Хусанта кӑҫал та «Абилимпикс» чемпионат иртет
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен хушшинче иртекен «Абилимпикс 2026» професси ӑсталӑхӗн чемпионачӗ июнӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен «Казань ЭКСПО» курав центрӗн площадкинче пулнине пӗлтерет «Защитники Отечества» фондӑн Тутарстанри филиалӗ.
Мероприятие «Молодежь и дети» наци проекчӗн «Профессионалитет» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Тӗп тӗллев – сусӑрланнӑ СВО ветеранӗсене комплекслӑ реабилитаци, профориентаци иртме тата ҫӗнӗ професси суйласа илме пулӑшасси.
Кӑҫал чемпионат 21 компетенципе пулать. Хутшӑнакансен пӗтӗмӗшле йышӗ 800 ҫынран иртессе кӗтеҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Республикӑн пӗрлештернӗ командине хутшӑнакансем те нумайӑн пулӗҫ. Вӗсен хушшинче СВО ветеранӗ, мотострелок бригадин разведка взвочӗн командирӗ пулнӑ Эльмир Аглиуллин. Ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне Эльмир аманнӑ, анчах чун хавалне ҫухатман. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна «За отвагу» медальпе наградӑланӑ.
Паянхи кун Эльмир Хусанти культура институтӗнче вӗренет, Ӳнер шкулӗнче ӗҫлет, студент хушшинче иртнӗ «Абилимпикс» чемпионатӑн ҫӗнтерӳҫи. Вӑл тутарла юрлать, ҫавӑнпа ҫитес чемпионатра «Вокал» компетенцине хутшӑнсшӑн.
Аса илтеретпӗр, 2025 ҫулта ҫакӑн пек чемпионат Хусанта пӗрремӗш хут пулчӗ. Вӑл 37 регионтан 79 ҫынна пӗрлештерчӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов ҫак ӑмӑртусем вӑй-халпа ӗҫченлӗх тата пултарулӑх ҫӗнелӗвӗн площадки пулса тӑнине палӑртнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев