«Динамо» ветеранӗсене асăнса Тутарстанпа Луганск ачисем «Кубок Победы» ăмăртусем ирттерӗç
Майăн 9-мӗшне халалланă мероприятисем халӗ çӗршывӗпе анлă иртеççӗ. Кашни организаци Аслă Çӗнтерӗвӗн 81- çуллăхне хисеплесе мероприятисем ирттерсе истори астăвăмне тӳпе кӗртме тăрăшать. Çав шутра Раççей шутӗнчи çӗнӗ территорисем те.
Ыран, майăн 6-мӗшӗнче, Хусанти «Динамо» (Горький урамӗ, 10 А çурт) стадионта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине халалласа Тутарстан Республикипе Луганск Халӑх Республикин ятарлă классенче вӗренекенсен хушшинче «Çӗнтерӳ Кубокӗ» çарпа спортăн уçӑ форумӗ пулать.
Ӑмӑртусем çӑмӑл атлетикăпа тата службӑпа прикладной спорт енӗпе йышăннă правилăсене пăхăнса иртӗç.
Çар ӑмӑртӑвӗсем 3 тапхăрпа иртеççӗ: 4 х 200 метра комбинациллӗ эстафета, нумай енлӗ кӗрешӳ тата Калашников автоматне сӳтсе пуçтарасси.
Унсăр пуçне «Динамо» ветеранӗсемпе çамрӑк динамовецсем Горький ячӗллӗ паркри Ӗмӗрхи çулăм умне чечексем хурӗç. Программăра Тутарстан Республикин «Динамо» истори музейне çитсе килесси те пур. Хăнасем Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрçине хутшӑннӑ «Динамо» ветеранӗсене асăнса пӗр минут шӑп тӑрса пуç тайӗç.
Форум программипе паллашма сӗнетпӗр.
Программа форума:
09.00 – 9.30 - Встречи с ветеранами войны и ведущими спортсменами-динамовцами. Возложение цветов к Вечному Огню (парк Горького).
10.00 – 10.15 - парад открытия соревнований (стадион «Динамо»)
10.15 – 11.15 - военизированные соревнования:
10.15 – 10.45 – 1 тур – сборка-разборка АК (2 юн. и 1 дев. от команды).
10.45 – 11.25 – 2 тур – силовое многоборье: подтягивание (юноши – 4 чел.) + упражнение на пресс (2 девушки).
10.15 – 11.15 - 3 тур - комбинированная эстафета 4 х 200 м (юноши):
- 1 этап – бег обычный,
- 2 этап – бег в противогазах,
- 3 этап – бег с автоматом АК,
- 4 этап – бег обычный
эстафета (обычная) 2 х 200 м (девушки).
12.30 – 13.00 –Церемония закрытия и награждение.
Сăнӳкерчӗк https://dinamo.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев