Çурт-йӗр туянма субсиди илес тесен çамрăк çемье Тутарстанра пилӗк çул пурăнмалла
Малашне республикăра пилӗк çултан кая мар пурăнакан çамрăк çемьесем кăна çурт-йӗр туянма пулăшу илме пултарӗç. ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă тивӗçлӗ постановление ТР право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленӗ. Çӗнӗлӗх 2024 çулхи октябрь уйăхӗн 11-мӗшӗнче йышăннă регионти çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтермелли программăсен постановленине улшăнусем кӗртнӗ.
Çӗнӗ правилăна регион бюджетне çăмăллатас тата республикăра нумай çул хушши пурăнакан, ӗçлекен граждансен интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе йышăннă. Унччен программăна хутшăнма 35 çула çитменнисем пултарнă, вӗсем çурт-йӗр кирлӗ статуслă пулмалла тата хваттер хакӗн юлашкине тӳлемелли тупăша çирӗплетмелле пулнă. Анчах çемье ăçта пурăнни пӗлтерӗшлӗ пулман.
Халӗ вара нумаях пулмасть республикăна куçса килнисемшӗн çăмăллăхсемпе усă курасси "хупăнать", бюджет укçи-тенкине тутарстансем валли кăна уйăрӗç. Çакăн пек требованисем, экспертсем палăртнă тăрăх, Мускавра тата Санкт-Петербургра тахçанах ăнăçлă ӗçлеççӗ.
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви пӗлтернӗ тăрăх, заявкăсем йышăнассипе тата документсене тӗрӗслессипе муниципалитет власть органӗсем ӗçлеççӗ. Çемье хăйӗн тупăшне, ӗç пуррине, налог тӳленине тата перекет пуррине, çавăн пекех заявлени панă вăхăтра юлашки пилӗк çул хушшинче Тутарстанра пурăннине çирӗплетмелле. Документсен пурте пулмасассăн е сведенисем тӗрӗс мар пулсан программăпа усă курма пулмасть.
Процеса йӗркелессишӗн ТР Çамрăксен Ӗçӗсен министерстви яваплă. Ведомство пӗрлештернӗ списоксем йӗркелет, социаллă пулăшун свидетельствисене хатӗрлет, вӗсене муниципалитетсене ярса парать, вӗсем алла сертификат параççӗ те.
Тутарстанри «Молодая семья» программа чи кирлисенчен пӗри пулса юлать. 2025 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх "кӗрсе пурăн" принциппа тунă хваттерсене Патшалăх çурт-йӗр фондӗнчен 280 çамрăк çемье илнӗ. ТР Раисӗ пуçарнă программа пулăшнипе пилӗк çул хушшинче вара хăйсен пурăнмалли условийӗсене 3 пин ытла çемье лайăхлатнă.
Унсăр пуçне 2026 çулта çурт-йӗр сертификачӗсене тата 60 çемье памалла. Вӗсемпе усă курса пӗтӗмӗшле тӳлемелли сумма 124,2 миллион тенкӗпе танлашать, вӗсене валеçнӗ чухне приоритетра нумай ачаллă тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем пулӗç.
Субсиди илсе ачасăр çемьесем çурт-йӗрӗн шутласа палăртнă хакӗн 30 процентне, ачаллă çемьесем 35 процентне саплаштарма пултараççӗ. Сăмахран икӗ çынран тăракан çемье 2 миллион тенкӗ таран, виçӗ çынран – 2,5 миллион таран, тăватă çынран тăракан 3,3 миллион тенкӗ таран илме пултарать. Илнӗ укçана хваттер туяннă çӗре е çурт тума та, ипотека кредитне хупма яма пулать.
Çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшасси - «Семья» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев