Пуç таяр çав Аслă çулсене
ТР Наци музейӗ майăн 6-мӗшӗнче 11.00 сехетре Çӗнтерӗве вăрçăра, тылра туптанисене сума суса «Знамя - символ Победы» мероприяти ирттернинчен пуçлать.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине палăртма йӗркелекен мероприятисем майăн 9-мӗшӗччен самай малтан пуçланаççӗ. ТР Наци музейӗ майăн 6-мӗшӗнче 11.00 сехетре Çӗнтерӗве вăрçăра, тылра туптанисене сума суса «Знамя - символ Победы» мероприяти ирттернинчен пуçлать.
Уяв программинче музыка номерӗсем, салам сăмахӗсем пулаççӗ. Паллах чи пӗлтерӗшли, чӗре таппине хăвăртлатаканни РФ Оборона министерствин Хусанти Суворов ячӗллӗ çар училищин курсанчӗсем 146-мӗш стрелоксен дивизийӗн 280-мӗш артиллери полкне Пӗкӗлме районӗ панă ялава йăтса иртни пулса тăрать.
«Ачасем – Ачасене» проекта хтшăнакан музей волонтёрӗсем вăрçă вăхăтӗнчи çырусене вуласа параççӗ.
Кăçал 120 çул тултарнă СССР Геройӗ, СССР Ленин Преми лауреачӗ Муса Джалиль çинчен ӳкернӗ «Муса Джалиль. Поэт и герой» документлă фильмăн хăтлавне те çак куна палăртнă.
Мероприяти Кремлевская урамри 2-мӗш çуртра Наци музейӗнче иртет.
Тӳлевсӗрех кӗме пулать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк ТР Наци музейӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев