Тутарстанра тӳлевлӗ çулсем тата пулаççӗ
Республикăра тӳлевлӗ çулсем тата сарасси пирки калаçусем пыраççӗ. Вӗсем Хусантан тухса кайнă çӗрте тата районсенче пулӗç. Кун çинчен ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ. Компанисене патшалăхпа пӗрле пурнăçлакан проектсем илӗртеççӗ-мӗн.
«Алексеевскдорстрой» АО, тӗслӗхрен, Кама юханшывӗ урлă хывнă кӗперӗн Чакак Тăвӗ çумӗпе Шали патне çити çула тăватă йăрăм таран сарса участока (32 километр) тӳлевлӗ тăвасшăн. Декабрӗн 5-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинечӗпе килӗшӳ тунă кун пирки.
Çакнашкал тепӗр çул Элмет– Павлă çулăн 100 километрӗ пуласси куçкӗрет. Вăл Алексеевски-Элмет трассăна малалла тăсӗ. Сăмах май, 145 километра тăсăлакан ку çул питӗ хаклă та кăткăс, мӗншӗн тесен унта нефть, газ сечӗсен пăрăхӗсем çӗр айӗн иртеççӗ.
Ытти объектсем: Оренбург (Лайăш çулӗн узелӗ), Сибирск (Дербышки) тракчӗсен дублерӗсем тата пурăнмалли пунктсене кӗмесӗр иртекен регион шайӗнчи çулсем. Хальхи вăхăтра патшалăхпа пӗрле пурнăçлакан проектсемпе пурӗ 10 компани (Сбербанк, Газпромбанк, «Ядран» ПК, «Автодор-Инвест» тулли мар яваплăхлă общество тата ыттисем) интересленет.
Оренбург тракчӗн дублерӗ ăнăçлă проект пулнине РФ Экономика аталанăвӗн министертви те çак кунсенче çирӗплетнӗ. Дублерăн 6,7 километр тăршшӗллӗ участокӗпе çӳрекен автомобилистсем нумай. 2040 çул тӗлне пӗр талăкра ку çул тăрăх вăтамран 48,1 пин машина (халӗ 20,9 пин) иртӗ. Министр шучӗпе, республикăри тӳлевлӗ çулсен усси пысăк. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев