Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурнăç вăл килте ларсан та, тӗнче курса çӳресен те иртет

Аксу районӗнчи Беловка ялӗн мухтавлă çынни Петр Николаевич Алексеев çак кунсенче 70 çул тултарать. Тӗлӗнмелле ӗçчен те вашават çемье пуçӗ вăл, тимлӗ, пултаруллă атте тата асатте, кукаçи, юратакан, шанчăклă мăшăр. Савнă арăмӗпе Людмила Владимировнăпа пӗрле никӗсленӗ услам ӗçӗнче те, килте те юнашар вӗсем. Пӗрлехи пурнăçăн анлă сукмакӗпе 48 çул çума-çумăн утаççӗ.

Анне пилӗ

– Ӗмӗт-шухăшпа ачалăха таврăнатăп та çӗр çинчи чи çутă, хаклă çын сăнарне куратăп – анне аса килет. Чăваш халăх сăмахлăхне витӗр пӗлекен, ылтăн алăллă, илемлӗ сăн-питлӗ, пур енӗпе те ăста, çепӗç те сăпайлă чăваш хӗрарăмӗччӗ Наталья Романовна. Ялта ăна хисеплесе Нятюк аппа тесе чӗнетчӗç. Пӗртен-пӗр ывăлӗн телейӗшӗн пурăнатчӗ. Пӗррехинче мана, шкул ачине, хăй патне чӗнсе илчӗ те: «Ывăлăм, епле пысăк юханшыв та пӗчӗк шывран пуçланать. Шкулта аван вӗрен, малалла ăнтăл, ватта хисепле, хӗрарăма сума су, çамрăка çывăх кур, хӳтлӗхсӗре пулăш. Таса чунлă, тӗрӗс пул. Пуçра пӗлӳ пур çын – ăслă, ӳркенмен ӗçчен пулать», – терӗ. Ӗмӗр тăршшӗпе унăн сăмахӗсене чун-чӗремре тытса пурăнатăп. Вӗсем мана ăшăтаççӗ, вăй-хал параççӗ.  Анне усал шыççа пула пурнăçран ир уйрăлчӗ. Анчах та унăн сăмахӗсем чӗреме халӗ те ăшăтса тăраççӗ, пурнăçра пулăшса пыраççӗ. Çамрăк кинне çывăх курса хӗрӗ пек юратрӗ вăл. Мăнукӗсене, пире пил парса хăварчӗ, – тет хисеплӗ ентешӗм.

Парторг, председатель

Петр Николаевичăн ӗç биографийӗ пуян. Беловкăри пуçламăш, Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкулсем хыççăн Чистайри электромеханика техникумӗнчен вӗренсе тухнă вăл.

 – Пурнăç çулӗ çине тăрас тенӗ. Тӗллевсене хамăр палăртса пурнăçа кӗртме тăрăшнă. Аслисем алăран çавăтса илсе çӳремен пире.  Шурсухалсем тата: «Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек», – тенӗ. Вӗренсе кирлӗ професси илме кăмăл пулнăран чи çывăх тусăмпа Валерий Селивановпа документсене ятарлă вăтам пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденине кайса патăмăр. Пысăк конкурса парăнтарса иксӗмӗр те ăнăçлăнах кӗтӗмӗр. Юлташăм электрик пулса тухрӗ. Эпӗ – механик. Тăван «Дружба» колхоза килсе хам специальноçпа ӗçе вырнаçрăм. 1976 çулта çӗр çинчи чи илемлӗ пикене качча илтӗм. Умлăн-хыçлăн кӗтнӗ ывăлпа хӗр çут тӗнчене килчӗç. Мана тăван хуçалăхăн парти организацийӗн секретарьне суйларӗç. Парторгăн тивӗçӗсем ун чухне çав тери нумайччӗ. Парти райкомӗнчен сӗннипе Саратов хулине партин аслă шкулне вӗренме кайрăм. 4 çул пӗр самант пек иртсе кайрӗ. Тунмастăп, вӗренме питӗ килӗшетчӗ. Право, экономика, юридици, ертӳлӗх ыйтăвӗсене хурав тупма вӗрентетчӗç. Кӗнеке нумай вуланă. Таврăнсан мана Аксура ӗç шанса пачӗç. Çемье хушăнчӗ – виççӗмӗш ача, хӗр, çуралчӗ. 

Пӗр шутламан, кӗтмен çӗртен çӗнйӗркелӳ тапхăрӗ пуçланчӗ. Эпӗ район центрӗнчен яла таврăнтăм. 1993 – 1997 çулсенче «Верный путь» колхоза ертсе пытăм. Председатель ӗçне чунпа парăнса пурнăçланă. Наградăсен çӳпçинче çав вăхăта тавăракан Хисеп грамотисем, Тав çырăвӗсем пур. Чылайăшне вӗсене ун чухнехи район пуçлăхӗ М.Ш.Халитов алă пуснă. Пӗр-пӗрне ăнланса, килӗштерсе вăй хунă. Шел, коллективлă хуçалăхсем историре кăна юлчӗç. Эпир вара мăшăрăмпа, Людмила Владимировнăпа, хамăр ӗçе йӗркелерӗмӗр, предприниматель-усламçăсем пулса тăтăмăр, – асаилӳ çăмхине сӳтет Петр Николаевич.

Услам ӗçӗ

Ял халăхне апат-çимӗçпе, кил хуçалăхӗнчи чи кирлӗ таварпа  тивӗçтерес тесе çӗр çывăрмасăр ӗçлени те пулнă. Тавар илме  Алексеевсем аякка – Хусана, Çырчаллине, Чистая тата ытти çӗре – çӳренӗ. Кăвак çутăпах çула тухни те пӗрре мар пулнă.  

Беловка çыннисем халӗ те Людмилăпа Петр Алексеевсене чи малтан çепӗç те кăпăшка çăкăршăн чӗререн тав тăваççӗ. Чылайăшӗ, уйрăмах ватăсем, кашни япалашăн район центрне тухса каяймасть. Ялтах икӗ утăмра лавкка пуррипе савăнаççӗ. 

Алексеевсем – сумлă меценатсем те. Ялта, районта уявсем ирттерме мăшăр укçан пулăшать. «Паракана Турă тата пулăшать», – теççӗ кулленех ыркăмăллăх ӗçне хутшăнакансем. 

– Паян эпир мăшăрпа тивӗçлӗ канура пулсан та хăнăхнă ӗçе пăрахма шутламастпăр-ха. Капмар çурт çӗкленӗ эпир, ывăлпа хӗрсем ӳстернӗ, йывăçсем лартнă. Кӗнеке кăлармалли юлнă. Паян пире пур пуçарура та тăрăшуллă ачасем пулăшаççӗ. Ура çинче çирӗп тăраççӗ вӗсем. Мал курăмлă, хастар, пултаруллă кӗрӳсем лекнӗшӗн Турра тав тăватпăр. Хамăр пекех ӗç çыннисем, чăн-чăн чăваш арçыннисем вӗсем. Кинӗме курма та яланах хавас эпир. Пирӗншӗн пурте çывăх, хаклă. Тăхăр мăнук куç тулли. Пăхса ытарма çук. Ӗнтӗ кӗçӗн мăнуксем пирки ӗмӗтленетпӗр,  шухăшланă пек пултăрччӗ тетпӗр, – кăмăллăн калаçать юбиляр. 

Ял ансамблӗн артисчӗ

Петр Николаевич – илеме хаклама пӗлекен, юрлама-ташлама юратакан ăста та. Еплерех савăк кăмăлпа çӳрет вăл ял клубӗнчи «Хамăр ял» халăх ансамбльне (пултарулăх ертӳçи – Тамара Андреева). Миçе конкурс-фестивальте пулса куракансене тумӗпе, сассипе тӗлӗнтермен пуль. Хăй те пур уявран та чăвашсем аталаннишӗн савăнса таврăнать. 

– Хисеплӗ, виçесӗр талантлă Тамара Леонтьевна ертсе пыракан аслă çултисен «Хамăр ял» тата çамрăксен «Шурă çăл» ушкăнсен артисчӗсене  питӗ юрататăп. «Эй, вăхăт ирттерсе çӳреççӗ ӗнтӗ», – тейӗç теприсем. Анчах та пурнăç вăл кăмака çинче ларсан та иртет, хастарлăхпа палăрса тӗнче курса, хамăра кăтартса çӳресен те. Эпир, Беловка маттурӗсем, иккӗмӗшне суйлатпăр. Капла ватлăх та килте тытаймӗ пире, – тет ентешӗмӗр хавас кăмăл-туйăмне йӳле ярса. (Алена СЕЛИВАНОВА.Аксу районӗ. Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем). 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев