News by date 5 May 2026
-
Хусанта кӑҫал та «Абилимпикс» чемпионат иртет
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен хушшинче иртекен «Абилимпикс 2026» професси ӑсталӑхӗн чемпионачӗ июнӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен «Казань ЭКСПО» курав центрӗн площадкинче пулнине пӗлтерет «Защитники Отечества» фондӑн Тутарстанри филиалӗ.
-
«Динамо» ветеранӗсене асăнса Тутарстанпа Луганск ачисем «Кубок Победы» ăмăртусем ирттерӗç
Майăн 9-мӗшне халалланă мероприятисем халӗ çӗршывӗпе анлă иртеççӗ. Кашни организаци Аслă Çӗнтерӗвӗн 81- çуллăхне хисеплесе мероприятисем ирттерсе истори астăвăмне тӳпе кӗртме тăрăшать. Çав шутра Раççей шутӗнчи çӗнӗ территорисем те.
-
НАЦИ МУЗЕЙӖН ФОНДӖНЧЕН БЕРЛИНА ÇИТНӖ ЯЛАВА ИЛСЕ ТУХАÇÇӖ
Ыран хусансен Çӗнтерӳ ялавне курма май пулать. 1961 çулччен çак хаклă реликви СССР Хӗç-пăшаллă вăйӗсен Тӗп музейӗнче упраннă.
-
Çурт-йӗр туянма субсиди илес тесен çамрăк çемье Тутарстанра пилӗк çул пурăнмалла
Малашне республикăра пилӗк çултан кая мар пурăнакан çамрăк çемьесем кăна çурт-йӗр туянма пулăшу илме пултарӗç. ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă тивӗçлӗ постановление ТР право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленӗ. Çӗнӗлӗх 2024 çулхи октябрь уйăхӗн 11-мӗшӗнче йышăннă регионти çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтермелли программăсен постановленине улшăнусем кӗртнӗ.
-
Экологипе çыхăннă 100 ытла обращени килнӗ
2026 çул пуçланнăранпа республикăри обществăлла экоприемнăйне граждансенчен 1063 ыйту килнӗ. Вӗсенчен 719-шне татса панă. Кун пирки ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Республикăн икӗ районӗнче браконьерсене тытнă
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем республикăри шыв-шурсенче рейдсем ирттереççӗ. Çапла, «Нерест» оперативлă профилактика мероприятийӗ шайӗнче Лайăш тата Спас районӗсен территорийӗсенче закона пăхăнмасăр пулă тытакансене тытса чарнă. КУ н пирки ведомство пресс-служби пӗлтерет.
-
Çарӑмсан районӗнче «Хӗрлӗ гвоздика» акци пуçланчӗ
Хӗрлӗ гвоздика евӗр значок тахҫанах халӑх символне ҫаврӑннӑ. Ӑна ҫакса ҫӳрени эпир хамӑр паттӑрсене асра тытнине пӗлтерет.