«Пӗррехинче кайăк-кӗшӗк картишӗнче...»
Ялта пурăнакан чылай çемье пӗр-пӗр выльăх, кайăк-кӗшӗк те пулин, тытатех пулӗ. Хальхи вăхăтра тата унччен зоопарксенче курнă турткăш е страус та чăваш ялӗсенче ытти кайăк-кӗшӗкпе туслă кӗшӗлтетсе çӳрет. Хуçисен вара пӗр шухăш: вăхăтра тăрантарас та тасатса тăрас.
Анчах та кайăксен те хăйсен шухăш-кăмăлӗ, ӗмӗт-тӗллевӗ пур иккен, хăшӗ-пӗри пăлхав çӗклеме те пултарать. Ӗненместӗр-и? Эппин, халех Ольга Австрийскаян «Пӗррехинче кайăк-кӗшӗк картишӗнче...» повесть-юмахӗпе паллашма васкăр. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Юлия Лутошкина.
Хайлаври ӗç-пуç Аристарх кил-йышӗнче пулса иртет, унпа вулакансене Амам ятлă йытă паллаштарать. «...Манăн хуçа – кайăк-кӗшӗке юратакан Аристарх. Ӗне-качака тавраш усрамасть вăл кӳршӗсем пек... Сурăхӗпе те айланас килмест пулас Аристархăн... Çапла, кайăкӗсене çав тери юратать хуçам. Тен, арăмӗнчен те ытларах та-и?..» – çапларах хăйӗн курăмне уçса парать кил-çурта хураллакан чӗрчун.
Пӗррехинче çулла Аристарх çемйипе Хура тинӗс хӗрринче канма инçе çула тухать. Кайăксене кӳршӗри Марье аппа пăхса тăма килӗшет. Çакăнтан вара чăх-чӗп картишӗнче хӗрӳ самана пуçланать: таврари пӗтӗм хыпара пӗлсе тăракан Чакак Пакăлтайкин килти кайăксене пурнăç чăнлăхне каласа кăтартать: çăмартасем, çитӗннӗ хурсем вăхăт çитсен мӗншӗн тата ăçта çухалнине пӗлтерет. Тӗлӗнсе те тарăхса кайнă кайăк-кӗшӗк пăлхав çӗклет: «...Эпир те чакак пек, кураксемпе çерçисем пек ирӗклӗ пулар. Хамăр пурнăçа хамăр йӗркелер», – тесе тӗв тăваççӗ. Хуçасем килте çук чухне чакак хӗтӗртнипе мӗн кăна шухăшласа кăлармаççӗ вӗсем, тарăхăвӗ кушака та, йытта та, кил картинче саркаланса çӳрекен Патша ятлă автана та пырса лекет. Вӗсен Амам йăвинче хӳтлӗх тупма тивӗ.
Çапах та пурте вӗсем майлă мар иккен. Акă Шерте ятлă страус пăлхавçăсене хирӗç каять, ырă та йăваш чунлăскер ултава чăтма пултараймасть. Тата вăл тăван фермишӗн тунсăхлать, унта кайăкăн çемйи пур-çке: ашшӗ-амăшӗ, шăллӗсемпе йăмăкӗсем, юлташӗсем. Мӗн тумалла? Çак йывăр лару-тăруран мӗнле хăтăлса тухмалла? Хуравӗ кӗçех хăйех тупăнӗ.
Хайлавăн чӗлхи пуян та илемлӗ, сăнарӗсем асра юлаççӗ. «...Аттепе анне тата кукамай çулсеренех кăвакал е хур чӗпписем туянатчӗç. Шăллăмпа иксӗмӗр вӗсене каникул тăршшӗпех черетленсе сыхлаттăмăр....
Çынсен хурӗсенчен те, кăрккисенчен те шикленеттӗм. Усал пек туйăнатчӗç вӗсем. Страуспа турткăша çитӗнерехпе зоопаркра кăна курнă пуль, пӗрремӗш хут хăçан асăрханине астумастăп, анчах вӗçен кайăксем çинчен кӗнекесем вуланă. Çакă йăлт повесть-юмаха çырма хавхалантарчӗ пуль. Кайăксен сăнарӗсем урлă çынсен характерӗсене тӗпчес килчӗ ман...» – уçса парать автор повесть мӗнле çуралнин вăрттăнлăхӗсене кăларăмра.
Кӗнекене вăтам çулхи ачасем валли хатӗрленӗ, апла пулин те кирек хăш ӳсӗмри вулакан та унпа вăхăта кăмăллă ирттерӗ.
Ольга ФЕДОРОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев