News by date 18 December 2025
-
Çырăнтару вӗçленсе пырать, хаçатсăр ан юлăр!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне пичет кăларăмӗсене çырăнас кампани çак кунсенче вӗçленни пирки аса илтеретпӗр сире.
-
«Пирӗн ывăлсене сума сунăшăн тав», – терӗç салтаксен ашшӗ-амăшӗсем Аксу районӗнче иртнӗ кӗнеке хăтлавӗнче
Декабрӗн 12-мӗшӗнче «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин хăтлавӗ виççӗмӗш хутчен иртрӗ. Хальхинче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче. 11 сехет çитнӗ çӗре Саврăшпуçӗнчи Культура çуртне халăх йышлăн пухăнчӗ. Салтаксен ашшӗ-амăшӗсем, тăванӗсем, ял-йыш, Аксури, Саврăшпуçӗнчи тата тавра ялсенчи волонтерсем, шкул ачисем, çар ветеранӗсем, район администрацийӗн представителӗсем, чăваш центрӗсен ертӳçисем, юнармеецсем, шкул ачисем пуçтарăнчӗç. Çавăн пекех ку хăтлава Чистай, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат тата Çарăмсан районӗсенчи салтаксен тăванӗсене те чӗнтӗмӗр.
-
В Татарстане проходит профилактическое мероприятие «Встречная полоса»
По состоянию на 18 декабря зафиксировано 74 ДТП из‑за выезда на встречную полосу, в которых 42 человека погибли и 116 ранены.
-
Тутарстанра тӳлевлӗ çулсем тата пулаççӗ
Республикăра тӳлевлӗ çулсем тата сарасси пирки калаçусем пыраççӗ. Вӗсем Хусантан тухса кайнă çӗрте тата районсенче пулӗç. Кун çинчен ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ. Компанисене патшалăхпа пӗрле пурнăçлакан проектсем илӗртеççӗ-мӗн.