Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Экологипе çыхăннă 100 ытла обращени килнӗ

2026 çул пуçланнăранпа республикăри обществăлла экоприемнăйне граждансенчен 1063 ыйту килнӗ. Вӗсенчен 719-шне татса панă. Кун пирки ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Пуринчен ытла республикăра пурăнакансене   сывлăш пахалăхӗпе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантарнă. Çулталăк пуçланнăранпа çак темăпа 317 çыру килнӗ. Иккӗмӗш вырăнта – юраман вырăнта çуп-çуп пăрахни, çынсем ку ыйтупа 313 хыпар янă. Ун хыççăн шыв объекчӗсен ыйтăвӗсем – 121, ытти темăсемпе 312 обращени килнӗ.

Министерствăн интернет-приемнăйӗ урлă 604 пӗлтерӳ çитнӗ. 355 ыйтăва «Народный контроль» тытăмра регистрациленӗ. «ПОС» платформăра 57, «Школьный экопатруль» приложени урлă 47 ыйту килнӗ.

Аса илтеретпӗр,  халӗ республикăра санитари икӗ уйăхлăхӗ пырать. Çавна май йӗркене пăснине хăвăрт тупса палăртааççӗ. Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа çутçанталăка сыхлакан ведомствăсем пурӗ 1270 йӗркене пăснă факта тупса палăртнă, вӗсенчен 531-шӗ – юраман вырăнта çуп-çап пăрахнипе çыхăннă.

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология минэкологии рт