НАЦИ МУЗЕЙӖН ФОНДӖНЧЕН БЕРЛИНА ÇИТНӖ ЯЛАВА ИЛСЕ ТУХАÇÇӖ
Ыран хусансен Çӗнтерӳ ялавне курма май пулать. 1961 çулччен çак хаклă реликви СССР Хӗç-пăшаллă вăйӗсен Тӗп музейӗнче упраннă.
Ыран хусансен Çӗнтерӳ ялавне курма май пулать. Майăн 6-мӗшӗнче 11.00 сехетре Тутарстан Республикин Наци музейӗ «Ялав – Çӗнтерӳ символӗ» акци ирттерет. Ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине халалланă.
Музей фондӗнчен Берлина штурмланă çӗре хутшăннă Тутар АССРӗнче йӗркеленнӗ 146 стрелковăй дивизин 280-мӗш артиллери полкӗн ялавне йăтса тухаççӗ. 1942 çулта ТАССР Аслă Канашӗн Президиумӗ çак ялава полка фронта каяс умӗн панă та ӗнтӗ. Унччен çак ялав СССР Хӗç-пăшаллă вăйӗсен Тӗп музейӗнче упраннă. 1961 çулта вара хаклă реликвие республикăн истори музейне тавăрса панă.
Ялава Раççей Федерацийӗн Оборона министерствин Хусанти Суворов çар училищин курсанчӗсем йăтса тухаççӗ. Çак паллă самантра программăпа Раççейпе Тутарстанăн патшалăх гимнӗсем янăрӗç тата вăрçăра пуç хунисене асăнса пӗр минут шăп тăма палăртнă.
Акцие халалласа пысăк мар концерт та пулать. «Ачасем – Ачасене» проектăн музей волонтерӗсем фронтран килнӗ çырусем вулӗç. Унтан «Созвездие кино» кинокомпани ӳкернӗ «Муса Джалиль. Поэт и герой» документлă фильмăн хăтлавӗпе кăтартăвӗ пулать. Куракансен ун режиссерӗпе А.А. Егорычевпа паллашма тата интереслентерекен ыйтусене пама пулӗ.
Сăнӳкерчӗк https://tatmuseum.ru/news/ сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев