тулли мар мобилизаци пирки илтсен ку пире пырса тивмӗ тесе шутланăччӗ эпир. Анчах та апла пулмарӗ – ывăлăмăр Максим акă ӗнтӗ виçӗ çул ятарлă çар операцийӗнче. Ман пур салтака та чăтăмлăх сунас килет, хăйсене хăйсем шанма ан пăрахчăр вӗсем».
Чистай районӗнчи Анат Кăтратари Ильинсем те килнӗ Саврăшпуçӗнчи тӗлпулăва. Иван Сергеевич Ильин – ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Алевтина Ивановна шкулта ачасене вӗрентет. Вӗсен Сергей ывăлӗ те СВОна 2022 çултанпах хутшăнать, контрактпа кайнă. Анат Кăтрата каччи икӗ хутчен Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ ӗнтӗ. «Пирӗн, ашшӗ-амăшӗсен, пӗр тӗллев – ывăлăмăрсем киле ырă-сывă тата Çӗнтерӳпе таврăнччăр. Пуç хунисене пирӗн манмалла мар. Сирӗн пек пире ăнланакан çынсем пур чух эпир, пирӗн ачасем пӗччен мар. Тавтапуç сире», – терӗ Алевтина Ивановна. Иван Сергеевич та кӗнекешӗн тав турӗ суварçăсене, ку кăларăм СВО паттăрӗсен ашшӗ-амăшӗсемшӗн кăна мар, ачисемшӗн те питӗ кирлӗ пулнине палăртрӗ, пурне те чăтăмлăх сунчӗ.
Кӗнекене Нурлат районӗнче СВОра пуринчен малтан Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ (шел те, вилнӗ хыççăн) чăваш каччи Андрей Кульметьев çинчен Маргарита Литта çырнă очерк кӗнӗ. Нурлат каччи Росгвардин 26-мӗш ятарлă пӗлтерӗшлӗ «Барс» отрячӗн йышӗнче хутшăннă ятарлă çар операцине. 2022 çулхи март уйăхӗнче паттăррăн пуç хунă. Тӗлпулăва Андрейӗн ашшӗ килмеллеччӗ, шел, çитеймерӗ.
Тӗлпулăва Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçатӗнче ӗçлекен Елена Алексеева-Аксупи те ятарласах килсе çитнӗ. Унăн та çак кӗнекене Çӗпрел районӗнче çуралса ӳснӗ харсăр десантник, Гостомель патӗнче паттăррăн пуç хунă Иван Сидоров çинчен çырнă очеркӗ кӗнӗ. Елена Геннадьевна каланă тăрăх, Ульяновскри Иван тăнă 31-мӗш сывлăш-десант дивизийӗнче çурри ытла чăвашсем пулнă. Вӗсенчен нумайăшӗ, шел пулин те, таврăнайман. Паттăрсем çинчен çырни халӗ те, килес ăрусем валли те питӗ кирлине палăртрӗ. Суварçăсене çакăн пек кӗнеке кăларма пултарнăшăн мухтарӗ, кун пеккине нихăш регионта та курман-ха терӗ.
Унта – пурте пирӗн!
Кӗнекере Аксу районӗн тепӗр каччи пирки те çырса кăтартнă. Вăл – Кивӗ Тимушкелӗнче çуралса ӳснӗ Ярослав Филипенко. Унăн ашшӗпе амăшӗ те ӗçрен кайма çуккипе тӗлпулăва килеймен, шел пулин те. Çапах та çывăх тăванӗ Елена Еграшкина килнӗччӗ. «Пирӗн Тим çинчен çырнăшăн пысăк тав. Вăл чăнах та питӗ лайăх ача пирӗн. Эпӗ волонтер. Манран «сирӗн СВОра кам» тесе ыйтсан эпӗ çапла хуравлатăп: «Унта пурте пирӗн!» – тесе хуравлатăп», – терӗ Елена Ивановна.
Екатерина Картамышева Нурлат районӗнчи Чиешни ялӗнче пурăнать. Шел те, вăл та çак вăрçăра ывăлне Виктора çухатнă. Çак ывăлӗн юлташӗсем валли гуманитари пулăшăвӗ куллен ăсатакан салтак амăшӗ çинчен кӗнекере Лилия Мубаракшинан статйине вуласан пӗлме пулать. «Ывăлăма çухатрăм пулсан та унăн юлташӗсене пăрахмастăп эпӗ. Гуманитари пулăшăвӗ леçекенсенчен те парса яратăп. Халь ак Нурлат волонтерӗсем Курск, Брянск тата Белгород облаçӗсене кайма хатӗрленеççӗ. Вӗсенчен парса ямаллисене хатӗрлерӗм ӗнтӗ. Тавах сире хăтлава чӗннӗшӗн», – терӗ Екатерина Александровна.
Палăртса хăвармалла, кӗнекере волонтерсен ӗçне чăнах та питӗ анлăн çутатнă. Çав шутра Аксу волонтерӗсенне те. Вӗсен ертӳçипе Анатолий Скворцовпа тата Александр Убейкинпа эпир вӗсем СВО зонине гуманитари пулăшăвӗ леçме тытăннăранпах çыхăну тытатпăр. Тӗлпулăва Анатолий Николаевичпа пӗрле Аксу волонтерӗсем йышлăн пынăччӗ, тавах вӗсене. Сцена çине ертӳçӗпе пӗрле Валентина Селезнева, Роман Сулейманкин тата Петр Убейкин тухса сăмах каларӗç. Анатолий Николаевич ентешсем валли пулăшу леçме 2022 çултанпа 30 хутчен кайса килнӗ. Çак кунсенче Аксу районӗн пуçлăхӗпе пӗрле тепре тухса каясси çинчен пӗлтерчӗ. Паянхи кун тӗлне Аксу районӗнчи волонтерсем пӗтӗмӗшле илсен 106 пин тăваткал метр маскировка сетки çыхнă. Хальхинче те ытти питӗ кирлӗ япаласемпе пӗрле 14 пин ытла тăваткал метр чухлӗ хӳтӗленме пулăшакан сетка илсе каяççӗ вӗсем. Сăмах май, декабрӗн 12-мӗшӗнче волонтерсен пӗр ушкăнӗ шăпах СВО зонине гуманитари пулăшăвӗ леçме тухса кайни пирки пӗлтерчӗç. Вӗсем таврăнсан тепӗр ушкăн çула тухать иккен.
Валентина Селезнева волонтерсен чун-чӗрине уçса пама пулăшакан сăвă вуласа пачӗ. «Эпир нимле ӗçрен те хăрамастпăр, тем те тума пӗлетпӗр. Салтаксем валли мӗн кирлине йăлтах хатӗрлетпӗр. Тавах сире, салтаксемпе волонтерсем çинчен çыракансене, сирӗн ӗçӗр историшӗн питӗ кирлӗ», – терӗ Валентина Алексеевна. Роман Сулейманкинпа Петр Убейкин та хăйсен ӗçӗ пирки каласа пачӗç. Роман, тӗслӗхрен, волонтерсен ретне чи çывăх юлташӗ СВОра пуç хурсан тăнă. Петр Алексеевич салтаксем валли техника юсаса парас ӗçе хастар хутшăнать. Ентеш-салтаксене район халăхӗ пысăк хавхаланупа пулăшни пирки тӗплӗн каласа пачӗ вăл.
Чăваш хастрӗсем пухнă укçана – волонтерсене
Каларăмăр ӗнтӗ, Аксу волонтерӗсем çак кунсенче СВО зонине гуманитари пулăшăвӗ леçме тепре тухса каяççӗ. Çавна шута илсе «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Анатолий Скворцова «Сувар» хаçат коллективӗ, ТР ЧНКА, Чăваш хӗрарăмсен союзӗн, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсем салтаксене пулăшма пухнă укçан пӗр пайне – 15 пин тенкӗ – пачӗ. Волонтерсем уншăн питӗ савăнчӗç, чӗререн тав турӗç.
Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче пурăнакан Ильдуловсем пирки те çырнă кӗнекере. Вӗсем ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене те, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене те çемйипех питӗ нумай пулăшаççӗ. Виçӗ мотоцикл таран туянса ăсатнă хӳтӗлевçӗсем валли. Людмила Ивановна сцена çине тухсан вӗсем çак ӗçе пӗтӗм кăмăлтан пурнăçланине пӗлтерчӗ.
Мероприятире сăмах калакансем нумайăн пулчӗç. Савгачевăри вăтам шкул директорӗ Александр Музилеев та, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев та, Аксу районӗнчи Пограничниксен пӗрлӗхӗн ертӳçи Юрий Степанов та çакăн пек паха кӗнекен малалли те пуласса шаннине пӗлтерчӗç.
Суварçăсем мероприятие ирттерме пулăшнăшăн Валерий Николаева, Татьяна Максимовăна, Юрий Степанова, Ирина Васиковăна, Валентина Максимовăна, Светлана Илендеевăна, Вера Абросимовăна, Зоя Ендерюковăна Тав хучӗпе чысларӗç.
Сцена çине тухнă кашни çынна редакци кӗнеке парнелерӗ. Çавăн пекех Аксу, Чистай, Нурлат, Çарăмсан районӗсенчи чăваш ялӗсен библиотекисем валли те çак кӗнекене парса хăвартăмăр.
Салтак амăшӗсене ушкăнпа «Сувар» çырăнса пачӗç
Аксу районӗнчи ялсенчи волонтерсем пӗр-пӗринпе канашланă та салтак амăшӗсене пӗрле пуçтарăнса «Сувар» çырăнса пама шутланă. Саврăшпуçсем Татьяна Петрова, васильевкăсем Вера Абросимова, хӗрлӗшурсем Светлана Илендеева, чăвашенрусьелсем Елена Ендерюкова, кивӗсаврăшсем Ирина Васикова валли 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне «Сувар» çырăнчӗç.
Мероприяти вӗçӗнче çавăн пекех районти волонтерсене «Север» çарсен ушкăнӗн командованийӗн Тав хучӗсемпе чысларӗç. Роза Чентаева та ӗçре пулăшакансене Аксу районӗнчи ЧНКЦ Тав хучӗпе наградăларӗ.
Кӗнеке хăтлавӗн программине ытти районсенчи пекех Хусанти «Ӗмӗт», «Аюна» ушкăнсен солистки Анжелика Еремеева, Лайăш районӗнчи Габишевăри Культура центрӗн «Весна» дуэчӗн солисткисем Елена Макаровăпа Эльвира Савельева хăйсен илемлӗ юррисемпе пуянлатрӗç. Профессиллӗ артистсен пултарулăхне халăх сцена çине кашни тухмассерен тăвăллăн алă çупса хакларӗ.
Мероприятие ирттерме пулăшакансене чӗререн тав!
Мероприяти вӗçленсен саврăшпуçсем никама та хăналанмасăр кăларса ямарӗç – килнӗ кашни çынна тутлă апат-çимӗçпе йăтăнса тăракан сӗтел хушшине лартса сăйларӗç. Икӗ хуплу таран пӗçернӗ маттур хӗрарăмсем.
Çак мероприятие хатӗрлесе ирттерме пулăшнăшăн Саврăшпуç ялӗн библиотекарьне Татьяна Максимовăна тата унăн командине, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Николаева, уяв программине сасă енчен йӗркелесе пынăшăн Эдуард Ильинпа Светлана Алексеевăна, кӗнеке хăтлавне килнӗ кашни çынна чӗререн тав тăватпăр.
Саврăшпуçӗнчен таврăннă чух эпир, редакци ӗçченӗсем, Хусана та çитменччӗ-ха, вулакансем «Сувар тусӗсем» ушкăнра тав туса çырма пуçларӗç. Кам-тăр мероприятире пулнă, теприсем хаçатăн «ВКонтактери» ушкăнӗнче тӳрӗ эфир пăхнă (сăмах май, ăна халӗ те пăхма пулать, сыхланса юлнă. – В.А.). Нумай ырă сăмах илтрӗмӗр. Тавтапуç пурне те. Эппин ку кӗнеке чăннипех те вулакана, хӳтӗлевçӗсене хăйсене, вӗсен çемйисене, ашшӗ-амăшӗсене, волонтерсене кăна мар, Тăван çӗршыва юратакан кашни çынна кирлӗ.
«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен тепӗр хăтлавӗ паян, декабрӗн 19-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнче иртет. Мероприяти районти Культура çуртӗнче 11.00 сехетре пуçланать. Хапăл туса кӗтетпӗр.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Сăнӳкерчӗксем ытларах галерейăра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев