Республикăн икӗ районӗнче браконьерсене тытнă
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем республикăри шыв-шурсенче рейдсем ирттереççӗ. Çапла, «Нерест» оперативлă профилактика мероприятийӗ шайӗнче Лайăш тата Спас районӗсен территорийӗсенче закона пăхăнмасăр пулă тытакансене тытса чарнă. КУ н пирки ведомство пресс-служби пӗлтерет.
Комитет представителӗсем Лайăш районӗнчи Ташкермен ялӗ çывăхӗнчи Меша юханшывӗ çинче моторлă кимӗрен пулă тытма юраман хатӗрсемпе усă куракан арçынна тытнă. Спас районӗнче, полици ӗçченӗсемпе пӗрле вӗсем, Атăл юханшывӗнче Каюки ялӗнчен 5 çухрăм çурçӗрелле те çавăн пекех закона пăсса пулă тытакан икӗ гражданина тытнă. Йӗркене пăсакансенчен кимӗсене, пулă тытма чарнă хатӗрсене, çавăн пекех тытнă пуллине туртса илнӗ.

Икӗ фактпа та çывăх вăхăтра РФ УК 256-мӗш статйипе уголовлă ӗç пуçарас ыйтăва пăхса тухаççӗ.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев