Пурăннă пулсан Порфирий Афанасьев паян 84 çул тултармаллаччӗ
Порфирий Афанасьев 1942 çулхи февралӗн 20-мӗшӗнче Çарӑмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Мускаври КПСС Тӗп комитечӗ çумӗнчи Аслӑ парти шкулӗнче вӗреннӗ.
Ӗç çулне Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаçатра пуçланӑ. Институтран вӗренсе тухсан тӑван ялӗнче вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ. Районти хаçатпа çыхӑну тытнӑ. Порфирий Афанасьев Шупашкара куçса кайсан та журналистика сферинче ӗçленӗ: «Коммунизм ялавӗ» хаçатра, «Хатӗр пул» журналта редактор пулса. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса тӑрӑшнӑ, Чӑваш АССРӗн Писательсен союзӗн правлени председателӗнче пӗр вӑхӑт вӑй хунӑ. Обществӑлла ӗçсене те хастар хутшӑннӑ.
Çыравçă, куçаруçă, журналист, 1‑мӗш класлă патшалăх канашçи, 1977 çултанпа СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, 1998 çултанпа Чăваш халăх поэчӗ, 1992 çултанпа Чăваш Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Чăваш Республикин литературăпа искусство облаçӗнчи Патшалăх премийӗн лауреачӗ, Çеçпӗл Мишши, Фатих Карим, Иван Яковлев ячӗллӗ премисен лауреачӗ... Сумлă ятсем нумай ентешӗмӗрӗн.
Çапах пирӗншӗн вӑл чи малтан поэт, писатель. Куçарупа та нумай ӗçленӗ, тӗнче литературин паллӑ хайлавӗсене чӑвашла куçарнӑ. Çавсен хушшинче Шекспирӑн «Виндзорские проказницы», Шолоховӑн «Тихий Дон» романӗ. Порфирий Афанасьев Библие чăвашла куçарас ӗçе те хастар хутшăннă.
Унӑн хӑйӗн произведенийӗсем те тӗнче шайӗнче. «Хуркайӑк çулӗ», «Юрату çӗршывӗ», «Хӗвел хапхи», «Çарăмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под ильмами», «Пурăнатăп Атăл хӗрринче», «Каçхи кăвайт», «Дари добро», «Писатели Чувашии», «Çырнисен пуххи» тата ытти кӗнекисем чӑваш литературин пуян еткерӗ пулса тӑнӑ.
Порфирий Васильевича 1981 çулта Чăваш АССРӗн Верховнăй Совечӗн Президиумӗн Хисеп хучӗпе, 2012 çулта «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден медалӗпе наградăланă.
Порфирий Васильевич хӑй хыççӑн тӗлӗнмелле пуян, тӑван çӗршыв, тӑван кӗтес, çывӑх çыннисемпе тусӗсем патне çепӗç юратупа тулли поэзи тӗнчи хӑварчӗ. Тутарстанра çуралса ӳснӗ чăваш халăх поэчӗсем нумай мар пирӗн: Николай Шелепи, Петӗр Хусанкай тата Порфирий Афанасьев. Акă сумлă ята тивӗçнӗ тепӗр ентешӗмӗре çухатрăмăр... Ӳлӗм ун чунӗ хӑй йӗркеленӗ юрату çӗршывӗнче пурӑнӗ…
Хисеплӗ поэтăмăр паян, февралӗн 20-мӗшӗнче, 84 çул тултармаллаччӗ... Вăл пиртен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайни пӗтӗм чӑваш тӗнчишӗн пысӑк çухату. Эпир Порфирий Васильевичӑн çемйипе, тӑванӗсемпе пӗрле тарӑннӑн хурланнине пӗлтеретпӗр.
Талантлă поэтăн пултарулăхӗпе паллашма сӗнетпӗр, хисеплӗ вулакансем. (Сăнӳкерчӗк nashcheremshan.ru сайтран.)
Ан вăрçăр манăн ăрăва...
Ан вăрçăр манăн ăрăва, ан вăрçăр,
Хивре пулсан, тӳррӗн перет пулсан.
Пуçламăшне асилӗр – хӗрӳ вăрçă
Ăна çапла ӳстернӗ ачаран.
Ан чарăр манăн ăрăва, ан чарăр,
Вăл хăй çине нумай илет пулсан.
Çӗршывăм умӗнче ун пысăк парăм,
Çавна туйса ӗçлет вăл пур вăйран.
Ыр сунăр манăн ăрăва, ыр сунăр,
Тӗллев патне хыт ыткăнать пулсан.
Чӗри çуталтăр, хӗвел евӗр çунтăр,
Вӗри хӗмне çынсемшӗн салатса.
Кăмăл сăвви
Сар саппунлă, сарă тутăрлă,
Çут куççульлӗ кӗркунне
Ылтăн туй тăвать те хурлăхлăн
Майӗпен хывать тумне.
Сарă питлӗх янăрать-и ку? –
Пат! ӳкет те панулми,
Кунсерен те талăк-талăкăн
Тем каять ним таврăнми.
Кайăк хур кас-кассăн иртрӗ те,
Сассинче мӗн? Илтрӗр-и? –
Те малашлăхăн кӗвви ӗнтӗ,
Те асаилӳ юрри?
Сар саппунлă, сарă тутăрлă,
Çут куççульлӗ кӗркунне,
Тунсăхпа килен те тунсăхлăн
Хăваратăн чӗрене.
Юратăр тӗнчене
Валерий Яковлева
Куç умӗнче те çын чун-чӗринче
Нихçан никам ăнланайми тӗнче,
Самант пире телей илсе килет те,
Самант çав телеех туртса илет.
Кулатпăр-и куççулӗ тухиччен,
Йӗретпӗр-и куççулӗ юлмиччен,
Турри пире темле шăпа пӳрсен те –
Вăл панă ӗмӗр пит кӗске иккен!
Тавах кун-çулăма, тавах, тавах,
Тем-тем курса ăнлантăм эп хамах –
Тӗнче хитре. Çак тӗнчене юратăр,
Ыр çынсене юратăр уйрăмах.
Тӗнче хитре хӗвел кулса тăрсан,
Тӗнче хитре чун канăçлă пулсан.
Чăвашăмсем, пӗрне‑пӗри каçарăр,
Пӗрне-пӗри ыр сунăр кăмăлтан.
Çак ӗмӗр тăрăх утăр юрăпа,
Тус-тантăшпа та савнă мăшăрпа,
Пӗрне-пӗри вăй парăр, вут хыптарăр
Юратупа та ăшă сăмахпа.
Тавах, тăванăмсем, тавах сире,
Эсир – кашни пӗри – ман чӗрере.
Шăп сирӗнпе пулма Турри çырнишӗн
Телейлӗ тетӗп хамăн ӗмӗре.
Тымар сӗткенӗ
Эпир – çӗртен, шывран та сывлăшран.
Эпир – хӗн-асапран, йăл кулăран,
Эпир – кӗвӗçӳрен, юратуран,
Эпир – тăнăçлăхран, çапăçуран.
Эпир – пит аякри аваллăхран.
Тымар сӗткенӗ пӗтӗмпех упрать:
Манра – ман несӗл хурлăхӗ-ыратăвӗ,
Манра – ун çутă шанчăкӗ-юратăвӗ,
Манра – ун чăнлăхшăн çуннин пăлханăвӗ.
Ман несӗл чунӗ-кăмăлӗ – манра.
Килет çак аслă пурнăç тымартан.
Ман ывăлра та – ман таса сăпайлăхăм,
Ман ывăлра та – манăн курайманлăхăм.
Эппин, пуласлăхра та сӗм аваллăхăн
Кăварӗ сӳнмӗ. Пӗл çавна, тăшман!
«Çак ӗмӗр пӗтӗмпех
хура та шурă...»
Юрий Сементере
Çак ӗмӗр пӗтӗмпех хура та шурă,
Тăратпăр акă ӗмӗр вӗçӗнче,
Тем-тем курса тем‑тем чăтсан та, Юра,
Пире çапса хуçмарӗ çут тӗнче.
Хури – хурах. Çак çӗр çине килсессӗн
Сăпка юрри илтмерӗмӗр санпа –
Пире пăвса тăкас тесе çиллессӗн
Тăшман çуйхашрӗ урмăш сасăпа.
Шурри – шурах. Хӗвеллӗ ăраскалăн
Пире валли те çитрӗ ыр хӗлхем –
Хăйсем пӗтсен те, йăх юнне тăсмалăх
Пире çăлса хăварчӗç аттесем.
Кайран санпа ăнлантăмăр – тӗнчемӗр
Хура та шурă çеç те мар иккен.
Курма пӗлсен – пӗр вӗçсӗр ун илемӗ:
Кăвак та ешӗл, йăмăх та кӗрен...
Курма, илтме пӗлсессӗн çутçанталăк –
Пин çутăллă, пин кӗвӗллӗ илем,
Çавна куллен çынна астутармалăх,
Çав илемпе чуна савăнтармалăх
Çут тӗнчене килеççӗ поэтсем.
Пилре – пӗтӗм тупсăм
«Ӑнать çав Пурхилӗн...»
(Пӗри ман пирки каланинчен).
Ӑнать-и, ӑнмасть-и – калаймӑп,
Анчах уçас тетӗп чӑнне –
Шӑпам çапла килнӗшӗн айӑп
Тӑваймӑп йӑх-несӗлсене.
Ӑнать-и, ӑнмасть-и Пурхилӗн?
Ытах пӗлес тетӗр пулсан, –
Хӗвелӗм – атте‑анне пилӗ,
Эп çав хӗвеле çухатман.
Пилре – пурнӑçри пӗтӗм тупсӑм,
Пилре – Турӑ панӑ тивлет,
Ытти – пирӗн ӗç, пирӗн усӑ –
Пиле тытнине пӗлтерет.
Йӑхсен пилӗнчен эп тухмарӑм,
Пилпе хӗвеле пӗр туса,
Суя сулӑнка сулӑнмарӑм
Сума та, чыса та сутса.
Ӑнать-тӗк – пурах пархатарӑм,
Тӗшне тавӑрать кив капан –
Канмарӑм, ӗçлерӗм, тарларӑм
Хевтем çитнӗ чухлӗ ялан.
Мӗнпур ыррине мала хутӑм.
Телейӗм çитейӗччӗ ман –
Чӑвашӑм манпа тепӗр утӑм
Сулмаклӑн ярса пусайсан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев