Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çарӑмсан районӗнче «Хӗрлӗ гвоздика» акци пуçланчӗ

Хӗрлӗ гвоздика евӗр значок тахҫанах халӑх символне ҫаврӑннӑ. Ӑна ҫакса ҫӳрени эпир хамӑр паттӑрсене асра тытнине пӗлтерет.

Кашни çул çуркунне паттӑрсене тав туса чӗре хӑвӑрттӑн тапать. Эпир обелиск умӗнче пӗр минут шӑп тӑнӑ чух кӑна аса илместпӗр хамӑр паттӑрсене, вӗсем яланах асра, чӗрере. Пӗтӗм çӗршыври пекех  Çарăмсан районӗнче те черетлӗ «Хӗрлӗ гвоздика» акци иртет. Укçа пухмалли черетлӗ акци мар вăл, кашнин хамăра мирлӗ тӳпе парнеленисене пулӑшу памалли май.

Вутпа ӗннӗ çак пӗчӗк чечекпе Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин, Афган, Чечня тата ытти хирӗçтӑру ветеранӗсен пурнӑçӗ çыхӑннине сахал кам пӗлет пуль. Акцие уйрӑмах «кӗмӗл» волонтерсем хастар хутшӑнаççӗ. Шӑпах вӗсем çак значоксене салатма ялсен урамӗсене тухрӗç. Ырӑлӑх эстафети алӑран алла мӗнле куçнин тӗслӗхӗ те вӑл. «Вӑрçӑ нуши-тертне тӳснисене манма пирӗн ирӗк çук», – тет Акрель ялӗн волонтерӗсенчен пӗри, вырăнти ЧНКЦ ертӳçи Лидия Квакова. Пухӑннӑ укçан кашни пусӗ ветерансене çӳллӗ технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ пама, хаклӑ операцисем тума, илтмелли аппарат, инвалид коляски пек чи кирлӗ хатӗрсене туянма, ветерансен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма каять.

«Хӗрлӗ гвоздика» ӑрусене пӗрлештерекен акци те. Пухмача укçа хушакан шкул ачи-и е пиншакӗ çине значок çакакан пенсионер-и – эпир пурте истори вӑчӑрин пайӗсем.

Юлташсем, эсир те акцие хутшӑнмасӑр ан юлӑр. Çак кунсенче пирӗн чӗрери çӗнтерӳсем чухлех нумай-нумай «Хӗрлӗ гвоздикӑсем» пулччӑр. Паттӑрсене манар мар, паянах пулӑшар!

(Сăнӳкерчӗксене Л.Квакова ярса панă).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество